Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
magmer.ru сайтри сӑн
magmer.ru сайтри сӑн

Ыран, шӑматкун, республикӑра йӑлана кӗнӗ сывлӑхпа спорт кунӗ иртӗ. Ҫавна май ҫынсем спорт комплексӗсенче тӳлевсӗрех бассейнра ишме, конькипе ярӑнма, тренажер залӗнче кӗлеткене пиҫӗхтерме пултараҫҫӗ. Вӗсенче мӗнлерех мероприятисем ирттерме палӑртнине тӗплӗнрех спорт шкулӗсен, ФОКсен сайтӗнче пӗлме пулать.

Сӑмах май, сывлӑхпа спорт кунне кашни уйӑхрах 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Ҫав кун республика тата муниципалитет учрежденийӗсенче пуриншӗн те алӑк уҫӑ.

 

Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ.

Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман.

Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 4 сехет те 20 минутра, Пӑрачкав муниципаллӑ округра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.

«Кожевенное-Сиява» автоҫул ҫинче «ВАЗ-2114» автомбиль ҫул айккине чӑмнӑ. 24 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ виҫӗ хӗр, ҫав шутра 16 ҫулти шкул ачи те, аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе вырттарнӑ. Водительпе юнашар ларнӑ тепӗр ҫынна тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.

Руль умӗнчи водитель Ҫӗмӗрлерен пулнӑ, унӑн водитель удостоверенийӗ пулман. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна автоинспекторсем руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

КУславкка районӗн прокуратури вырӑнти округри Курочкин ялӗнче шыв пама пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Район прокурорӗ Владимир Николаев яла ҫитсех тӗрӗсленӗ.

Скважинӑри пӗр насус ҫунса кайнӑран ял ҫыннисем шывсӑр юлнӑ.

Прокуратура Куславкка муниципаллӑ округӗн администрацине кӑлтӑка пӗтерме хушса хут ҫырнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара шыв турттарса тӑма йышӑннӑ.

Юсав ӗҫӗ епле пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хына учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен экономист ултавҫӑсене ӗненсе 700 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Хӗрарӑм патне ют ҫынсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе право тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ.

Вӗсем ӑна преступниксем хӗрарӑмӗн счечӗпе хуҫаланаҫҫӗ, ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе хӑратма пултарнӑ,

Ют ҫынсем каланине итлесе хӗрарӑм-экономист такамсене 700 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Асӑннӑ укҫана хӗрарӑм банкран кредит илнӗ. Банк ӗҫченӗсем ӑна ҫав утӑма тума тыта чарасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен.

Темиҫе кунтан хӗрарӑм хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Республикӑра
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

«Лиза Алерт» шырав отрячӗн республикӑри хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ.

34 ҫулти Евгений Алексеевич Гребенкин ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Ҫамрӑк арҫын пирки пӗлекенсене 8 800 700-54-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере палӑрмаллах уҫӑ ҫанталӑк тӑрать. Шӑматкун каҫхине тата ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ҫил лӑпланмӗ. Кӑнтӑрласерен 19-24, ҫӗрлесерен 11-16 градус ӑшӑ пулӗ.

Вырсарникун ҫӗрле каллех аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Тунтикун самаях ӑшӑтӗ. Анчах ҫӗрле каллех сивӗрех пулӗ.

Ҫитес эрне тӑршшӗпех ҫумӑр ҫукалӗ. Пӗр пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те ҫумӑр ӳкме пултарӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫанталӑк шӑрӑх мар, хӑтлӑ пек туйӑнӗ. Сунчӑк илме ҫеҫ манмалла мар.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 51 ҫулти воспитатель ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер ӑна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫи-тенкине йӑлтах темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне улталанине вара кайран тин ӑнланнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Раҫҫейре
fondgkh-nso.ru сайтри сӑн
fondgkh-nso.ru сайтри сӑн

Паян Тӗп банкӑн директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗп ставкӑна пысӑклатма йышӑннӑ. Малашне вӑл 18 процентпа танлашӗ.

Палӑртмалла: директорсен канашӗн ларӑвӗ унччен пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне тӗп ставка 16 процент пулнине палӑртнӑ. Ҫур ҫул вӑл ҫав шайрах тӑнӑ.

Сӑмах май, директорсен канашӗн ларӑвӗ тепрехинче авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.

 

Персона

Чӑваш Енри Туризма атлантарас енӗпе ӗҫлекен агентствӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Унчченхи пуҫлӑх кайнӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ. Тинех ертӳҫӗ тупӑннӑ.

Агентствӑна 43 ҫулти Ольга Седых ертсе пырӗ. Унччен вӑл Мари Элти Экспорт аталанӑвӗн агентствине ертсе пынӑ.

Сӑмах май, Туризма аталантаракан агентствӑна 2021 ҫулта туса хунӑ. Ӑна унччен «Кванториума» ертсе пынӑ Мария Гришинӑна шаннӑ. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫе ҫавӑнтанпа шыранӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, [51], 52, 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.10.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 05

1947
77
Родионов Виталий Григорьевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
2005
19
Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...