Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ӗнер республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ. Ӑна 2013 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ, унта ку таранччен 18 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ. Шӑматкун Шупашкарта экологи акцине 800 ытла ҫын тухнӑ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисемпе студентсем те пулнӑ. Хастар ҫынсем Шупашкарти «Байконур» микрорайонта ҫӳп-ҫап пухнӑ. Акци вӑхӑтӗнче 8 тонна ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Ӑна машинӑсем ҫине тиесе утилизацие ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
e-mordovia.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче республикӑра сирена янӑрӗ. Халӑха лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ: ку тӗрӗслев кӑна пулӗ. Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра тата 11 сехетре янӑрӗҫ. Ҫак сасса илтсен ним те тумалла мар. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче респуликӑра инкеклӗ лару-тӑру службисен команда-штаб тренировки иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Кӳкеҫре пурӑнакан Анастасия Еремеева патне Питӗрти хӗртен парне килсе ҫитнӗ. Кинемей район центрӗнчи ваттисен ҫуртӗнче пурӑнать. Социаллӑ учреждени вара «Внуки по переписке» (чӑв. Ҫыру ҫӳретекен мӑнуксем) проекта хутшӑнать. Ӑна «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑллӑх фончӗ пуҫарнӑ. Питӗр хулинчи Мария Мартенсон — проекта хутшӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пӗри. Мария Анастасия Еремеевӑпа ҫыру ҫӳретет. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн Мария кинемее тӗрлӗ пылак ҫимӗҫ, тутлӑ ытти апат ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти элеватор ҫӑнӑх авӑртакансен конкурсӗнче каллех ҫӗнтернӗ. Предприяти «Лучшая мельница России» (чӑв. Раҫҫейри чи лайӑх арман) статуэткӑна тивӗҫнӗ. Сумлӑ ҫак наградӑна элеватор тӑххӑрмӗш ҫул тивӗҫет иккен. Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» акционер обществин филиалӗ шутланать. Унта ҫулсерен 200 пине яхӑн тонна тырӑ тирпейлеҫҫӗ, 140 пин тонна ытла продукци туса кӑлараҫҫӗ. Предприяти ҫӑнӑхпа Чӑваш Ене тивӗҫтернипе пӗрлех продукцие ҫӗршыври 17 региона тата Узбекистана, Казахстана, Таджикистана ӑсатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Валентина Алексеева илем конкурсӗн финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. «Раҫҫей пики» конкурса Шупашкарти тата тепӗр хӗр хутшӑнӗ. Вӑл — Чӑваш Енри илем конкурсӗнче кӑҫал ҫӗнтернӗ Алла Кадеева. Вӑл та вун саккӑрта. А.Н. Косыгин ячӗллӗ университечӗн пӗрремӗш курс студентки. Ту ҫинче йӗлтӗрпе ярӑнма юратать, вырӑс классикине кӑмӑллать, тӗрлеме тата курса ҫӳреме килӗштерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ева Лисинӑна саламлама пуҫтарӑннӑ. Ева Лисина – паллӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, МиттаВаҫлейӗн премийӗнлауреачӗ, педагог. Вулавӑша ҫыравҫӑн 85 ҫулхине халалласа пуҫтарӑннисем унӑн пур енлӗ пултарулӑхне хакласа ӑшшӑн калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
"Контактри" сӑн Улатӑрта 76 ҫулти арҫынна санавиаципе Шупашкара илсе килнӗ. Ку унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май панӑ. Ирхине арҫын кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Ӑна Ҫӗмӗрлери медцентра илсе ҫитернӗ. Унӑн каллех миокард инфаркчӗ пулнӑ иккен. 4 ҫкл каялла унӑн ишеми чирӗ пулнӑ, ӑна стент лартнӑ. Медбригада хальхинче те унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ - тромба ирӗлтернӗ. Кайран пациента Республикӑри клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Патӑрьел округӗнчи Турханти психоневрологи интерначӗ территорие хӑтлӑлатас енӗпе иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ӗҫлекенсем территорие хитрелетес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. «Кунта пурӑнакансен тӗрлӗ сӑлтава пула кил ҫук, интернат тулашне тухса ҫӳреймеҫҫӗ. Хитре, чечек ҫурнӑ клумбӑсене курсан вӗсен кӑмӑлӗ ҫӗкленет», - тенӗ интернат директорӗ Наталия Дружинина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкара тепӗр 20 ҫӗнӗ троллейбус илсе килнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен тата 52 троллейбус илсе килмелле. Ку транспорта Дом.рф инфраструктура облигацийӗ пулӑшнипе туяннӑ. Сӑмах май, заем пулӑшнипе ку таранччен 92 троллейбус туяннв. Пирвайхи 20 транспортпа ҫалла кӳрсе килнӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ троллейбуссем 52, 53, 54 тата 55-мӗш маршрутсем ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
regionalcenter.rkomi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 56 ҫулти хӗрарӑм ӗҫри пуҫлӑх ҫырнӑ тесе ӗненнӗ те шар курнӑ. Мессенджерта пуҫлӑх ятӗнчен ун патне ҫыру килнӗ: такамсем унӑн харпӑр даннӑйӗсене пӗлнӗ те хӑрушлӑх сиксе тухнӑ-мӗн, Украинӑна укҫа куҫарма пултараҫҫӗ, банксенче темиҫе кредит илме пултараҫҫӗ имӗш. Хайхискер кӗҫех унпа йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнассине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм банксене кайса кредитсем илнӗ. Лешсем хушнипе укҫа машина туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫине куҫарсан тин ывӑлне кун пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |