Персона
"Контактри" сӑн Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Полина Осипова пултарулӑхӗпе ют ҫӗршывсене тӗлӗнтерет. Вӑл хуларан кайсан чӑваш культурине, хӑйӗн ҫемйин историне тӗпчеме пуҫланӑ. Халӗ вара унӑн куравӗ Токиори пысӑк универмаргра ӗҫлет. Вӑл чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗччен пулӗ. Вӑл универмага илемлетнӗ ҫеҫ мар. Полина хӑйӗн принчӗсемпе футболкӑсемпе толстовкӑсем кӑларнӑ. Хӗр 1998 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, халӗ Аслӑ Британире ӗҫлет. Вӑл модӑллӑ брендсемпе килӗштерсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫур ҫӗр хыҫҫӑн Елчӗк округӗнчи Кушкӑ ялӗнче пушар пулнӑ. 82 ҫулти кил хуҫи мӑшӑрӗпе урама чӳречерен тухма пултарнӑ. Вӗсӗн 55 ҫулти ывӑлӗ, шел те, тухса ӗлкӗреймен. Пушар ҫурта, хуралнӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухнине экспертсем палӑртрӗҫ. Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1188 пушар тухнӑ, вӗсенче 43 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Слакпуҫ йӑмрисем» Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче В.Н. Яковлевӑн «В поисках Яндовы/ Оппукасси тӑрӑхӗнче» куравӗ уҫӑлнӑ. – Виталий Николаевич кӗҫех 75 ҫул тултарать. Анчах ӑна вӑйпитти авторсен шутне кӗртес килет, – терӗ музей директорӗ Г.В. Козлов курава уҫнӑ май. – Кунта кӑтартакан пейзажсемпе портретсене пӑхса ҫаврӑнтӑм та ман ҫине вӗсен авторӗ кӑмӑллӑн кулса пӑхса тӑнине туйса илтӗм. Вӑл педагог, нумай ҫул хушши ачасене илемлӗх вӑрттӑнлӑхӗсене асӑрхаса вӗсене ӑша хывма вӗрентет. Тата вӑл кулӑш жанрне алла илнӗ, паллӑ график, нумай ҫул хушши «Капкӑн» журналпа ҫыхӑну тытнӑ. – Мана ытларах портретсем тыткӑнларӗҫ, – пӗлтерчӗ Чӑваш халӑх художникӗ Н.А. Енилин. – Хӑйӗн геройӗсене сӑнарланӑ чух автор вӗсен «пысӑк талантне» анчах мар, ҫынлӑхне те тарӑннӑн уҫса пама пултарнӑ. – Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗн директорӗ В.А. Ильин тата Н.А. Алимасова художник шухӑшӗпе куравра кӑтартакан картинӑсенче пысӑк тӗнчен пӗр пӗчӗк пайӗ хӑй вырӑнне тупнӑ, ку эпир пӗлнӗ, эпир ҫитӗннӗ кӗтес, автор ӑна куракан кӑмӑлне ҫӗклемелле ӳкерсе кӑтартнӑ. Курава пынисене Шупашкарти «Классика» капелла солисчӗсем илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе «сӑйларӗҫ». |
Республикӑра
Пӑрачкавра хӑйне евӗр хитре граффитисем ӳкернӗ. Вӗсем Ульянов тата Кооператив урамӗсем хӗресленекен пасар лапамне илем кӳреҫҫӗ. Кирпӗч стенасем ҫине вырӑс халӑхӗн тумне тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене, арҫынсене сӑнланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑра типӗ те ӑшӑ ылтӑн кӗркунне хуҫаланӗ. Паянах кӑштах уяртма тытӑннӑ. Канмалли кунсенче хӗвел ытларах пӑхӗ. Анчах ҫӗрлесерен шӑнтӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑнӗ. Тунтикун республика урлӑ ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Каллех ӑмӑрланӗ, хушӑран ҫамӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран ҫил вӑйланӗ, пӗлӗтсене сирӗ. Термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫӗрлесрен те шӑнтмӗ. Кӗҫнерникун каллех сиветӗ. Анчах ӑшӑ тавранӗ-ха. Кӑҫал юпа уйӑхӗ юлашки 37 ҫулта чи ӑшши пулма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ptoday.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине ӳстерме палӑртнине пӗлтернӗччӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем саккун проектне пӑхса тухнӑ. Пӗрремӗш вулаврах 2025 ҫулта ӗҫ укҫин чи пӗчӗк виҫине пысӑклатма йышӑннӑ. Депутатсем ӑна 22440 тенкӗпе танлаштарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
«Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн видеовӗнчен илнӗ скриншот Севастопольти чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗ 20 ҫул тултарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ. Алексей Енейкин хыпарланӑ тӑрӑх, Крым ҫурутравӗнче вырнаҫнӑ паттӑр хулари ентешсем 2004-мӗш ҫулта чӑмӑртаннӑ. Малтанах ушкӑна ҫар ҫыннисем хастаррӑн хутшӑннӑ. Пӗрлехи тӗллевӗсене палӑртса ырӑ ӗҫе хӑйсен ҫемйисене явӑҫтарнӑ. Ҫапла майпа «Туслӑх» ансамбль те йӗркеленнӗ. «Крымпа Севастополь хулинче 5 пин ытла чӑваш пурӑнать. Официаллӑ кӑтартусене илес пулсан вара кӑштах сахалрах. 2021-мӗш ҫулхи ҫыравра Севастопольте 461 ҫын хӑйне чӑваш тесе ҫыртарнӑ. Ентешсен пӗрлӗхӗнче вара 50 ытла пайташ. Юлашки вӑхӑтра вӗсем ушкӑна ҫамрӑксене явӑҫтарассипе тухӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ», — хыпарланӑ сюжетра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ онлайн-мелпе «Геннадий Воробьев – феномен музыкального искусства 930-х годов» тата «Симфония до минор в контексте музыкального искусства своего времени» ятпа лекцисем ирттерӗ. «ХХ ӗмӗрти чӑваш музыки» ярӑмпа йӗркелекен ҫав мероприятин лекторӗ — ученый-музыковед, музыковед, фольклорист, искусствоведени докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин Наукӑпа ӳнер академийӗн, Педагогика вӗрентӗвӗн наукисен пӗтӗм тӗнчери академикӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреаче, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Раҫҫей композиторсн союзӗн членӗ Михаил Кондратьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
https://ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче республикӑри икӗ тухтӑра сумлӑ ят пама йышӑннӑ. Сывлах сыхлас ӗҫре тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн хушӑвӗпе Канашри район пульницин педиатри уйрӑмӗнче врач-педиатр пулса ӗҫлекен Валентина Герасимовӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» ят панӑ. Ҫӗрпури район пульницин хирурги уйрӑмӗнче операци медсестри пулса тӑрӑшакан Нина Сергеевӑна «Чӑваш Республикин сывлах сыхлас ӗҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӗп режиссерне Валерий Яковлева Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ала пуснӑ, документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Валерий Яковлев нумаях пулмасть 85 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вӑл Мускаври театр институтӗнчен вӗренсе тухнӑранпах ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.