Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта социаллӑ ӗсчен пулса тӑрӑшакан Галина Кузьмина: «Манӑн платник та, повар та пулма тивет», — тесе калать.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социалла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ватӑ ҫынсене пӑхасси пӗртте ҫӑмӑл ӗҫ мар. Утнӑ ҫӗрте утса, чупнӑ ҫӗрте чупса ҫӳресе ӗҫлеҫҫӗ социалла ӗҫченсем.

Галина Кузьмина социаллӑ сферӑра 6 ҫул ӗҫлет. Паян вӑл 9 ватта пӑхать. Хӑшӗсем патне кунне иккӗ ҫӳрет, хӑшӗсем патне — эрнере темиҫе хутчен. Вӗсем самай ҫулланнӑскерсем, 94 ҫултан пуҫласа 95 ҫулчченхи ҫынсем. Вырӑнпа выртакансем те пур. Ӳрӗк те вӑр-вар хӗрарӑм пурне те юрама тӑрӑшать. Ӗҫпе те, сӑмахпа та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Республикӑра

«Икра» авиакомпани ЧР Транспорт министерствине Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗннӗ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, рейссене 2025 ҫулта уҫма палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра авиакомпани Росавиаципе пӗрле субсидилекен авиасообщенисене переченьне кӗртес енӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Рейссем ҫитес ҫул ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 30-мӗшӗччен эрнере икӗ хут пулӗҫ. Авиакомпани 110 вырӑнлӑ самолетсем вӗҫтерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Пакаш ялӗнче пурӑнакан Муравьевсен – чӑн-чӑн пысӑк телей. Ҫак кунсенче вӗсене ҫурт-йӗр сертификатне панӑ.

Нумай кӗтнӗ документа муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Людков алӑран тыттарнӑ. Вӑл 5 ачана воспитани паракан ҫемьене ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх суннӑ.

Палӑртмалла: ҫак сертификатпа пурӑнмалли кӗтес илме е ҫурт-йӗр хӑпартма юрать.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Канашра 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Анна Васильевна Александрова (Афанасьева) авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.

Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Ҫав кун хура футболка, хура шортик, симӗс сланца тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма курнӑ тӑк пӗр тӑхтамасӑр 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89777084704 Екатерина (Кирейчик) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗнче «Лиза Алерт» шырав отрядне ҫухалнӑ 47 ҫынна тупса ыйтса заявка килнӗ.

 

Культура
Николай Семёнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Николай Семёнов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енре «Парӑм» фильм ӳкерме пуҫланӑ. Сценари авторӗ тата режиссӗрӗ — Зоя Илларионова. Кун пирки Николай Семёнов режиссёр халӑх тетелӗнчи хайӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Чӑваш киновӗшӗн хыпса ҫунакан хастарсем малалла кино ӳкереҫҫӗ. Хальхинче йыша пуҫтараканӗ Зоя Илларинова пулса тӑчӗ, вӑлах сценари авторӗ, вӑлах режиссёр, ҫавӑн пекех тӗп роле калӑплакан та. Ку уншӑн (режиссёр тивӗҫӗ) иккӗмӗш фильм.

Пулас фильм ячӗ — «Парӑм». Сюжет тӑрӑх йывӑр чире пула канлӗхне ҫухатнӑ хӗрарӑм амӑшӗнчен юлнӑ парӑма татса пама тӗв тӑвать», — хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

Фильма ӳкерме пуҫтарӑннисем хӑй вӑхӑтӗнче пурте Владимир Карсаков(10.09.1961-02.09.2019) патӗнче вӗреннӗ иккен. «Вӑл ку тӗнчӗрен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, хамӑрӑн ӗҫпе унӑн ҫутӑ сӑнарне асра тытас тетпӗр», — тесе ҫырнӑ Николай Семёнов.

Фильма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Именкасси, Чӑваш Ишекӗ, Арапуҫ ял таврашӗсенче ӳкернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall199925087_3437
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳре пурӑнакан 22 ҫулти каччӑ кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче интим-пулӑшу кӳрекен (ҫапла калӑпӑр ӗнтӗ) хӗр шыранӑ. Пӗлтерӗве ятарлӑ сайтра (ун пеккисем те пур-мӗн) тупнӑ.

Вӑл йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, малтан хӗрпе калаҫнӑ, вӑл прейскурантпа паллаштарнӑ, укҫа куҫарса панӑ хыҫҫӑн пыма шантарнӑ.

Каччӑ укҫана куҫарса панӑ хыҫҫӑн ун патне темле арҫын шӑнкӑравласа программа ванни пирки пӗлтернӗ, каччӑна тӑкака саплаштарма хушнӑ. Ҫапла майпа яш 30 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.

Улталаканни 18 ҫулти Сарту облаҫӗнчи каччӑ пулнӑ. Ӑна пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ӗҫпе комнадировкӑна кайса тытса чарнӑ. Вӑл хӗрарӑм тата арҫын сассипе хӑй калаҫнӑ иккен. Ҫӗрпӳ каччине вӑл укҫана куҫарса панӑ. Йӗрке хуралҫисем халӗ Сарту яшӗ ытти ҫынпа та ҫавӑн пек хӑтланман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Тӳре-шара Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк шкулӗ ку вӗренӳ ҫулӗ тӗлне уҫӑласса шантарнӑччӗ. Анчах вӑл уҫӑлман.

Пӗлӳ кунӗнче уяв линейки ҫӗнӗ шкул умӗнчех иртнӗ, анчах ачасем халӗ те киввинчех вӗренеҫҫӗ. Вӑл авариллисен йышӗнче шутланать.

375 вырӑнлӑ ҫӗнӗ шкула 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна планпа кӑҫал утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче хута ямалла пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/provincivil
 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш округӗнчи Мӑкӑр ялӗнче клуба юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Ӑна «Тӑван ен культури» парти проекчӗпе килӗшӳллӗн тӑваҫҫӗ.

Мӑкӑр ялӗнче ҫӗнетнӗ клуб питӗ кирлӗ. Унта 400 ытла ҫын пурӑнать. Кивӗ ҫурт тахҫанах ӗнтӗ юрӑхсӑра тухнӑ. Нушапа та урама кайма тивнӗ. Халӗ йӑлтах ҫӗнӗлле пулӗ.

Ҫӗнӗ клуба аван уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫма палӑртнӑ. Унӑн фасачӗ кӑна мар, шалти те улшӑнӗ. Сценӑсӑр, 100 вырӑнлӑ залсӑр пуҫне библиотека, музей пулӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнчи компетенци центрӗ хӑмла татса типӗтмелли «Аван» ятлӑ машина хута янӑ.

Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ техника 3 гектар ытла лаптӑкран тухӑҫ пухма май парӗ. Центрти специалистсем харпӑр хӑй технологисене ӗҫе кӗртессипе те хастар. Симӗс ылтӑн речӗсене касмалли хатӗрсем, касӑсене кӑпкалатса удобрени хывмалли агрегат та кунта шутласа тупниех. Машинсем опыт ирттерекен лапамсенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Малашне центрти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем заводсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ.

Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8.

 

Страницӑсем: 1 ... 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, [72], 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...