Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан Марина Николаева инженер нейросетьпе ӗҫлекен специалиста вӗренсе тухнӑ.

Вӑл хулари ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ шыраса кайнӑ. Унӑн ачи шкулта вӗренме пуҫланӑ, ҫамрӑк хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫма ӗӗтленнӗ.

Карьера консультанчӗ ӑна аналитикӑра нейросетьпе усӑ куракан специалиста вӗренсе тухса ӗҫе выпрнаҫма сӗннӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Вӑл ҫав енӗпе ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑннӑ.

 

Экономика
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ozon маркетплейсра «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) тавар витрини йӗркелӗҫ. Маркетплейса хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ таварсене сарма пулӑшас тӗллевлӗ «Сделано в России» (чӑв. Раҫҫейре туса кӑларнӑ) программӑпа килӗшӳллӗн Республикӑн бизнес-инкубаторӗ туса кӑларӗ.

Виртуаллӑ витрина ҫине хамӑр тӑрӑхра тавар туса илекенсен таварне вырнаҫтарӗҫ.

Унта лекес тесен электрон заявкӑсене авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Витринӑна «Чувашия БлагоДарит» бренд стильне тӗпе туса йӗркелӗҫ.

 

Спорт
t.me/chuv_kray/3755 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/chuv_kray/3755 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш спорчӗн ҫӑлтӑрӗ Анна Кулинич-СорокинаПарижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнса кӗмӗл медале тивӗҫнӗ. Вӑл сӑнна 38,1 метра ывӑтма пултарнӑ.

Анна Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн ашшӗ Элӗк районӗнчи Тури Таташ ялӗнчен. Хӗрача 12 ҫула ҫитсен ӑна ашшӗ-амӑшӗ япӑх куракансен тата начар илтекенсен Шупашкарти спорт шкулне вӗренме янӑ. Унта вӑл спорта юратса пӑрахнӑ.

Халӗ Анна 32 ҫулта. Вӑл — Лондонри Паралимпиадӑри кӗмӗл призерӗ тата тӗнче чемпионки, Токиора 200 метра чупассипе бронза медале тивӗҫнӗ. Мӑшӑрӗпе вӗсемывӑлпа хӗр ӳстереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3755
 

Раҫҫейре
РИА Новости архивӗнчи сӑн
РИА Новости архивӗнчи сӑн

Паян Раҫҫей тӗп банкӗн директорӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Тӗп ставкӑна каллех ӳстернӗ – 19 процента ҫитернӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Тӗп банк тӗп ставкӑна 16 процент таран хӑпартнӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗнче каллех ӳстернӗ: 18 процент тесе палӑртнӑ. Халӗ ав тепӗр 1 процент хӑвартнӑ.

Раҫҫей тӗп банкӗн директорсен канашӗн тепӗр ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ.

 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Авӑнан 11-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи 43 ҫулти арҫын вӑй пӗтнине, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен ыратнине туйнӑ. Тӑрук сывлӑш ҫитме пӑрахнӑ, сивӗ тар тапса тухнӑ. Арӑмӗ часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Унӑн инфаркт иккен. Ӑна Улатӑрти тӗп пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пациент хӑйне япӑх туйнӑ. Ҫитменнине, вӑл чӗре чирӗпе унччен те аптӑракаланӑ. Тухтӑр ӑна Регионти юн тымарӗсен центрне леҫме йышӑннӑ.

Пациента Шупашкара, Республикӑри клиника пульницине, санавиаципе илсе ҫитернӗ. Халӗ арҫын хӑйне йӗркеллех туять.

 

Культура
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезона Александр Артемьевӑн «Салампи» пьесипе Чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ спектакльпе уҫрӗ.

Пластика режиссёрӗ, балетмейстерӗ – Пушкӑрт Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата тава тивӗҫлӗ артистки Рамиза Мухаметшина. Художникӗ – Светлана Зверева, ҫутӑ лартакан художникӗ – Михаил Добрышин. Композиторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Лолита Чекушкина. Балетмейстерӗ, ташӑсене лартаканӗ – Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Людмила Нянина.

Салампи ролӗнче Анна Цветкова, Алмазов — Арсентий Димитриев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvdram.ru/repertoire/salampi/
 

Республикӑра
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Куславкка тӑрӑхӗнче юртӑсем тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ.

Ятарлӑ комисси ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна тухсах тӗрӗсленӗ. «Кайӑк вӗҫевӗ» кану базинче глэмпинг тума тытӑннӑ. Хӑна ҫурчӗсене юрта евӗр тӑваҫҫӗ. Хальлӗхе 9 модультен 5-шне туса пӗтернӗ.

Унсӑр пуҫне унта ачасемпе аслисем валли спорт лапамӗсем пулӗҫ, мунчасем туса лартӗҫ. Кафепе мангаллӑ беседкӑсем ӗҫлесе кайӗҫ.

 

Хулара
tver.mk.ru сайтри сӑн
tver.mk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

Вӑл тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шыранӑ, резюме хӑварнӑ. Кӗҫех ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ, килтен тухмасӑрах тупӑш тума сӗннӗ. Анчах малтан онлайн мелпе вӗренмелле, унта вара укҫа хывмалла имӗш. Кайран ку тупӑш пама тытӑнассине ӗнентернӗ.

Хӗрарӑм ӑна ӗненсе темиҫе банкра кредитсем илнӗ, укҫине лешӗ каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Темиҫе уйӑхра вӑл пӗр пус та ӗҫлесе илеймен, укҫине вара самаях хывнӑ – 2 миллион тенке яхӑн.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян кӑшт сивӗрех, типӗ ҫанталӑк пирӗн пата килме тытӑнчӗ. Анчах синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулла тепӗр эрнене яхӑн тытӑнса тӑрӗ – кӑнтӑрласерен 22-27 градус ӑшӑ пулӗ. Каҫсерен вара кӑштах сивӗрех пулӗ: 8-13 градус.

Ахӑртнех, ҫуллахи пек ҫанталӑк авӑнӑн 20-21-мӗшӗсенче вӗҫленӗ. Ҫитес эрнере кӗҫнерникун ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн кӑштах сивӗтӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ҫил ҫурҫӗр енне куҫӗ, 20 градусран ӑшӑрах пулмӗ, ҫӗрле – 6 градус кӑна.

Ҫапах пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал авӑн уйӑхӗн ӑшӑ тата типӗ пулӗ.

 

Хӗсмет
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарти Ильбеков урамӗнчи Ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетӗҫ. Аукцион иртнӗ, подрядчике палӑртнӑ.

Малтанхи хак 96 миллион ытла тенкӗ пулнӑ. Аукционра чакнӑ - 85 миллион ытла тенкӗпе юсӗҫ ӑна.

Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлемелле: кӑҫал раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен. Ҫар комиссариатӗнче чӳречесене, тӑррине, урайне, шыв тата ӑшӑ тытӑмӗсене, видеосӑнава, электричество системине улӑштарӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, [69], 70, 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...