Республикӑра
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫемье усламӗн центрӗ уҫӑлӗ. Ӑна тӑвассишӗн республикӑн Суту-илӳпе промышленность палати яваплӑ пулӗ. Ӗҫе 2024-2026 ҫулсенче те пурнӑҫламалла. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Суту-илӳпе промышленность палатин президенчӗпе Игорь Кустаринпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Республика ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, усламҫӑсен шучӗ пирӗн патӑмӑрта ҫулсерен ӳссе пырать. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ патшалӑх пулӑшнипе самай ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ сферӑра тӑрӑшакансен йышӗ те нумайланать-мӗн. Игорь Кустарин пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫемье усламӗн центрне йӗркеленипе пӗрлех палатӑн пайташӗсене республикӑри районсемпе хуласенче ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Унсӑр пуҫне бухгалтер тата кадр учёчӗ енӗпе ҫӗнӗ пулӑшу кӳме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Зотовсен архивӗнчи сӑн Вӑрнар округӗнчи Кульцав ялӗнче пурӑнакан Александр Ивановичпа Галина Николаевна Зотовсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Александр Иванович салтакра пулнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑннӑ, Ленин ячӗллӗ колхозра водительте ӗҫленӗ. Кунтах юратӑвне тӗл пулнӑ вӑл. Каччӑ ял хуҫалӑх институтӗнче зооинженери факультетӗнче ӑс пухнӑ, профком председателӗ пулнӑ. Галина Николаевна чылай ҫул вырӑнти депутат пулнӑ. Зотовсем ывӑлпа хӗр ӳстернӗ. Халӗ вӗсем виҫӗ мӑнукӗпе, пӗр кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 17 сехет ҫурӑра «Вятка» ҫул ҫинче, Кӳкеҫ ҫывӑхӗнчерех, ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ. «Тойота Камри» рулӗ умӗнче 33 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Вӑл вилмеллех аманнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыраканскер фура ҫине кӗрсе кайнӑ. Фура ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тӳнсе кайнӑ, ҫула пӳлсе хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн прокуратуринче Патӑрьелти ҫула прокуратура ҫине тӑнипе юсанине пӗлтереҫҫӗ. Унти Ленин урамӗнчи 17-мӗш ҫурт патӗнчен пуҫласа 30-мӗш патне ҫитичченхи ҫул ванса пӗтнӗ. Ун пек ҫулпа пыракан машинӑсем инкеке те лекме пултарнӑ. Прокуратура начсар ҫула юсама вырӑнти администрацие суд урлӑ хистенӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин ҫула йӗркене кӗртнӗ, ӑна юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Андриян николаев ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа мероприятисем иртӗҫ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта ҫуралса ӳснӗ Андриян Николаев — икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ, авиацин генерал-майорӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Паян пирӗн тӑрӑха Ярославль ҫӗрӗ ҫинчи хӑнасем килсе ҫитнӗ. Вӗсем В.В. Терешкован «Космомс» музейӗн директорӗ Игорь Зуб тата РФ Патшалӑх Думин дептучӗн В.В. Терешкован пулӑшуҫи Кира Крайнова. Ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑха Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, Раҫҫейӗн лётчик-космонавчӗ Сергей Авдеев килсе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑрта виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ хӑна ҫурчӗ хута янӑ. Ячӗ – «Эрьзя». Ӑна Улатӑрти паллӑ ҫынна, Степан Эрьзя скульптора тата ӳнерҫе, халалласа ят панӑ. Хӑна ҫурчӗ Мускав урамӗнче вырнаҫнӑ. Унччен унта ача пахчи, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ филиалӗ пулнӑ, анчах ҫурта темиҫе ҫул каялла ишсе антарнӑ. Ҫулталӑк ҫурӑ каялла вара ун вырӑнӗнче 20 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ тума тытӑннӑ. Ку – «Электроприбор» савутӑн инвестици проекчӗ. Хӑна ҫуртне Степан Эрьзян картинисем илем кӳреҫҫӗ. Хӑна ҫурчӗ юпа уйӑхӗнче алӑкӗсене уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Аня Спиридонова архивӗнчи сӑн Кӗркунне ҫӑвӗпе мӗн ӗҫленин тухӑҫне курма пулать. Шупашкарта пурӑнакан Аня Спиридонова хӑй ӳстернӗ пахча ҫимӗҫ мӗн пысӑкӑш пулнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи страницине вырнаҫтарнӑ. Вӗсен пахчинче кавӑнсем хальлӗхе 200 тата 250 килограмм таяҫҫӗ. Вӗсене татман-ха, ҫавӑнпа малалла ӳсеҫҫӗ. Мӗн пысӑкӑш пулассине, тен, Аня кайран татах кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"На связи" сайтри сӑн Паян кӑнтӑрла «Энӗш» автоҫул ҫинче, Канаш хулипе Тӑвай хушшинче, Тӑвай округӗнчи Вырӑс Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче, тырӑ тултарнӑ прицеп ҫаврӑнса ӳкнӗ. Самосвалӑн номерӗсем – Тутарстанран. Прицеп ун умӗнче тӳнсе кайнӑ, тырӑ ҫул тӑрӑх сапаланнӑ. Хальлӗхе авари мӗне пула тухнине пӗлтермен. Авари хыҫҫӑн Канаш еннелле ҫул хупӑннӑ – прицеп ҫул варринчех выртнӑ. Машинӑсем хирӗҫ ҫулпа иртсе кайнӑ. Унта вара – ҫул-йер правилисене пӑсакансене ӳкерекен камера пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Астӑватӑр-и: пӗлтӗр те кӗркунне лайӑх ҫанталӑкран пуҫланнӑччӗ. Кӑҫал та ҫаплах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те уяр ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен тӑрӗ. Кӑнтӑрла 25 градус таран ӑшӑтни пӗрре мар пулӗ. Авӑн пуш уйӑхӗпе танлашать теҫҫӗ те – кӑҫал пуш уйӑхӗн типӗ тата ӑшӑ килнӗччӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурри климатпа килӗшӳллӗн пулӗ. Ун чухнехи норма – 12-17 градус ӑшӑ, каҫсерен – 4-9 градус ӑшӑ. Юпа уйӑхӗнче кӗркунне туйӑнма тытӑнӗ, ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Ҫумӑр нумайлӑхах килӗ – чӳк варричченех нӳрӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юпан иккӗмӗш ҫурринче сивӗтӗ, юр ҫума лартма та пултарӗ. Анчах, ахӑртнех, ирӗлӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, чӳк уйӑхӗ ытти чухнехинчен ӑшӑрах пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк варринче 25 градус таран сивӗтме пултарӗ, уйӑх вӗҫлениччен юр хулӑнӑшӗ 30 сантиметра ҫитме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти шыв управҫине 4 пин пуҫ стерлядь пулӑ янӑ. Вӗтӗ пулла шыва ярасси пирки малтан Раҫҫейӗн пулӑ агентствин Атӑлпа Кама территорийӗнчи управленийӗпе калаҫса татӑлнӑ. Вӗтӗ пулла Шупашкарти «Роланд» ресторан патӗнчи лапамра янӑ. Унта маларах асӑннӑ управлени ӗҫченӗсем тата Шупашкар хулин ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |