Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӗмӗл волонтёрсен конкурсӗ иртет. Ӑна республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ.

«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацие Раҫҫей ҫарне пулӑшакан, гуманитари пулӑшӑвӗ кӳрекен ватӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

«Волонтёр-наставник» номинацие — ачасене пӑхса пулӑшакансем, ватӑсене пулӑшу кӳрекенсем; «Эко-волонтёр» номинацие — ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе тӑрӑшакансем; «Социаллӑ экспреса» — тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнакансем.

Документсене mintrud@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «Кӗмӗл Чун» республикӑри форумра чыслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шӑматкун Ҫӗрпӳ хулинче виҫӗ ҫулти ача машина умне чупса тухнӑ. Пуҫне амантнӑ тесе шухӑшланӑран ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.

Пӑтӑрмах хулари Терешкова урамӗнче, универмага хирӗ лапамра, 21 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. Машина парковкӑран хускалма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра ун умне пӗчӗк ача чупса тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра автомобиль пысӑк хӑвӑртлӑхпа кайман. Водитель урах пулнӑ.

 

Республикӑра
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан Чӑваш Енри вӑрманҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.

«2025 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе лесниксен ӗҫ укҫи ӳсӗ. Чӑваш Республикине тепӗр ҫул ҫак тӗллевсем валли ӗҫ укҫи фончӗн 24% ӳсӗмне пӑхса хӑварнӑ», — палӑртнӑ Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентствин ертӳҫи Иван Советников Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫи республикӑри вӑтам шалуран 2,1 хут пӗчӗкрех. Ӗҫ укҫине ӳстерсен кадрсен ыйтӑвӗ те лайӑхланӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре тискер кайӑк-кӑвакала тытма ирӗк панӑ. Ирӗк илнисем — пӗтӗмпе 2,5 пин ытла. Заявлени панисенчен ытларахӑшӗ шывра ишсе ҫӳрекен кайӑка тытас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Вӗсенчен самайӑшӗ кӑвакала юратать иккен.

Сунарҫӑсене сунар правилине пӑхӑнма ыйтаҫҫӗ. Талӑкра тытма юракан виҫерен ирттерсен явап тыттарӗҫ. Кун пирки республикӑн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов асӑрхаттарнӑ.

 

Тӗнчере
kp-ru.turbopages.org/turbo/kp.ru сайтри сӑн
kp-ru.turbopages.org/turbo/kp.ru сайтри сӑн

Испанире тӗнчери чи ватӑ ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Браньяс Морера 118 ҫула кайнӑ пулнӑ.

Хӑй Мария мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ ҫул пурӑннине ӑнланман та. Вӑл каланӑ тӑрӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, кӑмӑллах мар ҫынсемпе калаҫма тӑрӑшман. Андрей Кондрахин кардиолог вара ҫапла ӑнлантарать: ҫын нумай пурӑнассин 85 проценчӗ генсенчен килет.

Мария Браньяс АПШра ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Испание куҫса килнӗ. Кинемей хӑй ӗмӗтленнӗ пекех пурнӑҫран уйрӑлнӑ: ҫывӑрнӑ чухне лӑпкӑн, пӗр асапланмасӑр.

 

Республикӑра
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев паттӑрлӑхшӑн чысланӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе ҫар чаҫӗн — 29682 уй почтин комендант батальонӗн 2-мӗш комендант ротин санитари инструкторне Михаил Иванова наградӑланӑ.

Чӑваш Республикин Хисеп грамотине 26388 ҫар чаҫӗн снайперӗ Евгений Михайловский тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхи 6 сехет те 56 минутра Шупашкарта Ишлей ҫулӗ ҫинче машина тавар пуйӑсӗпе ҫапӑннӑ. Водитель светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра каҫса кайма ӗлкӗрессе шаннӑ-тӑр - анчах пуйӑс ытла та ҫывӑхра пулнӑ.

Руль умӗнче 69 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗлӗнмелле майпа вӑл чӗрӗ юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аяк пӗрчине хуҫма пултарнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ 175 пин тенкӗлӗх федераци грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа «PROЧувашию» сӗтелҫи вӑййине йӗркелӗҫ.

Вӑл 40-60 минута тӑсӑлать, 6 ҫын таран хутшӑнма пултарать. Кашнине наци тумӗллӗ кӳлепе парӗҫ те вӑл республика тӑрӑх ҫула тухать. Лапам ҫинче 60 тӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал, тӗсне кура - ыйтусен тата заданисен тематики.

Ку вӑйӑпа сӑнав шайӗнче Шупашкарти 10 шкул усӑ курӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16439
 

Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Митрофанкасси ялӗ патӗнчи пӗвере 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна паян, вырсарникун, ирхине тупнӑ.

Вилене ҫӑлавҫӑсем шывран туртса кӑларнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

Инкеклӗ ӗҫсен министерстви шыв тимсӗрлӗхе каҫарманнине пӗлтерет. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрать. Ҫырантан шала кӗрсе каймалла мар. Ӳсӗр пуҫпа вара шыва кӗмелле мар.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/6798
 

Пӑтӑрмахсем

Францинче Telegram йӗркелӳҫине тата генеральнӑй директорне Павел Дурова арестленӗ.

Ӑна Азербайджанран вӗҫсе ҫитсен Ле Бурже аэропортра тӳрех тытса чарнӑ. Азербайджанта самолёта ларас умӗн ӑна федераци шыравӗнче тесе пӗлтернӗ.

Павел Дурова 40-е яхӑн статьяпа айӑпласшӑн-мӗн: терроризм, наркотик, улталани, укҫана айккинелле яни, педофил контенчӗ.

Павел Дуров — Франци гражданинӗ, ҫавӑнпа ӑна ылмаштарма е Раҫҫее памӗҫ, хыпарланӑ Телеграмра Сергей Колясников.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/SergeyKolyasnikov/62228
 

Страницӑсем: 1 ... 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, 83, 84, [85], 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, 94, 95, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...