Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, паян, Шупашкара 20 ҫӗнӗ троллейбус килсе ҫитнӗ. Вӗсем республика займ мелӗпе илнӗ 92 троллейбусран пӗрремӗшӗсем.

Килсе ҫитнӗ транспорта Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ. Ку спутник хулари транспорта ҫӗнетме ҫителӗклине пӗлтернӗ.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна автономлӑ майпа ҫӳрекен 72 троллейбус килсе ҫитмелле. Вӗсенчен 59-шӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш тата 61-мӗш маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре шыравҫӑсем 92 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Роза Афанасьевна Андреева (Борисова) ятлӑ ватӑ Шупашкара пурӑннӑ. Анчах пӗр кунхине вӑл килӗнчен тухса кайса ҫухалнӑ.

Ватӑ ҫын ӑҫтине ҫывӑх ҫыннисем авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнченпе пӗлеҫҫӗ.

Кинемей ҫӗтни пирки «Лиза Алерт» шырав отрячӗн халӑх тетелӗнчи страницинче ҫӗркаҫ пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-134917368_16950
 

Чӑвашлӑх
Телеграмри «Чувашский край» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри «Чувашский край» каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗнчи пӗрремӗш хутра арт-объект вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ку вӑл — Мускаври ВДНХри «Раҫҫей» куравра Чӑваш Ен элемӗ пулнӑ тухья.

Хӗрӗн пуҫа тӑхӑнмалли хатӗр евӗр арт-объекта республикӑри чи маттур ӑстасем хатӗрленӗ. Суту-илӳ центрӗнчи тухья 6 метр тӑршшӗ пулӗ, 217 ҫутӑ элементӗнчен тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3584
 

Республикӑра
chel.mk.ru сайтри сӑн
chel.mk.ru сайтри сӑн

Патӑрьелте 12 ҫулти арҫын ачапа шкултан таврӑннӑ чухне инкек пулнӑ. Совет урамӗнче пынӑ чухне ӑна килсӗр-ҫуртсӑр йытӑ тапӑннӑ.

Чӗрчун арҫын ачана уринчен ҫыртса суранлатнӑ. Ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ.

Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн Патӑрьел районӗн прокуратури вырӑнти администрацирен ачана кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Судья тавӑҫа тивӗҫтернӗ, администрацирен ачан ҫемйи валли 10 пин тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫитес уйӑхра пирӗн республикӑна Пушкӑрт Республикинчи артистсем килӗҫ. Унти «Нур» театр пирӗн тӑрӑхра гастрольпе пулӗ.

Ӗхпӳри патшалӑх театрӗ тутар театрӗ шутланать. Шупашкарта ҫав коллектив авӑн уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче пулӗ.

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче хӑнасем «Галиябану», «Там, где сбываются мечты» тата «Фатима» спектакльсем кӑтартӗҫ.

 

Республикӑра
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта вырнаҫнӑ «Машзавод» индустри паркӗ уйрӑм ҫыннӑн шутланать иккен. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Машзавод машиностроени тата металлообработка енӗпе специализациленет.

Инвестици виҫи — 628 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑран ҫур миллиарда яхӑн тенки —федераци укҫа-тенки.

Индустри паркӗнче хальлӗхе 12 резидент ӗҫлет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall609844792_5653
 

Персона
Чӑваш радиовӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш радиовӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулин 555 ҫулхине халалласа «Общественное признание» (чӑв. Халӑх ырлавӗ) конкурс ирттернӗ.

«Чебоксары — пишу и снимаю о городе» (чӑв. Шупашкар — хула ҫинчен ҫыратӑп тата ӳкеретӗп) номинацире Чӑваш радиовӗн сасӑ режиссёрне Алина Кузьминӑна та дипломпа чысланӑ.

Вӑл Николай Мульянов ертсе пыракан «Столичный курьер» проектӑн сылтӑм алли тесе хыпарлаҫҫӗ хӗрарӑмӑн ӗҫтешӗсем. Программа Шупашкар тата Шупашкар ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартать. Вӑл радиопередача эфира 30 ҫул ытла тухать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-84863557_8174
 

Персона

УФСИНра ӗҫленӗ Михаил Карпов пушартан ҫынсене ҫӑлнӑ. Вӑл Пӑрачкав округӗнчи Кудеиха ялӗ ҫывӑхӗнчен арӑмӗпе иртсе кайнӑ чухне ҫӑра тӗтӗм хӑпарнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫав еннелле васканӑ. Ҫитсен хуралтӑсем ҫуннине, ҫулӑм ҫурт ҫине куҫса пынине курнӑ.

Арҫын пӳрте кӗрсе 12-13 ҫулсенчи икӗ хӗрачана илсе тухнӑ. Тепре кӗрсен сӗрӗм сывласа тултарнӑ каччӑна урама кӑларнӑ. Килте вырӑнпах выртакан карчӑк та пулнӑ. Михаил унта виҫҫӗмӗш хут кӗрсе ӑна йӑтса тухнӑ.

Кун хыҫҫӑн вӗсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.

 

Республикӑра
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Вӑрмар округӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче пурӑнакан Геннадий Иванов кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнченпе таврӑнман. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ.

Геннадий Николаевич – 76 ҫулта, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ шуралнӑ. Мӗн тӑхӑнса кайни паллӑ мар. Хӑйӗнпе пӗрле витре илнӗ.

Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр), 89520203557 Елена (Касатка) .

 

Ҫутҫанталӑк

Ку канмалли кунсенче Шупашкар юбилейне паллӑ тӑвать. Мӗнле ҫанталӑк пулӗ ун чухне?

Ырантан пуҫласа ӑшӑтма тытӑнать. Шӑматкун 20-25 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун вара вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвать, хушӑран аслатиллӗ те авӑтӗ. Уява кайятӑр пулсан сунчӑк илме ан манӑр.

Тунтикунран тинех ҫуллахи шӑрӑх пирӗн пата ҫитӗ. Кӑнтӑрласерен 23-28 градус ӑшӑ пулӗ, каҫсерен – 11-16 градус. Ҫил лӑпланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк ҫулла вӗҫӗччен пулӗ. Хӑш-пӗр кун 30 градус таранах шӑрӑх тӑрӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 82, 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, [92], 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, ... 3795
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...