Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче ҫӗкленекен элита ҫуртра инкек пулнӑ. 23 ҫулти рабочи 11 тата, 12-мӗш хушшинчи урая тунӑ хыҫҫӑн картламан лифт шахтине ӳкнӗ. Вӑл суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: арҫынна йӗркене пӑхӑнса илмен, инструктажсем ирттермен. Яваплӑ ҫын лифт шахтине картлассине сӑнаса тӑман. Инкек сӑлтавӗ урӑххи те пулма пултарнӑ: арҫын напарникӗпе ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Экономика
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри 8 предприятин продукцийӗ Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар шутне кӗнӗ. Вӑл шутра:

– «Промтракторӑн» гусеницӑллӑ «ЧЕТРА Т-9.01» бульдозерӗ,

— «КЕТРА» заводӑн пысӑк форматпа керамика кирпичӗ,

— Промышленность шӑратӑвӗн локомотив колодки,

— Шупашкар элеваторӗн «Чебоксарская» ыраш ҫӑнӑхӗ,

— «МЕГА-ЮРМА» фабрикӑни маринадри чӑххи,

— «Хӗвел» компанин фотоэлектрика модулӗ,

— «Релематика» предприятин хӳтлӗхпе автоматика хатӗрӗ,

— «Электроприбор» заводӑн электроэнерги пахалӑхне тӗрӗслекен хатӗрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://cap.ru
 

Культура
Олег Николаев страницинчи видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаев страницинчи видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш ёлки Кировра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ёлка фестивальне хутшӑнать.

Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Киров – Новогодняя столица России» (чӑв. КировРаҫҫейри Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп хули) фестивале презентациленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 89 ёлкӑпа паллаштарӗҫ. Кашни ёлкӑна халӑх теттисемпе илемлетнӗ. Чӑваш ёлки те вӗсенчен ним те кая мар.

Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://m.vk.com/wall-90291590_21638
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти пӗр водитель машинӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Хулари Ленин районӗн сучӗ 36 ҫулти арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 264.3-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫамрӑк арҫыннӑн водитель правине пӗрре туртса илнӗ, вӑл пӗрех каллех руль умне ларнӑ. «Skoda Octavia» автомобильпе вӑл хула тӑрӑх пынӑ, ӑна йӗрке хуралҫисем асӑрханӑ.

Йӗркене пӑсакан водителе суд 280 сехет ӗҫлеттерсе юсантарма, 2 ҫул руль умне ларма чарнӑ. «Skoda Octavia» автомобиле конфискациленӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫӗр республикӑра 12 градус таран сивӗтӗ. Айлӑмсенче тата сивӗрех пулӗ.

Ыран, шӑматкун, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланма тытӑнӗ. Ҫавна май 13-18 градус сивӗ пек, туйӑнӗ.

Вырсарникун ҫурҫӗр хӗвелтухӑҫ районӗсенче кӑштах юр ӳкӗ. Шупашкара та ҫитӗ. Тунтикун та чарӑнмӗ. Гидрометцентр пӗлӗрнӗ тӑрӑх, хулара 3 кунра 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарӗ. Анчах юрпа пӗрлӗ ӑшӑ ҫанталӑк килӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 20-мӗшӗсенче 30 градуслӑ сивӗ ҫитӗ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Цифра министрӗн виҫҫӗмӗш ҫум тупӑннӑ. Ку пукана Игорь Спиридонов йышӑннӑ.

Игорь Михайлович – 35 ҫулта, вӑл МФЦра ӗҫленӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен директор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, унтан директорӑн филиалсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ.

Палӑртмалла: халӗ ЧР цифра министрӗн Михаил Степановӑн виҫӗ ҫум: Екатерина Грабко, Алексей Гурьянов тата Игорь Спиридонов.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш округӗнче пурӑнакан Раисӑпа Геннадий Шорниковсем туй тунӑранпа 60 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Вӗсем иккӗшӗ те педагог, ку тытӑмра нумай ҫул ӗҫленӗ.

Раиса Александровна – Куйбышев облаҫӗнчен. Геннадий Степанович унта вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме кайнӑ. 1963 ҫулта вӑл пулас арӑмӗпе тӑван тӑрӑхне таврӑннӑ, Шупашкар районӗнчи Чурачӑк ялӗнчи шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Геннадий Степанович учительтен пуҫласа шкул директорӗ таран ҫитнӗ. Унӑн педагогикӑри стажӗ – 40 ҫул.

Раиса Георгиевна ҫав шкултах химипе биологи предмечӗсене вӗрентнӗ, завуч пулнӑ.

Шорниковсем виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ 5 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12367
 

Хулара

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ҫитес эрнере Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Уяв «чиперккине» хулари 15 вырӑнта туянма пулать.

Пасар раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӗсем раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Сӑмахран, чӑрӑша «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 45-мӗш, 71-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче, Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче туянма пулать. Пасарсем Ильбеков, Хусанкай, К.Маркс, Павлов мичман, Энтузиастсен урамӗнче те ӗҫлӗҫ.

 

Республикӑра

Пирӗн Хӗл Мучи Тол-Бабай патне хӑнана кайма хатӗрленет. Вӑл – удмуртсен

Ҫӗнӗ ҫул асамҫи. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал хыпарлать.

Тол-Бабай пурӑнакан ялта раштав уйӑхӗн 14-15-мӗшӗсенче фестиваль иртӗ. Шӑпах унта кайма хатӗрленет пирӗн Хӗл Мучи. Фестивале тӗрлӗ регионти асамҫӑсем хутшӑнӗҫ: Костромари Юр пике, Пенза облаҫӗнчи Боянпа Сурия, Екатеринбургри Урал-Морозпа Весна-Красна, Карелири Паккайне тата Луминайне, Чӑваш Енри Хӗл Мучи... Паллах, капӑр чӑрӑш та пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Хулара

Шупашкарти икӗ ачаллӑ хӗрарӑмӑн 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма ирӗк пулнӑ. Суд та ҫапла йышӑннӑ.Анчах иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна унта кӗртмен, уҫӑ дубликатне те тума ирӗк паман, ҫемьене кӗртмен. Хӑй вара унта пурӑнман та.

Приставсем документ парсан та арҫын хваттере кӗртмӗн. Унтан суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.

Кун хыҫҫӑн тин пиччӗшӗ икӗ ачаллӑ хӗрарӑма кӗртнӗ, уҫӑ дубликатне панӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 83, 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, [93], 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...