Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Валерий Хаталов паян 98 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ӑшшӑн саламланӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ открыткине ҫитерсе панӑ. Ивановӑра ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти столовӑйсен, ресторансен тата кафесен трестӗнче ӗҫленӗ, унта вӑл чылай ҫул директор пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ тахҫанах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вӑл пӗчченех пурӑнать. Анчах ӑна пулӑшма хӗрӗ Галина Валерьевна пырса ҫӳрет. Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче гипсран багетсем ӑсталассипе питӗ пултаруллӑ пулнӑ. Унӑн хваттерӗнче музейри пекех — мӗн чухлӗ картина! 200 литр кӗрекен аквариума та вӑл гипсран ӑсталанӑ. Ҫав япалана тунӑранпа 64 ҫул ӗнтӗ. Валерий Хаталовӑн чун киленӗҫӗ тата нумай пулнӑ. Пӗринче вӑл вӗсене ҫырсах шутланӑ. 38 таран тупнӑ. Ҫав шутра — йывӑҫ сыпасси те, сунара ҫӳресси те, видеосем ӳкерсе монтажласси те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Контактри" сӑн Владимир хулинче йывӑр атлетика енӗпе «Ылтӑн куполсем» Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртнӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ тренерне Виктор Кузнецова халалласа йӗркеленӗ. Пирӗн ентеш Алексей Кириллов ҫӑмӑл мар тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Вӑл «Август Вурнары» савутра машинистра ӗҫлет. Ҫак савутрах ӗҫленӗ Андрей Алексеев та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменчен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурс иртет. Кӑҫал унта ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлекен 26 ҫын хутшӑнать. Вӗсенчен 6-шӗ - хӗрарӑмсем. Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 20-мӗшӗччен иртет. Онлайн сасӑлавпа чи лайӑххине палӑртӗҫ. Юпан 7-16-мӗшӗсенче регион шайӗнчи тапхӑр пулӗ. Унта онлайн сасӑлавра ҫӗнтернӗ участковӑй республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Сӑмах май, 2016, 2021 тата 2022 ҫулсенче чи лайӑх участковӑй пулнӑ Сергей Ипатьев кӑҫал та конкурса хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш Енри ӑста хӑйӗн ӗҫӗсемпе Дагестанра тӗлӗнтерет. Шупашкарти Александр Яковлев хӑваран хитре тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсемпе ҫынсем хӑйсен интерьерне капӑрлатаҫҫӗ. Ӑсталӑха арҫын ачасене те вӗрентет. Кун пек пултарулӑха вӑл аслашшӗнчен (тен, кукашшӗнчен-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дедушка» тенӗ) алла илнӗ. Нумаях пулмасть ентешӗмӗр тӗрлӗ чӗрчунпа кайӑк кӳлепине ӑсталама пуҫланӑ. Вӗсене вӑл туристсен комплексӗсем валли тӑвать. Унӑн хальтерех ӑсталанӑ ӗҫӗсем — ӑмӑрткайӑк, ту-сӑрт турӗпе ягуар. Вӗсене Дагестанри ту хысакӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ. Арҫын Шупашкарта хулӑран авса тунӑ чӗрчунсен зоопаркне тӑвас ӗмӗтпе ҫунатланса пурӑнать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Авӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарӗ. Ҫак куна культура учрежденийӗнче сумлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ. Анчах — ҫитес уйӑхра. Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче театрта «Чӑваш кӗввипе» ятпа юбилей каҫӗ ирттерӗҫ. Юпан 19-26-мӗшӗсенче Валерий Яковлев лартнӑ спектакльсен фестивалӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтра «Инкеклӗ телей» драма, «Уйрӑлу каҫӗ» мелодрама, «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драма, «Туя туй пек тӑвар-и?» камит, «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикамит, «Ялта» музыкӑллӑ драма кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
/www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри усламҫӑсем хӑна ҫурчӗсем тума патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа илейӗҫ. Пысӑк инвесторсене отельсене тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа парас пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет. «15 ҫуллӑха 70 миллиарлд тенкӗ таран илме пулать. Ҫулталӑкри процент ставки — 5 процент таран. Тӗп ставкине патшалӑх тӳлет. Инвесторсен хӑна ҫурчӗ, отель е виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ санатори тумалла. Вӗсенче номер фончӗ 120-рен кая мар пулмалла», — уҫӑмлатнӑ экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Ольга Рассанова. Модульлӗ отель тӑвакансене патшалӑх пӗр номершӗн 1,5 миллион тенкӗ таран саплаштарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян ирхине Комсомольски округӗнче авари пулнӑ. Унта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Чӗмпӗр енчен килекен «Форд Фокус» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Газельпе» ҫапӑннӑ. Иномарка водителӗ вӑйлӑ суранланнӑ. Шел те, вилмеллех. «Газель» водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта 17 сехет ҫурӑра Совет урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 2-мӗш класс ачи машина айне пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача юраман вырӑнтан ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине «Киа» пырса кӗнӗ. Ачан пуҫӗ суранланнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшупа пульницӑна илсе кайнӑ. Сӑмах май, иртнӗ эрнекун Шупашкарта икӗ ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Ун чухне 10 ҫулти хӗрача тата 9-ти ача шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
usolie-citi.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 72 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл полицире ҫапла каласа кӑтартнӑ: 2 кун каялла ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, такамсем унӑн укҫине чикӗ леш енне куҫарма тӑни пирки каланӑ. Вӗсен ҫулне пӳлес тесен кредит илсе маларах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн 300 пин тенкине тата кредит илнӗ 422 пин тенкине палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки вӑл тӑванӗсемпе те калаҫнӑ. Лешсем ӑна ку ултавҫӑсем пулнине каланӑ. Анчах кинемей ӗненмен. Палӑртмалла: 2021-2023 ҫулсенче вӑл ултавҫӑсен аллине виҫӗ хутчен лекнӗ, ун чухне вӗсене 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекен ватӑсем кашни кунах тӗрлӗ хӑнӑхтару тӑваҫҫӗ. «Килте те тума пулать-ха. Анчах кунта йышпа пӗрле хаваслӑрах та, хусканусене те тӗрӗс пурнӑҫлатпӑр», — теҫҫӗ кинемейсем. Ватӑсем асӑрханӑ тӑрӑх, физкультурӑпа туслӑ ҫынсем тантӑшӗсенчен ҫамрӑкрах курӑнаҫҫӗ. Вӗсен вӑй-халӗ тапса тӑрать, куҫӗ ҫиҫет, кӑмӑлӗ те лайӑх. Паян ватӑсем куҫ валли хусканусем тума вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.