Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри упарвленийӗн специалисчӗсем Канашри 62 ҫулти арҫын тӗлӗшӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарӗҫ.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын Канашра хӑйӗн тӑванӗпе (вырӑсла хыпарта «брат» тесе ҫырнӑ) эрех ӗҫсе ларнӑ. Ҫав вӑхӑтра харкашса кайса ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Шар курни кӑштахран вилсе кайнӑ.

Пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Современные технологии» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри технологисем) компание Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Вӑл организаци Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫри уйрӑмӗн ҫуртне юсамалла пулнӑ. Анчах подрядчик хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.

Патшалӑх контрактне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Пурӗ 3 миллион та 126 пин тенкӗлӗх. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ.

Явапсӑр организацие тата унӑн директорне Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Ҫитес икӗ ҫулта организаци закупкӑсен процедурине хутшӑнаймӗ.

«Хальхи вӑхӑтри» обществӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче регситрациленӗ. Фирма ертӳҫи — Владимир Фомин, учредителӗ – Дмитрий Кустиков.

 

Культура
capella21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
capella21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш паташлӑх симфони капелли черетлӗ сезона ҫитес уйӑхра уҫӗ. 57-мӗш концерт сезонне уҫакан концерта Чӑваш патшалӑх филармонине йыхравлаҫҫӗ.

Концерт авӑн уйӑхӗни 12-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.

Куракансене Чӑваш Ен Элтеперӗн гранчӗпе хатӗрленӗ ҫӗнӗ проект кӗтет. Вӑл «Чӑваш Енӗн вокал картти» ятлӑ. Ҫӗнӗ музыка проекчӗ солист-вокалистсене, хора тата симфони оркестрне пӗрлештерӗ.

 

Персона
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗнче тетелӗнче хуравлӗ. Министр нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлевсем пирки уҫӑмлатса парӗ. Укҫана шкула каймалли тум, спорт тумтирӗ туянма параҫҫӗ.

Ун пек пулӑшӑва камсене кӳреҫҫӗ? Компенсаци илес тесен мӗн тумалла? Мӗнле документсем кирлӗ? Министр пур ыйтӑва та хуравлӗ.

Министр халӑхпа уҫӑ эфира ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 10 сехетре «Контактра» эфира тухӗ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2025 ҫула пирӗн республикӑра ҫӗнтерӳ темине халаллӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку сӗнӗве Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑ. Ҫак ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ.

2025 ҫула ҫӗнтерӳ темине халаллани ытахальтен мар. Ҫитменнине килес ҫул пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлӗ.

 

Хулара
44kv.ru сайтри сӑн
44kv.ru сайтри сӑн

Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗнче ӗҫлекен 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 900 пин ытла тенкӗ ҫухатнӑ.

Ун патне мессенджерта шӑнкӑравланӑ. Экран ҫинче республикӑри Сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен ҫын ячӗ тухнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем даннӑйсен базине кӗнӗ, унӑн ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Кӗҫех хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ, ҫав ҫынран маларах кредит илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла медӗҫчен такамсене 916 пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Кӳршӗре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Саратов хулинче Раҫҫейпе Китай туслӑхне халалласа чи пысӑк граффити ӳкереҫҫӗ. Ӗҫе Китайри, Чӑваш Енри тата Атӑлҫи федераци округӗнчи хӑш-пӗр хулари ӳнерҫӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ. Пирӗн регионтан унта Лилия Яковлева кайнӑ.

Стена ҫине Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионти тата Китайри 6 провинци символӗсене ӳкерӗҫ. Варринче Атӑл тата Янцзы юханшывсене кӑтартакан хӗрсем пулӗҫ. Граффити 600 тӑваткал метр пулӗ. Ӑна «Атӑл - Янцзы» ҫамрӑксен форумӗ хупӑниччен туса пӗтерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16450
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫамрӑк ӳнерҫӗ Надежда Баранкина тӑван хулине, Улатӑра, хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе илем кӳрет. Ӳкересси уншӑн чун киленӗҫӗ кӑна мар, професси те.

Надежда унпа шкуланпах кӑсӑкланать. Вӑл педколледжра вӗренсе рисовани учителӗн специальноҫне илнӗ. Унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче интерьер дизайнерӗн дипломне илнӗ.

Халӗ Надежда «Ника» ҫемье аталанӑвӗн центрӗнче «Акварелька» студие ертсе пырать, Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗрентет. Пушӑ вӑхӑтра вара ҫуртсен стенисем ҫине ӳкерет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16457
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Паян 10 сехет тӗлнелле Шупашкар округӗнчи Ҫӗньялта инкек пулнӑ: 2 ҫулти ача ҫурт умӗнчи канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Шел те, пӗчӗкскер вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: ку ҫӑл – шыв юхтарса кӑлармалли тӗп тытӑм пайӗ мар, унпа ҫуртра пурӑнакансем усӑ курнӑ. Ҫемье ятарлӑ органсенче шутра тӑман.

Вырӑна Шупашкар округӗн прокурорӗ Сергей Кабуркин ҫитнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӑл мӗнле иртнине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4476
 

Культура
https://vk.com/wall260765572_683 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://vk.com/wall260765572_683 страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ыран, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗн педагогӗсен ӗҫӗсен куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл Чӑваш тӗррин музейӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗ.

Куравра Ольга Волкова, Светлана Лотова, Ольга Кондратьева тата Светлана Савельева пултарулӑхӗпе паллашма май килӗ.

Вӗсем чылай ҫул ӗнтӗ декоративлӑ прикладной ӳнер енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫав ӑсталӑха ачасене хӑнӑхтарнӑ май вӗсене чӑваш халӑх пултарулӑхӗпе кӑсӑклантарса ярассипе ҫине тӑраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall260765572_683
 

Страницӑсем: 1 ... 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, 81, 82, [83], 84, 85, 86, 87, 88, 89, 90, 91, 92, 93, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...