Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Транспор, Сывлӑх сыхлавӗн министерствисем, Патшалӑх аатоинспекцийӗ, Президент пепкелӗх центрӗ Амӑшӗн кунне халалласа акци ирттернӗ. Вӗсем Пепкелӗх центрне ҫитсе ултӑ ҫемьене автокресло парнеленӗ.

Кунсӑр пуҫне тепӗр икӗ кресло медучреждение парнеленӗ. Вӗсем унта ӑсталӑх класӗ ирттерме кирлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mintrans21
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Раиса Василенко, Куславккк округӗнчи Мушар ялӗнче пурӑнаканскер, авӑн уйӑхӗнче соцконтракт ҫырнӑ, бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗленӗ. Ҫапла вӑл хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран 200 пин тенкӗ илнӗ.

Ку укҫапа вӑл чӑх усрас енӗпе ӗҫне аталантарнӑ. Раиса Василенко экологи тӗлӗшӗнчен таса чӑх ашӗ туса илсе ӑна сутасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12258
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан Николай Буравов чӳк, уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл – чӑн-чӑн паттӑр теме пулать. Николай Степанович Шупашкарти тата Раҫҫейри ытти пысӑк гидроэлектростанцисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ.

Саяно-Шушенски, Красноярск, Зейск, Бурейск ГЭСӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑннӑ. Ҫапах унӑн чи пысӑк ӗҫӗ Шупашкарпа ҫыхӑннӑ. Вӑл тӑрӑшнипе тӗп хуламӑрта кӳлмек пулнӑ.

Николай Степанович паянхи кун та хавхаланса пурӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18277
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Вера Блинова Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хӑйсен тӑрӑхӗн тӗрленӗ карттине хатӗрленӗ. Унччен Шупашкар округӗнче кун пек ӗҫе никам та пурнӑҫламан.

Халӗ Вера Блиновӑн ӗҫӗ «Бичурин тата хальхи самана» музей фондне пуянлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18281
 

Хулара
Росгварди сайтӗнчи сӑн
Росгварди сайтӗнчи сӑн

Ҫӗрле Росгварди ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Лапсарта икӗ арҫын ачана шыранӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ.

10-ри арҫын ача каҫхине урама тухнӑ та таврӑнман. Ку хыпар Росгварди ӗҫченӗсем патне ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре ҫитнӗ. Пӗр тӑхтамасӑр шырама тытӑннӑ.

Кӑштахран тепӗр арҫын ача та ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл – унӑҫ тусӗ.

Ирхи 7 сехет тӗлне хӑраса ӳкнӗ арҫын ачана Совхоз урамӗнчи 18-мӗш ҫурт умӗнче тупнӑ. Тусӗ темиҫе минут каялла киле кайнӑ-мӗн. Росгварди ӗҫченӗсем килне кайса унпа йӑлтах йӗркеллӗ пулнине хӑйсем ӗнӗннӗ.

 

Спорт

Патӑрьелте ҫуралса ӳснӗ спортсменка Ирина Привалова Таиландра иртнӗ ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.

Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменсемпе тупӑшнӑ. Триатлонра – ишсе, велосипедпа ярӑнса тата чупса - ыттисен хушшинче палӑрнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_408899
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкар округӗнчи Кӳкеҫре пурӑнакан Валериан Лаврентьевичпа Римма Михайловна Лаврентьевсем ылтӑн туя, паллӑ тунӑ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ.

Мӑшӑр ачасем ҫуратса ӳстернӗ, халӗ мӑнукӗсемпе савӑрса пурӑнаҫҫӗ, вӗсене пӑхма пулӑшаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12253
 

Республикӑра
Яндекс Карты сайтри сӑн
Яндекс Карты сайтри сӑн

Куславкка округӗнчи Пӑрмас ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм Совет тата Петров урамӗсенче ҫутӑ ҫук тесе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.

Тӗрӗслев пулнӑ. Чӑнах та, урамсем хӗресленекен вырӑнта ҫутӑ ҫитмен. Кун хыҫҫӑн ял ҫыннисене каҫхине те ҫӳреме хӑрушӑ ан пултӑр тесе темиҫе хунар вырнаҫтарнӑ. Куславкка округӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Сергей Злобин хӑй пурӑнакан картише илемлетнӗ. Унта ӗлӗкхи япаласем вырӑн тупнӑ. Ҫапла уҫӑ тӳпе айӗнчи музей йӗркеленнӗ.

Сергей Злобин ӗлӗкхи япаласене тахҫанах, 30 ҫул ытла каялла Шупашкара куҫса килсен, пухма тытӑннӑ. Халӗ ав картишре тӗрлӗ экспонат пур: вӑрҫӑчченхи йӗлтӗр, йывӑҫ чашӑк, чуччу... Сергей Леонидович музея тӑвас тесе вӑхӑтне те, укҫине те шеллемен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_408688
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Валерий Гавриловичпа Галина Витальевна 50 ҫул каялла Тӑвайри ял канашӗнче ҫырӑннӑ.

Вӗчем икӗ хӗр те пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ вӗсен – 5 мӑнук.

Валерий Гарилович колозра пысӑк машинӑпа 40 ҫул ытла ӗҫлӗнӗ.Галина Витальевна банк тытӑмӗнче вӑй хунӑ, кайран ял тӑрӑхен администрацийӗнче ӑс пухнӑ. Унтанах тивеҫлӗ канӑва тухнӑ.

Халӗ те ахаль лармаҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12241
 

Страницӑсем: 1 ... 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, [102], 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...