Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Елчӗкре пурӑнакан 69 ҫулти арҫын ир-ирех пӗлӗшӗн машини патне пынӑ та тӗкӗрӗсене, «дворникӗсене» тӑпӑлтарса кӑларнӑ. Ҫапла вӑл хуҫине 13 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Ку пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пулнӑ.

Мӗншӗн ҫапла хӑтланнӑ-ха вӑл? Сӑлтавӗ те пысӑках пулман – пӗлӗшӗ ӑна пулла илсе кайма хирӗҫленӗ иккен.

Суд 69 ҫулти арҫын айӑплӑ пулнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн тӑкака саплаштармалла.

 

Персона
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш халӑх артисчӗ Николай Корчаков ҫуралнӑранпа ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче 75 ҫул ҫитнӗ.

Николай Васильевич – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1949 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1967 – 1972 ҫулсенче Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче пӗлӳ пухнӑ. Шупашкара таврӑнсан вӑл Чӑваш академи драма театрне вырнаҫать. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн чи паллӑ ӗҫӗ — «Праски инке хӗр парать» спектакльти Мӗтри ролӗ.

Пин-пин ҫыннӑн юратнӑ артисчӗ, пултаруллӑ режиссер йывӑр чире пула 2010 ҫулхи апрелӗн 6-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-96482380_5313
 

Культура
kinopoisk.ru сайтри сӑн
kinopoisk.ru сайтри сӑн

Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл филармонире ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре уҫӑлӗ. Ун чухне реставрациленӗ «Чапаев» ятлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ку кинокартинӑна 1934 ҫулта Георгий тата Сергей Васильевсем ӳкернӗ.

Кинофестивальте ача-пӑча программи те пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, киносесанссем тӳлевсӗрех пулӗҫ. Йыхрав билечӗсене сеанс умӗн кассӑра илме пулать.

 

Кӳршӗре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫу уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Тутарстанри «Дуслык» ача-пӑча уйлӑхӗнче Ҫамрӑксен форумӗ иртнӗ. Чӑваш Ен, Мускав, Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту, Чӗлепи тата Иркутск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗсенчи ҫамрӑксем килнӗ унта.

Спикерсем паллӑ журналистсем, общество деятелӗсем, алӗҫ ӑстисем, дизайнерсем пулнӑ. Хусан чӑваш наци культурин аталану центрӗн ятне каялла тавӑрать - пӗр ӗмӗр каяллахи пек.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_378814
 

Республикӑра
t.me/mchs_chuvashia каналти сӑн
t.me/mchs_chuvashia каналти сӑн

Иртнӗ шӑматкун Ҫӗрпӳ хулинче 20 ҫулти каччӑ мотоблок тыткӑнне лекнӗ. Унӑн ури хӗсӗнсе ларнӑ.

Хӑй кӑларса пӑхнӑ - тухман, ял ҫыннисем пулӑшнӑ - кӑлӑхах. Васкавлӑ медпулӑшу та чӗннӗ - каллех усси пулман.

40-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн ҫӑлавҫисем ҫамрӑк арҫынна мотоблок тыткӑнӗнчен хӑтарнӑ. Вӗсем ятарлӑ инструментсемпе усӑ курса ӑна пулӑшнӑ. Кайран каччӑна медиксен бригадине панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче Совет Союзӗн космонавчӗ, Совет Союзӗн Геройӗн ятне икӗ хутчен тивӗҫнӗ Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалласа 1 пин ытла юман лартнӑ.

«Астӑвӑм сачӗ» космонавтӑн тӑван районӗнче ӳсӗ. Темиҫе ҫултан унта юман аллейи ешерӗ.

Шуршӑлти Николаев космонавтӑн асӑну комплексӗ ҫывӑхӗнче вара Крым хырӗсене лартнӑ. Вӑл та «Астӑвӑм сачӗ» акципе килӗшӳллӗн иртнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ӑшӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тата ӑшӑрах пулӗ. Анчах каҫ енне сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑр округсенче юнкун та ҫума пултарать.

Кӗҫнерникун кӑнтӑрла 13-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле – 3 градус. Хӗвел пӑхӗ.

Ҫитес канмалли кунсенче 22-27 градус таран ӑшӑтӗ, уяр пулӗ, ҫил кӑштах вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ.

 

Ҫул-йӗр
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Пӗчӗк Маклашки тата Пысӑк Маклашки ялӗсенче пурӑнакансене ҫул япӑххи кулянтарать. Вӗсем ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те янӑ. Сӑмах май, ун чухне Сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ, 30 ытларахӑшӗ - ҫак ялсен ҫулӗпе ҫыхӑннисем.

Тӳрӗ лини хыҫҫӑн вырӑнти администраци ҫак ҫулсене юсас тӗлӗшпе проектпа смета документацине хатӗрленине, вӗсене 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсама палӑртнине пӗлтереӗ. Паянхи кун ӗҫсем мӗнлерех унта? «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем ятарласа ҫав вырӑна ҫитнӗ. Нимӗн те улшӑнман, ҫул тата япӑхланнӑ кӑна.

 

Культура
Лира Смирнова архивӗнче сӑнӳкерчӗксем
Лира Смирнова архивӗнче сӑнӳкерчӗксем

Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ.

Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ.

Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall48754385_19473
 

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫур ҫӗрте М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл пушӑ пулман.

Фура Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унти тиеве урӑх машина ҫине куҫарнӑ.

ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман.

 

Страницӑсем: 1 ... 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, [107], 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, ... 3740
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...