Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 1-мӗш ҫуртри 1-мӗш корпусра пушар тухнӑ. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте ҫулӑм тухнӑ.

Ҫав вӑхӑтра килте 44 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем тӗтӗмлӗ хваттертен тухма пулӑшнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министрествин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм 16 тӑваткал метр карса тунӑ маччана, шалти отделкӑна сиенленӗ.

 

ЧӲК
08

Ҫанталӑк ӑшӑтӗ
 Софья Савнеш | 08.11.2024 15:58 |

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк каллех ӑшӑтать. Шӑматкун ӑшӑ сывлӑш килӗ, урамра 7 градус ӑшӑ пулӗ. Эппин, юр ирӗлсе кайӗ.

Ахӑртнех, пӗлӗтсем хыҫӗнчен хӗвел те тухӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫил майӗпен лӑпланса пырӗ. Вырсарникун каҫхине термометр «минус» кӑтартӗ. Ҫитес кунсенче ҫумӑр е ҫур ҫӑвассине пӗлтермеҫҫӗ синоптиксем.

Ытларикун хӗвел тухӗ. Уйӑх варринче каллех йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳкӗн иккӗмӗш декади 2-3 градус ӑшӑрах пулӗ.

 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ округӗнчи Чурачӑк ялӗнчи шкула аванӑн 1-мӗшӗнче уҫмалла пулнӑ. Икӗ уйӑх кая юлнӑ. Шкул алӑкӗсене ӗнер кӑна, чӳкӗн 7-мӗшӗнче, уҫӑлнӑ.

Шкула 2023 ҫулта пуш уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ун валли уйӑрнӑ 339,5 млн тенкӗ ҫумне тепӗр 93 млн тенкӗ хушма тивнӗ.

Ҫӗнӗ шкула уҫиччен ачасем авариллӗ тесе йышӑннӑ кивӗ шкулта вӗреннӗ. Ҫӗнӗ шкул – 350 ача валли. Хальхи вӑхӑтра унта 283 ача вӗренет.

 

Республикӑра
aleksandria-tour.ru сайтри сӑн
aleksandria-tour.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑра Ҫӗнӗ ҫула пысӑк та хаваслӑ мероприятисемсӗр, фейерверксӑр кӗтсе илӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев.

Мероприятисем ытларах ачасем валли пулӗҫ. Вӗсемшӗн Ҫӗнӗ ҫул асамлӑ уяв пулмалла. Элтеперӗн елкине Запорожье облаҫӗнчи ачасене илсе килесшӗн. Шӑпӑрлансене парнесемпе савӑнтарӗҫ.

 

Ӳнер
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Анастасия Кудряшова 20 ҫулта кӑна-ха. Вӑл вара ку таранччен нумай ҫитӗнӳ тунӑ: «Край» медиапроект хатӗрленӗ, «Нехудожник» галерейӑн арт-директорӗ пулса тӑнӑ, куравсемпе фестивальсем йӗркеленӗ.

Ҫавӑн пекех вӑл картинӑсем ӳкерет, фильмсем хатӗрлет, спектакльсем лартать, сӑнӳкерчӗксем тӑвать. Халь унӑн картинисем Третьяков галерейине илем кӳреҫҫӗ. Унӑн ӗҫӗсем «Россия – Горизонты» экспозицие кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17915
 

Пӑтӑрмахсем
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн
Ҫӑлав службин архивӗнчи сӑн

Ҫӑлавҫӑсем нӳхрепе ӳкнӗ арҫынна ҫӑлнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫӑлав службине чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитнӗ.

Арҫын Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра нӳхрепе ӳкнӗ.Унтан вӑл хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна тухма пулӑшнӑ.

Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ.

Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ.

 

Хулара
Палӑк вырӑнӗн проекчӗ
Палӑк вырӑнӗн проекчӗ

Совет Союзӗн Паттӑрне Александр Боголюбова халалланӑ палӑка Шупашкарта ӑҫта лартассине 4 ҫул каялла сӳтсе явнӑ. Халӗ вырӑн тупӑннӑ: ӑна Суту-илӳ ҫурчӗ умне лартасшӑн.

Хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне 10 вырӑна пӑхса тухнӑ. Юлашкинчен Суту-илӳ ҫурчӗ патӗнче чарӑннӑ. Унтах пӗчӗк свкер тӑвасшӑн.

Палӑртмалла: Александр Боголюбов Шупашкарта 1900 ҫулта ҫуралнӑ.

 

Культура
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Культура институчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ «Песни Родины» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн юррисем) конкурс ирттерет. Ӑна йӗркелекенни — хор дирижирӗн тата халӑх юррин кафедри.

Соло, вокалпа ансамбль тата хор юррин Пӗтӗм Раҫҫейри X конкурсне хутшӑнакансем «академи юрри» тата «халӑх юрри» номинацисемпе хутшӑнма пултарӗҫ.

Заявкӑсене раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-1559050_23481
 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна тухтӑрсем икӗ клиника вилӗмӗнчен ҫӑлнӑ. Шурӑ халатлисем тӑрӑшнипе унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Ӑна санавиаципе Шупашкара илсе ҫитернӗ.

Сӑмах май, санавиаци республикӑра 2020 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа Улатӑр округӗҫчен Шупашкара 200 ытла пациента илсе ҫитернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, [113], 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...