Культура
![]() Валентина Телей страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ. Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Край Канашский. Деревня Атыково» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. КӑларӑмаСборник создан на основе архив фондӗнчи документсемпе тата материалсемпе усӑ курса пичетленнӗ. Кӗнекере — сайра тӗл пулакан документсем, ӳкерчӗксем. Вӗсем ял историйӗпе 1795 ҫултан пуҫласа 1935 ҫулччен каласа кӑтартаҫҫӗ иккен. Уесри земство управин тата вулӑс правленийӗн отчечӗсем, тӗрлӗ списокӗсем, карттӑсемпе плансем. Кӗнекере пурӗ 172 документ, вӗсенчен чылайӑшне пуҫласа пичетленӗ. Мероприяти 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() "Контактри" сӑн Елчӗк округӗнче пурӑнакан Оксана Александровна социаллӑ контракт пулӑшнипе пӗчӗк коптильня уҫнӑ. Вӑл малтан бизнес-план хаӗрленӗ, ӑна ӑнӑҫлӑ хӳтӗлесе патшалӑхран 350 пин тенкӗ илнӗ. Унпа вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарнӑ. «Патшалӑх пулӑшнипе эпӗ сахал мар ӗҫлесе илме тытӑнтӑм. Хам ҫине кӑна ӗҫлетӗп, ку мана питӗ килӗшет», – тенӗ Оксана. Сӑмах май, сахал тупӑшлӑ ҫемье патшалӑхран пулӑшу илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Димитриев. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн сӑнӳкерчӗкӗ Икӗ пуҫлӑха тава тивӗҫлӗ ят панӑ Чӑваш Енри икӗ тӳре-шара тава тивӗҫлӗ ят панӑ. «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин тивӗҫнӗ. Ку хисепе вӑл «строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Ял хуҫалӑхӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн инспекцийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн студенчӗ Никита Громов Пӗтӗм тӗнчери «Агроинновации: путь к устойчивому развитию» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӑл купӑстана амантмасӑр пуҫтармалли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ. Никитӑн проекчӗ хальхи технологисем ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерме пулӑшнине кӑтартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян Шупашкарти МТВра пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки 15 сехет те 59 минутра пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. 500 яхӑн ҫынна эвакуациленӗ. Пушар тухнӑ вырӑна ҫитес тесе плиткӑна хӑйпӑтма тивнӗ. Паян кӑшт маларах Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче сӗтел-пукан фабрики ҫуннӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчӗҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Тӑван Ен» архивӗнчи сӑн Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫатне «Хыпар» Издательство ҫурчӗпе пӗрлештерӗҫ. ЧР Цифра министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫулсерен 900 пин тенкӗ перекетлеме май парӗ. Ку укҫана ӗҫченсен шалӑвне ӳстерме, типографи тата коммуналлӑ тӑкаксене саплаштарма ямашкӑн палӑртнӑ. «Тӑван Ен» пӗрлешетернӗ хыҫҫӑн та Шупашкар округӗнче тухса тӑрӗ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Красноармейски тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсен хаҫачӗсем «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Тунтикунччен пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хушӑран ҫумӑр е йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш нӳрӗк пулнӑран вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Ҫӗрлесерен 0 градус пулӗ, кӑнтӑрласерен 8 градус ӑшӑ. Ытларикунран ҫанталӑк улшӑнма тытӑнӗ. Кӗҫнерникун йӗпе юр ҫӑвӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ун чухне ҫӗрле 7 мм нӳрӗк ӳкме пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра сивӗ ҫанталӑк чӳк уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫленичченех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗ, художник-постановщикӗ, актёрӗ президент пулӗ. Асӑннӑ театрта ҫавӑн пек должноҫа ҫирӗплетесси пирки ӗнер юбилей каҫӗнче пӗлтерчӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн вырӑсла саламне республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов юбиляр патне ҫитернӗ чухне палӑртса хӑварнӑ. «Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн президенчӗн ҫӗнӗ должноҫне ҫирӗплетме сӗнетӗп», — тесе ҫырнӑ Олег Николаев халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче те. Республика ертӳҫи палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Валерий Яковлев кун пек чыса чӑваш театр ӳнерӗнче нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленипе тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() farm.med.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин «Фармаци» унитарлӑ предприятийӗн генеральнӑй директорӗ пулма Игорь Степанова ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов ӗнер паллаштарнӑ. Игорь Степанов 2002 ҫулта Питӗрти И.И. Мечников патшалӑх медицина академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Асӑннӑ хулари онкологи диспансерӗнче вӑл врач-фармаколог тата клиника фармакологийӗн заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пурлӑхпа ресурс пайӗнче, Курган облаҫӗнчи Сывлӑх сыхлав департаментӗнче, унти онкологи диспансерӗнче тӗп врачӑн ҫумӗ, Архангельск облаҫӗнчи Новодинскри хула больницинче тӗп врачӗн ҫумӗ пулса тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |