Ҫутҫанталӑк
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Усӑ курнӑ батарейкӑна урама тухса персен вӑл 20 кубла метр тӑпрана тата 400 литр шыва варалать. Батарейка кӑларакан наркӑмӑш чӗрчунсене сиен кӳрет: чӗрӗпсене, мулкачсене, шӑшисене, каюрасене, хуртсене. Ҫавӑнпа та батарейкӑсене утилизацилеме памалла. Шупашкарта вӗсене республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Вӑл Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Батарейкӑсене ирхи 7 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ҫитерсе пама пулать. Унсӑр пуҫне асӑннӑ министерствӑна пӑхӑнакан организацисем те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Контактри" сӑн Калмӑк Республикинче 2008-2017 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен хушшинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта тӗлӗ регионти 200-е яхӑн вӑйлӑ спортсмен хутшӑннӑ. Ӑмӑртура Чӑваш Ен чысне Елчӗкри Михаил Миллин тата Канашри Кирилл Бородкин хӳтӗленӗ. Вӗсем маттурсем! Михаилпа Кирилл икӗ ылтӑн медаль тата икӗ чемпион пиҫҫиххине ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн Ӗнер Элӗкпе Сарплат ялӗ хушшинче ҫӑмӑл машинӑпа мотоблок ҫапӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, мотоблок ҫӑмӑл машина ҫине хыҫалтан пырса кӗнӗ. Малта «Део Матиз» иномарка пынӑ. Мотоблок - хыҫалта. Вӑл малти транспорта хӑваласа ҫитсе ун ҫине пырса тӑрӑннӑ. Иномарка рулӗ умӗнчи хӗрарӑм аманман. Мотоблок ҫинчи 30-ти водитель тата икӗ пассажир суранланнӑ. Мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Борис Кукин театрта ӗҫлеме пӑрахӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вӑл хӑйӗншӗн тӑван пулса тӑма ӗлкӗрнӗ Вырӑс драма театрӗнче «Леди на день» спектакльте сцена ҫине тухӗ. Унтан вӑл театртан кайӗ. Борис Васильевич пултарулӑх ӗҫӗнче 1964 ҫултанпа тӑрӑшать. Ун чухне вӑл Чӑваш АССРӗн Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Радиовещани тата телевидени комитетӗнче дикторта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1968 ҫулта Сарту хулинчи И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Училище хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Алтай крайӗнчи ҫамрӑксен театрӗнче (Барнаул хули) ӗҫленӗ. 1971 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрне чӗнсе илнӗ. Унта Борис Кукин 53 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах темиҫе ҫул радиора ертӳҫӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрринче туса кӑларакан типҫӑва Казахстана ӑсатӗҫ. Вырӑнти ҫу завочӗн ертӳҫисем хӑйсен шухӑш-ӗмӗчӗпе республикӑн вице-премьерне — экономика министрне Дмитрий Краснова пӗлтернӗ. Предприятие министр округпа паллашнӑ май кӗрсе тухнӑ. Предприяти ҫу пресслакан тата ӑшалакан производство цехӗсене оборудованипе пуянлатассипе ҫине тӑрать. Промышленноҫа аталантаракан фонд ӑна ҫав тӗллевпе ҫӑмӑллӑхлӑ кредит 30 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш типҫӑвне предприяти ҫывӑх вӑхӑтра Казахстана ӑсатма тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн ҫурчӗ ҫине самбо енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерне, Александр Трофимова, асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Александр Трофимов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата таваттӑмӗш созыври депутачӗ пулнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 61 ҫул тултаратчӗ. Савӑнӑҫлӑ митинга (вӑл Александр Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗ умӗнче иртнӗ) республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑн спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата ыттисем хутшӑннӑ. Унта ҫавӑн пекех Александр Трофимовӑн тӑванӗ Вячеслав Иванович, мӑшӑрӗ Лидия Александровна, ачисем Александр тата Мария, ятлӑ-сумлӑ спортсменсем пырса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ. Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ. Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем. Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑрта депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта хула пуҫлӑхӗн Павел Арининӑн шӑпине татса панӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл должноҫӗнчен кайнӑ. Павел Аринина ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкар ҫывӑхӗнче видеокамера ӳкерсе илнӗ, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫҫиххипе ҫыхӑнман. Унпа юнашар хӗрарӑм ларнӑ. Салонра темӗнле ӗҫ, интимлӑ евӗрскер, пулса иртнине те ӳкернӗ камера. Тӗрӗслев хула пуҫлӑхӗ этика нормине тата служащисен йӗркине пӑснине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Контактри" сӑн Ӗнер ирхи 6 сехетре Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пушар тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче душ пӳлӗмне ҫулӑм ярса илнӗ. Пушар 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑна пула тухнӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланӑ вӑхӑтра килте хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулнӑ. Вӑл кӳршисем пулӑшнипе пушара ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтернӗ. Ҫулӑм душ пӳлӗмне, котельнӑя, кухньӑна сиенлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗрпӳ Тихвин ярмӑрккине йыхравлать. Унта республика ҫыннисемпе хӑнисене, суту-илӳ организацийӗсене, апатлану предприятийӗсене, усламҫӑсене, алӑ ӑстисене, пултарулӑх ушкӑнӗсене, спортсменсене тата ыттисене хаваспах кӗтеҫҫӗ. Йӑлана кӗнӗ ярмӑрккӑ кӑҫал утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче унчченхи вырӑнтах иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 17 сехетре ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа уҫӗҫ. Унтан Ҫӗрпӳ округӗнчи коллективсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Программа пуян. Тӗслӗхрен, утӑн 5-мӗшӗнче наци кухнин «Пӳремеч» фестивалӗ иртӗ. Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ярмӑрккӑна театрализациленӗ постановкӑпа хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |