Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер Атӑл леш енче икӗ каччӑ путни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: ун чухне ҫил вӑйланнӑ та хумсем пысӑкланнӑ. Каччӑсем шыв айӗнчен тухайман. Вӗсене ӗнер шырама пуҫланӑ. Паян виллисене тупса ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Вӗсем - 2003 тата 2005 ҫулсенче ҫуралнӑ, Шупашкара вӗренме килнӗ студенсем. Ҫамрӑксем шыв хӗрринче ушкӑнпа каннӑ. Шалалла ишсе кӗрсен каялла иккӗше кӑна тухнӑ. Тепӗр иккӗшӗ ҫухалнӑ. Шел те, вӗсем путса вилни ҫирӗпленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Атӑл леш енче санатори ҫывӑхӗнче икӗ каччӑ ҫухалнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 20 ҫулти икӗ каччӑ шывра путнӑ. Вӗсене пӗр ҫын ҫӑлма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен. Инкек 14 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫил вӑйланнӑ, пысӑк хумсем тухнӑ. Унта пулнӑ ҫынсем икӗ каччӑна хум хупланине, ун хыҫҫӑн вӗсем ишсе тухайманнине курнӑ. Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем, ҫӑлавҫӑсем килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юрий Коновалов тунӑ сӑн Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт стени ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Ӗҫ вӗҫленнӗ - мурал хатӗр. Аса илтерер: ӗҫ авторӗ - ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель. Вӑл чӑваш хӗрарӑмне ҫӗртме уйӑхӗн24-мӗшӗнче ӳкерме тытӑннӑ. Сӑмах май, ҫуртӑн тепӗр стени ҫинче - Андриян Николаев космонавт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
rus-kostroma.ru сайтри сӑн Паян республикӑра вӑйлӑ ҫиле пула хӑш-пӗр округра ялсем электричествӑсӑр юлнӑ. Пӗтӗмпе - 15 ял. Вӑрнар округӗнче - икӗ, Элӗк округӗнче - пилӗк, Шупашкар округӗнче - ултӑ, Улатӑр округӗнче - пӗр, Улатӑр хулинче пилӗк урам ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав вырӑнсенче авариллӗ бригадӑсем ӗҫлеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ ӗҫсене май килнӗ таран хӑвӑрт пурнӑҫлама хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 3-4-мӗшӗсенче шӑрӑх рекорд лартнӑ. Термометр ҫак кунсенче 33,3-34,3 градус кӑтартнӑ. Ун пекки 65 ҫул пулман. Шӑрӑх хӑҫан чакӗ? Ыран, шӑматкун, шӑрӑх пулӗ-ха. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр е пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Вырсарникун вара кӑшт уҫӑлтарӗ. Каҫхине те самай уҫӑрах пулӗ - вырсарникун ҫӗрле 13-18 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Тунтикун та шӑрӑх 30 градуса ҫитмӗ. Ытларикун вара каллех шӑрӑх пуҫланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл эрне вӗҫӗчченех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Контактри" сӑн Вӑрмар округӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Кун пирки вырӑнти ҫынсем Ҫутҫанталӑк министерствине пӗлтернӗ. Пулӑсем мӗншӗн вилнӗ? Шывра сиенлӗ япаласен виҫи пысӑк мар-и? Ҫаксене палӑртма пӗвери шыва тӗрӗслеме илнӗ. Тӗрӗслеве Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӳ ҫывӑх вӑхӑтра паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
darminaopel.ru сайтри сӑн Катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх тӑрук нумайланнӑ. Нумаях пулмасть 11 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Ӑна ҫӗлен сылтӑм аллинчен сӑхнӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн анафилактика шокӗ пулнӑ, Квинке шыҫҫи пуҫланнӑ. Пулӑшма ҫитнӗ фельдшер бригади реанимаци чӗннӗ. Унти тухтӑрсем ачан пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Кайран ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Палӑртмала: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче юлашки 5 ҫулти рекорд ҫӗнелнӗ: ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртра ҫулталӑкри ача чӳречерен ӳкнӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш хутран персе аннӑ. Ку 13 сехетре пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын ачапа килте амӑшӗ пулнӑ. Вӑл йӑпӑртлӑха тепӗр пӳлӗме тухнӑ, чӳречене кӑшт уҫӑ хӑварнӑ. Суранланнӑ ачана пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна тухтӑрсем сиплеҫҫӗ. Аса илтерер: ҫу уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 5 ҫулти ача пиллӗкмӗш хутран ӳксе аманнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Мари Элта пурӑнакан, судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ ҫын сусӑр арҫынна 800 пин тенкӗ ытла кредит илтерттернӗ. Ӳкӗте кӗртме ӑна тепӗр ҫын та пулӑшнӑ-ха (унпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе уйрӑм тӗпчеҫҫӗ). 65 ҫулти арҫын инсульт тӳссе ирттернӗ хӑйне начсар туйа. Ултавҫӑсем ҫавӑнпа усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Вӗсем ӑна автокредита хӑйӗн ячӗпе илме ӳкӗте кӗртнӗ, укҫана хӑйсем тӳлесе тӑма шантарнӑ. Сусӑр арҫын итленӗ, Шупашкарти салонсенчен пӗринче кредитпа машина туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |