Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарта юристра ӗҫлекен 61 ҫулти хӗрарӑм та ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Малтан ун патне ҫыру килнӗ - пуҫлӑхӗнчен имӗш, унта кӗҫех ун патне йӗрке хуралҫисем шӑнкӑравлӗҫ-мӗн. Чӑнах та, палламан ҫын ҫыхӑннӑ унпа. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такамсем унӑн харпӑр даннӑйӗсене пӗлнӗ те кредит илесшӗн. Палламан арҫын хӗрарӑма кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ, укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла юрист афериста 2,6 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Телеграмри "Чӑваш Ен калаҫать" каналти сӑнӳкерчӗк Шупашкар хӑйӗн 555 ҫулхине кӗтсе илме хатӗрленс транспорт карттисем кӑларнӑ. Уяв брендне тӗпе хурса хатӗрленӗскерсем пӗчӗк тиражпа тухнӑ иккен. Кун пирки Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» канал пӗлтернӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, «шурӑ-кӑвак тӗслӗ, тӗп хула миҫе тултарнине палӑртнӑ карттӑпа халӑха турттаракан кирек епле транспортра та усӑ курма пулать. Укҫа хурассипе те нимӗнле чӑрмав та ҫук». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
прокуратура сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ. Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн прокуратурин сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Суйкӑн ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман патӗнчи ҫӗр ҫине пӗрисем ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ. Пластик кӗленче, хутаҫ, кирпич, ҫӗрӗк курӑк, строительство юлашки. Ҫавӑн пек майпа икӗ вырӑна тирпейсӗрленӗ. Йӑлари каяша кам пырса тӑкнине палӑртма май килмен енне ҫӗрӗн хуҫине – вырӑнти муниципаллӑ округа – тасаттарӗҫ. Кун пирки прокуратура пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Суздаль хулинче иртекен Раҫҫейри наци театрӗсен ҫуллахи пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ. Пин ҫулхи хулана вӗсем ӗмӗр каялла Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ, 1967 ҫулта Ухсай Яккӑвӗ вӗҫленӗ «Шуйттан чури» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ мистикӑллӑ драмӑпа кайнӑ. Спектакле вӗсем Йывӑҫ ӑсталӑхӗн музейӗн уҫӑ сцени ҫинче кӑтартнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «декорацисем вырӑнне – йывӑҫ чиркӳсем, тарасасемпе ҫил арманӗсем, ешӗл ҫеремпе кӑвак тӳпе, хӗвел ҫути, ӗмӗрхи йӑласемпе чӑваш чӗлхи. Спектакль куҫ умӗнче пулса иртекен чӑн-чӑн япала пек туйӑннӑ куракана». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Шупашкарти аэропорт сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак уйӑхран Шупашкартан Минеральные Воды хулине самолётсем эрнере икӗ хутчен вӗҫме тытӑннӑ. Аса илтерер: маршрут хыснаран субсидилекеннисен шутне лекнӗрен билетсем ытлашши хаклӑ мар. Пирӗн тӑрӑха Кавказпа сывлӑш ҫулӗпе ҫыхӑнтараканни – «Азимут» авиакомпани. Хальхи вӑхӑтра самолётсем Шупашкартан Минеральные Воды хулине тата Минеральные Воды хулинчен Шупашкара эрнере икӗ хутчен: тунтикунпа шӑматкунсерен – вӗҫеҫҫӗ. Самолётсем ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗччен ҫула илсе тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Пӑрачкав округӗнчи Бахмутово ялӗнче пурӑнакан 43 ҫулти арҫынна ачисене хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Вал хӑйӗн ачисене хур кӑтартнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр чухне 14 ҫулти хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ку 2021 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен пулса иртнӗ. Арҫын ачасене ятран та чӗнмен-мӗн. Хӑш чухне пӗчӗк сӑлтава пула е сӑлтавсӑрах ачасене урайне ӳкернӗ, пуҫӗпе урайне ҫапнӑ, киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна Ҫӗмӗрле районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Купня тата Ирҫе Ҫармӑс ялӗнче пурӑнакансем ял уявне пухӑннӑ. Кӑҫал вӗсен ҫавра ҫул – ял йӗркеленсе кайнӑранпа 450 ҫул ҫитнӗ. Вырӑнти ҫынсемпе хӑнасем чӑвашла тумланса тухнӑ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, купӑс каласа ташланӑ. Пӗр сӑмахпа, уява пухӑннисен пурин те лайӑх кӑмӑл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
"Контактри" сӑн Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Анна Калинина триатлон-кросс енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Киров облаҫӗнче пулнӑ. Анна Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 15-17 ҫулсенчи хӗрсен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ: 200 метра ишнӗ, 5 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Дмитрйи Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Ӗнер ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каҫхи 10 сехет иртсен телеграм-каналӗнче мунча кӗме юратни пирки пост кӑларнӑ. Сӑнӳкерчӗкре вӑл Шупашкарти 8-мӗш мунча умӗнче костюмпа милӗк тытса тӑрать – селфи ку. «Вӑт эсир кулатӑр. Эпӗ вара 11 ҫул ӗнтӗ тунтикунсерен мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑп. Маншӑн тунтикун мунча кӗресси – йӑла», - тесе ҫырнӑ вӑл. Сӑмах май, вӑл телеграм-каналне хастар тытса пырать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче юлашки 5 ҫулта пӗрремӗш хут Атӑл тӑрӑх килнӗ теплохода кӗтсе илни пирки пост лартнӑ. «Пирӗн министр мӗншӗн питӗ кӑмӑлла? Мӗншӗн тесен теплоход кӗтсе илнӗ», - тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |