Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман. Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 4 сехет те 20 минутра, Пӑрачкав муниципаллӑ округра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Кожевенное-Сиява» автоҫул ҫинче «ВАЗ-2114» автомбиль ҫул айккине чӑмнӑ. 24 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ виҫӗ хӗр, ҫав шутра 16 ҫулти шкул ачи те, аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе вырттарнӑ. Водительпе юнашар ларнӑ тепӗр ҫынна тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Руль умӗнчи водитель Ҫӗмӗрлерен пулнӑ, унӑн водитель удостоверенийӗ пулман. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна автоинспекторсем руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ КУславкка районӗн прокуратури вырӑнти округри Курочкин ялӗнче шыв пама пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Район прокурорӗ Владимир Николаев яла ҫитсех тӗрӗсленӗ. Скважинӑри пӗр насус ҫунса кайнӑран ял ҫыннисем шывсӑр юлнӑ. Прокуратура Куславкка муниципаллӑ округӗн администрацине кӑлтӑка пӗтерме хушса хут ҫырнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара шыв турттарса тӑма йышӑннӑ. Юсав ӗҫӗ епле пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хына учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен экономист ултавҫӑсене ӗненсе 700 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хӗрарӑм патне ют ҫынсем утӑ уйӑхӗн 8-мӗшнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен ҫине-ҫинех шӑнкӑравланӑ, хӑйсемпе право тытӑмӗнче тата банкра ӗҫлекенсем тесе паллаштарнӑ. Вӗсем ӑна преступниксем хӗрарӑмӗн счечӗпе хуҫаланаҫҫӗ, ун ячӗпе кредит илесшӗн тесе хӑратма пултарнӑ, Ют ҫынсем каланине итлесе хӗрарӑм-экономист такамсене 700 пин тенкӗ укҫа куҫарса янӑ. Асӑннӑ укҫана хӗрарӑм банкран кредит илнӗ. Банк ӗҫченӗсем ӑна ҫав утӑма тума тыта чарасшӑн пулнӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен. Темиҫе кунтан хӗрарӑм хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ, йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Лиза Алерт» шырав отрячӗн республикӑри хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 34 ҫулти Евгений Алексеевич Гребенкин ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ҫамрӑк арҫын пирки пӗлекенсене 8 800 700-54-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ку эрнере палӑрмаллах уҫӑ ҫанталӑк тӑрать. Шӑматкун каҫхине тата ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче те ҫил лӑпланмӗ. Кӑнтӑрласерен 19-24, ҫӗрлесерен 11-16 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле каллех аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Тунтикун самаях ӑшӑтӗ. Анчах ҫӗрле каллех сивӗрех пулӗ. Ҫитес эрне тӑршшӗпех ҫумӑр ҫукалӗ. Пӗр пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗнчен те ҫумӑр ӳкме пултарӗ. Ҫил вара лӑпланӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫанталӑк шӑрӑх мар, хӑтлӑ пек туйӑнӗ. Сунчӑк илме ҫеҫ манмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарти 51 ҫулти воспитатель ултавҫӑсене 2,3 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, йӗрке хуралҫи-мӗн. Хайхискер ӑна пӗтӗм укҫине «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм ӗненнӗ, укҫи-тенкине йӑлтах темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Хӑйне улталанине вара кайран тин ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
fondgkh-nso.ru сайтри сӑн Паян Тӗп банкӑн директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗп ставкӑна пысӑклатма йышӑннӑ. Малашне вӑл 18 процентпа танлашӗ. Палӑртмалла: директорсен канашӗн ларӑвӗ унччен пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне тӗп ставка 16 процент пулнине палӑртнӑ. Ҫур ҫул вӑл ҫав шайрах тӑнӑ. Сӑмах май, директорсен канашӗн ларӑвӗ тепрехинче авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Енри Туризма атлантарас енӗпе ӗҫлекен агентствӑна ҫӗнӗ ҫын ертсе пырӗ. Унчченхи пуҫлӑх кайнӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ. Тинех ертӳҫӗ тупӑннӑ. Агентствӑна 43 ҫулти Ольга Седых ертсе пырӗ. Унччен вӑл Мари Элти Экспорт аталанӑвӗн агентствине ертсе пынӑ. Сӑмах май, Туризма аталантаракан агентствӑна 2021 ҫулта туса хунӑ. Ӑна унччен «Кванториума» ертсе пынӑ Мария Гришинӑна шаннӑ. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫӗнӗ ертӳҫе ҫавӑнтанпа шыранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Италири Вальдоббьядене хулин мэрӗ, 47 ҫулти Лучано Фрегонезе, кашни эрнерех ытлашши килограмсене ҫунтарас тӗллевпе хула ҫыннисемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳрет. Кун пирки The Guardian пӗлтерет. Ҫӗртме уйӑхӗнче Фрегнонезене виҫҫӗмӗш хут хула мэрӗ пулма суйланӑ, вӑл хӑйӗн сывлӑхне лайӑхлатма тӑрӑшӑп тесе шантарнӑ. Хула пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна йышӑннӑ вӑхӑтра вӑл 50 килограмм мӑнтӑрланнӑ, халӗ 140 таять. Чиновник мӑнтӑрланса кайнине «халӑхпа пӗрле пулма юратнипе» тата вӑрах вӑхӑт хушши ӗҫлеме тивнипе ӑнлантарать. Мэр вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн унӑн спортпа аппаланма тата хусканусем тума вӑхӑт юлман имӗш. «Тепӗр йывӑрлӑх — эпӗ тутлӑ ӗҫсе ҫиме юрататӑп, кунта вара лайӑх ҫитереҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та диетӑна пӑхӑнма ҫав тери йывӑр», — йышӑнать мӑнтӑрлана кайнине Фрегонезе. Мӑнтӑрланнине пула уншӑн утма та, сывлама та йывӑр пулса кайнӑ, ҫурӑмпа чӗркуҫҫи те ыратма пуҫланӑ. Хула стени ҫинчи граффити ӳкерни юлашки тумлам пулса тӑнӑ — тахӑшӗ хула пуҫлӑхне «мӑн хырӑм» тесе йӗкӗлтесе илнӗ, сӑнӳкерчӗкӗ вара халӑх тетелӗ тӑрӑх саланнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл 90 килограмм таран начарланма шантарнӑ — мэр вырӑнне пӗрремӗш хут йышӑннӑ чухне шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑл тайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Сверчков Никита Кузьмич, чӑваш живописецӗ, ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Виктор Рзай, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Илепер Григорий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |