Культура
chgign.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре «Славяно-тюркский мир: история и современность» (чӑв. Славянсемпе тӗрӗксен тӗнчи: истори тата хальхи вӑхӑт) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви, Чӑваш Республикин гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата «Знание» Раҫҫейри обществӑн регионти уйрӑмӗ. Конференцие республика Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Контактри" сӑн Куславкка округӗнчи Тӑвай ялӗнче пурӑнакан Зоя Белоусова «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» музея хӑйӗн ӗҫне парнеленӗ. Вӑл – хӑй тӗрленӗ панно, ӑна тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ. Зоя Белоусова – педагогика ветеранӗ. Ялти клубра йӗркеленӗ ал ӗҫ кружокне ҫӳреме пуҫласан вӑл тӗрлеме тытӑннӑ. Хӑйӗн черетлӗ ӗҫне асламӑшне /е кукамӑшне/ Клавдия Павловна Петровӑна халалланӑ. Вӑл окоп чавнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
"Контактри" сӑн Ҫӗрпӳ хулинче пурӑнакансем, унта килнӗ хӑнасем ҫак кӳлепесене асӑрхамасӑр иртменех пулӗ. Хулари 7-мӗш ача пахчи умӗнче («Солнечный город» ятлӑ вӑл) чӑвашла тумланнӑ ҫемье вырнаҫнӑ. Паллах, чӑн-чӑнни мар. Кӳлепесене улӑмран ӑсталанӑ, вӗсене чӑваш наци тумне тӑхӑнтартнӑ. Ҫак илемлӗ композицин авторӗ – Екатерина Швецова. Вӑл ӑна ача пахчи 10 ҫул тултарнӑ ятпа ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Хевеш урамӗнчи ҫурт ҫине тепӗр мурал пулӗ. Ӑна ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель ӳкерет. Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине унччен Андриян Николаевӑн сӑнне ӳкернӗ. Вӑл – Николай Овчиниковӑн «Салам, Ҫӗр» ӳкерчӗкӗн репродукцийӗ. Халӗ вара Ксения Кокель ҫав ҫуртӑн тепӗр енчи стени ҫине ӳкерет. Унӑн ӗҫе «Манӑн ҫурт – манӑн крепоҫ» ятлӑ. Ксения Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи «ФормART» стрит-арт фестивальне хутшӑнать, унта пирӗн республика чысне хӳтӗлет. Унӑн графитие ҫӗртме уйӑхӗ вӗҫӗччен туса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер кӑнтӑрла Шупашкарти Алькеш поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ, ҫуртӑн шалти отделкине, гаража сиенлетнӗ. Пушарта 1993 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн ӳчӗ самаях пиҫсе кайнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 689 пушар пулнӑ. Вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. 94 ҫынна ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫамрӑксем чӑвашла тумланса ҫемье ҫавӑрнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗпе вӗсем вырӑнти ЗАГСа пырса ҫитнӗ, унта вӗсем ҫырӑннӑ. Дмитрий тата Татьяна каланӑ тӑрӑх, вӗсем йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине упраса хӑварасшӑн, чӑваш тумне вара мӑнаҫланса тӑхӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
"Советская Чувашия" архивӗнчи сӑн Республика кунӗнче сыр пӗҫерекен предприяти уҫӑлнӑ. Ӑна Татьяна Юркина пуҫарса янӑ. 2021 ҫулта вӑл хӑйӗн ӗҫне пуҫарма республика хыснинчен 8 миллион тенкӗ илнӗ, хӑйӗн укҫине те хушнӑ. Ҫапла вӑл сыр пӗҫермелли хатӗр-хӗтӗр туяннӑ. Халӗ ав предприяти алӑкӗсене уҫнӑ. Пуласлӑхра унта ҫулсерен 20 тонна таран продукци кӑларма палӑртаҫҫӗ. Сӑмах май, ҫитес ҫул фермерсене «Перспектива» грантпа килӗшӳллӗн пулӑшма 150 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Андрей Фёдоров иртнӗ эрнере Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) капитал-шоуна хутшӑнчӗ. Унта вӑл, ытти хӑна пекех, парнепе пырса ҫитнӗ. Ентешӗмӗр Леонид Якубовича тӗрлӗ япала парнелерӗ. Ҫав шутра шамансен параппанӗ, сыхлӑх хатӗрӗ, саламат тата варган пулчӗ. Унчӑр пуҫне вӑл усалтан хӳтӗлемелли йӑлана ирттерсе кӑтартрӗ. Андрей Фёдоров финала лекрӗ, анчах унта урӑх ҫын ҫӗнтерчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче «Хусан — Канаш» пуйӑсра Тутарстанри пӗр хӗрарӑм пуҫтахланма тапранса кайнӑ. Вӑл эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те пассажирсем ҫумне ҫулӑхнӑ. Билет кассирӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ, анчах май килмен. Унран та ытларах: ӳсӗр хӗрарӑм кассир ҫине алӑ ҫӗкленӗ. Кибеч станцийӗнче хӗрарӑм стоп-крана туртса антарнӑ. Чӑркӑш хӗрарӑма транспорт полицейскийӗсем тытса чарнӑ. 47 ҫулти хӗрарӑма ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Канаш округӗнчи Вырӑскас Пикших ялӗнчи пушарта 37 ҫулти арҫын вилнӗ. Унта йывӑҫ ҫурт каҫхи 5 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерсен 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Ҫулӑм мӗнрен тухни хальлӗхе паллӑ мар. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 686 пушар тухнӑ. Ҫав пушарсенче 34 ҫын вилнӗ, 37 ҫын суранланнӑ. Ҫулӑмран 93 ҫынна ҫӑлма май килсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |