Республикӑра
![]() Олег Николаев страницинче видеоран илнӗ скриншот Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене уявпа саламланӑ. «Вӗрентекен пур чухне вӗренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать. Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем – пулса тӑраҫҫӗ», — ырланӑ вӑл саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти 9 ҫулти Лена Еремеева «Ача-пӑча ҫӗнӗ хумӗ» сумлӑ конкурсӑн ҫурмафиналне лекнӗ. Вӑл унта Чӑваш Енрен - пӗртен-пӗр ача. Лена 5 ҫулта «Голос. Дети» кӑларӑмӑн ТОП-80 списока лекнӗ, паллӑ ҫынсемпе - Александ Реввӑпа, Владимир Пресняковпа, Наталья Подольскаяпа - пӗр сцена ҫинче пулса курнӑ. Вӑл юрӑсем ҫырать, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине те кӑларма хатӗрленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Шулю ялӗнче Нина Егоровнӑпа Иван Николаевич Крыцовсем пӗрлешнӗррене 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстернӗ: Светлана, Марина тата Лидия. Паяни кун вӗсем тӑватӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Крыцовсем ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра ӗҫленӗ. Иван Николаевич 40 ҫул водительте вӑй хунӑ. Нина Егоровна вара колхозница пулнӑ. Крыцовсем иккӗшӗ те - Ӗҫ ветеранӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tv.mail.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ ҫӑлтӑр Ольга Бузова килсе кайнӑ. Вӑл кунта хӑйӗн «Ольга Вузова» проекчӗ валли сюжет ӳкернӗ. Ку проектра вӑл ҫӗршыври аслӑ шкулсем пирки каласа кӑтартать. Шупашкарта Ольга Бузовӑна наци символӗсене ӳкернӗ кофта парнеленӗ. Унта «юрат» тесе ҫырнӑ. Паллӑ ҫӑлтӑр ҫав кофтӑпах Мускава вӗҫсе кайнӑ. «Мана хӗрсем питӗ лайӑх кофта парнелерӗҫ. Сивӗ те, вӑл мана шутсӑр кирлӗ пулчӗ. Манӑн ҫӳхе спорт костюмӗсӗр, кӗпесӗр пуҫне нимӗн те ҫукчӗ. Тавах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. ЧР Цифра министерстви ҫавна май конкурс ирттерет. Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж пулмалла. Документсене паянтан пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс чӳкӗн 8-мӗшӗнче иртӗ. Аса илтерер: унччен телерадиокомпание Алексей Гурьянов ертсе пынӑ, вӑл ҫу уйӑхӗнче цифра министрӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чи ӑшӑ кун: термометр 20 градус пулӗ. Анчах ыранах сивӗрех пулнине туйӑпӑр. Шӑматкун пӗлӗтлӗ тата самай ҫиллӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун каллех уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Анчах ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килӗ, кӑштах сивӗтӗ. Вырсарникун каҫхине тата тунтикун ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ытларикун 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах эрне варринче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ. Юпан 12-13-мӗшӗсенче те, канмалли кунсенче, ӑшӑ пулӗ: 17-19 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ӗнер, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Республикӑри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи, «Сувар-фильм» телевидеокомпани президенчӗ, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Олег Цыпленков 65 ҫул тултарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Олег Цыпленков — чӑваш тӗнчин хастарӗ, Чӑваш Енри кинематографистсен союзӗн ертӳҫи ҫеҫ мар, вӑл «Чунҫӳрев» йӗркелекенӗ те. Ӗнер Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ултияр Цыпленковӑн фотокуравӗ уҫӑлнӑ. Курава унӑн ҫавра кунне те халалланӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист мессенджерсенчи ушкӑнсенчен пӗринче пӗлтернӗ. |
Ҫул-йӗр
![]() t.me/rian_ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑхӗнче грузовикпа микроавтобус ҫапӑннӑ. Грузовик 242-мӗш маршрутпа хутлакан микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Автобус салонӗнче 21 ҫын пулнӑ, 13-ӗн аманнӑ, ҫав шутра 13-ри тата 9-ти ачасем те пулнӑ. Шар курнисенчен хӑшӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрах, маршрут автобусӗ чарӑнӑва ҫитнӗ чухне пассажирсене каҫса ҫӳремелли ҫул тӗлӗнче чарӑннӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине груз турттаракан машина пырса кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" отряд архивӗнчи сӑн Муркаш округӗнче 67 ҫулти Анатолий Георгиевич Ильин ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вӑл - Мӑрсакасси ҫынни, килтен юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Ҫав кун хура жилет, хура кофта, хӑмӑр шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна куракансене 8 800 700-54-52 (Раҫсейре тӳлевсӗр) е 89003319602 (Леонид, Енот) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакан Виталий тата Александра Ивановсем ҫур ӗмӗр пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ылтӑн туя паллӑ тунӑ. Ивановсем виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Виталий Иванович «Цивиль» колхозра механизаторта ӗҫленӗ, «Коммунизм ӗҫӗн ударникӗ» ята илнӗ. Александра Михайловна Канашри ВЗРта тата «Цивиль» колхозра ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |