Политика
Сергей Егоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф патшалӑх службин ертӳҫи пулма Сергей Егорова ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сергей Лекарев. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Лекарева шаннӑ. Кун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Сергей Николаевич унччен Чӑваш Енӗн Промышлненоҫпа энергетика министерствинче ӗҫленӗ. 2020 ҫулхи пуш уйӑхенчен пуҫласа 01 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен вӑл министрӑн ҫумӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Промышленноҫа аталантарассипе ӗслекен фондра тӑрӑшнӑ, унта «Тухӑҫлӑ регион» программӑна пурнӑҫа кӗртессипе тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Марина Тумаланова сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн галерейинче Виктор Аванмарт художник тата скульпторӑн куравӗ уҫӑлнӑ. _/news/28397.html|Аса илтерер__: Чӗмпӗрте пурӑнать. Вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Ирҫе ялӗнче ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчи чӑваш наци юхӑмӗн хастарӗ 1989 ҫулта Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ. Халӗ Шупашкарта унӑн «Таса - инҫе - ҫынсӑр» куравӗ уҫӑлнӑ. Куравпа паллашнӑ Марина Тумаланова журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ». |
Республикӑра
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри хулине туристсем теплоходпа килсе ҫитнӗ. Ку хыпара республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Сӑмахне вӑл сӑнӳкерчӗкпе ҫирӗплетсе панӑ. Министр хыпарланӑ тӑрӑх, туристсемлӗ теплоход асӑннӑ хулана юлашки пилӗк ҫулта пуҫласа пырса чарӑннӑ. «Кӑҫалхи навигаци вӑхӑтӗнче ку хулана 11 теплоходран кая мар килсе каясса шанатпӑр. Ӳлӗмрен ку цифрӑна виҫӗ хут ӳстерес килет», — уҫӑмлатнӑ министр хӑйӗн ӗмӗт-шухӑшне. Дмитрий Краснов Сӗнтӗрвӑррине илемлетсе хӑтлӑлатассипе ӗҫленине палӑртнӑ май кӑлтӑксем пуррине те йышӑннӑ, вӗсене пӗтерсе пыма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
dzen.ru сайтри сӑн Муркаш округӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл мӑнукне пула укҫасӑр юлнӑ. 14 ҫулти ача ун патне ҫуллахи каникула килнӗ. Вӑл телефонра вӑйӑ выляса ларнӑ чухне пӗлтерӳ асӑрханӑ: видеоролик пӑхса укҫа ӗҫлесе илме пулать иккен. Ача мӗн хушнине прнӑҫланӑ. Унтан унран ӳсӗмӗ пирки ыйтнӑ. 14 ҫул тесен хӑратма тытӑннӑ: 18 ҫул тултарман пирки штраф тӳлеттерӗҫ-мӗн. Хӑраса ӳкнӗскер асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ карттин реквизичӗсене, смскӑпа килнӗ кода пӗлтернӗ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн счечӗ ҫинчен ҫур миллион тенкӗ вӑрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
Google.Translate ҫак кунсенче чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитнӗ. Чӑваш чӗлхи варианчӗ пурин те хальлӗхе курӑнмасть пулин те чӑвашларан вырӑсла ним мар куҫарма пулать — чӑвашла текст кӗртсен хӑйех ӑнланса илет (куҫармалли текст валли «определить язык» лартмалла). Вырӑсларан чӑвашла куҫарас тесен вара, енчен те интерфейсра чӑваш чӗлхи варианчӗ ҫук пулсан — йывӑртарах. Апла пулин те ҫывӑх вӑхӑтра пурин те ҫак куҫармалли мел ӗҫлесе каймалла (Google серверӗсен ҫӗнелмелле теҫҫӗ). Хӑвӑрт кӑна хакланӑ хыҫҫӑн ҫакна калама пулать: чӑвашларан вырӑсла пит аван куҫарать, чылай чухне «Атӑл.Талмачпа» «Яндекс.Тӑлмачран» ирттерет. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ чухне вара пур куҫаруҫӑсен те шайӗ пӗрешкелтерех. Google.Translate-ра чӑваш чӗлхи хушӑннин чи паха енӗ — малашне Ютубри видеосене чӑвашла субтитрсемпе пӑхма май пулӗ. Хальлӗхе ку тутар чӗлхипе кӑна ӗҫлет. Чӑваш чӗлхисӗр пуҫне Гугл.Тӑлмачне ҫавӑн пекех абхаз, авар, пушкӑрт, бурят, чечен, крым тутар, коми, улӑх мари, осетин, тыва, удмурт тата якут чӗлхисене хушнӑ. Ҫак йышри хӑш-пӗр чӗлхесем валли хӑй тӗллӗн куҫаруҫӑ ытти платформӑсенче ҫук та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк < Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарса пӗтернӗ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. «Театрсене асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн пуянлатма май килнипе усӑ курса эпир те заявка патӑмӑр. Ӑна ырларӗҫ, эпир 13 миллион тенкӗ ытла тенкӗллӗ пултӑмӑр. Кирлӗ оборудование ҫу пуҫламӑшӗнче туянтӑмӑр, вырнаҫтарса пӗтертӗмӗр. «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль лартнӑ чухне ҫав оборудованипе усӑ куртӑмӑр», – пӗлтернӗ театр директорӗ Елена Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен прокуратури республикӑра тума пуҫланӑ шкулсен строительстви епле пынине тӗрӗсленӗ. Вӗренӳ объекчӗсенчен чылайӑшне графикпа килӗшӳллӗн хӑпартаҫҫӗ-мӗн, апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте ӗҫ кая юлса пырать. Сӑмахран, Шупашкарти Хӗвеллӗ микрорайонта шкул строительствине 50 процента яхӑн пурнӑҫланӑ, шучӗпе ҫак цифра 70 процент пулмалла-мӗн. Ку вӑл — ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ илсен. Ҫӗнӗ Шупашкарти Воин интернационалистсен урамӗнче те шкул строительстви кая юлса пырать. Кӳкеҫри шкула Чӑваш Республикин ипотека корпорацийӗ хӑпартать. Ӗҫе кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗ тӗлне илсен ӗҫе 60 процент чухлӗ пурнӑҫланӑ, шучӗпе 69 процент таран пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
ШӖМ тунӑ сӑн Архангельск облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Вӑл унта машинӑпа тиевпе кайнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем арҫын тиевпе вырӑна ҫитнине палӑртнӑ. Кайран вӑл малалла кайнӑ. Кӗҫех унӑн машинине вӑрман ҫывӑхӗнче тупнӑ. Арҫынна вӑрманта шыранӑ. Тупнӑ. Вӑл апат ҫименнипе хавшанӑ, ӑна вӑрӑм тунасем ҫыртса пӗтернӗ. Арҫын хӑй ӑҫтине те, кам пулнине те ӑнланман. Каярахпа вӑл Чӑваш Енрен пулнине, кам иккенне аса илме пуҫланӑ. Ҫул ҫинче унӑн пуҫӗ вӑйлӑ ыратма пуҫланӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл тӑна кӗме ҫулран пӑрӑннӑ. Арҫынна илме тӑванӗсем килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Николай Христолюбов. Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн «Уҫӑ хула» порталта йӑлана кӗнӗ сасӑлав иртет: Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни кам пулӗ? Кӑҫал ҫак ятшӑн камсем кӗрешеҫҫӗ-ха? «Промэнерго» тӗп директорӗ Анатолий Иванов, «Торговая механика» АУн тӗп констраукторӗ Николай Христолюбов, «Яхтинг» тӗп директорӗ Анатолий Шатиков, «АБС Электро» директорӗ Года Нудельман, «Экра» ӑслӑлӑх директорӗ Николай Дони, «Инкост» директорӗ Владимир Скосырский, Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, ЧР ЖКХ ассоциацийӗсен» ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Алексеев, Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |