Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн Шел те, каллех хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗмӗрле хулинче 35 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулнӑ. Унӑн виллине водолазсем шыранӑ. Ӑна паян кӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ хӗрарӑм мӗнле майпа путнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 8 ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ачасене чӑваш халӑхен культурипе тарӑнрах паллаштарас, ламран лама пыракан йӑла-йӗркемӗре ӑша хывма пулӑшас тӗллевпе, культура эткерлӗхне упраса хӑварас тӗллевпе «Ача садӗнче Акатуй» конкурс ирттереҫҫӗ. Республикӑри ӑмӑрту ҫак номинацисемпе иртӗ: «Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Акатуй» уявӗн чи лайӑх конспект-сценарийӗ»; «Ача пахчинчи чи лайӑх «Акатуй» (видеоролик)». Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗ пӗр номинаципе ҫеҫ конкурса хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен электрон мелпе https://forms.gle/jnssemhwMnx5pTu39 каҫӑпа йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
hypar.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республика кунӗнче фейерверксен «Асамат» фестивальне ирттерессине ырӑ йӑлана кӗртнӗ. Анчах кӑҫал вӑл пулмӗ. Ҫакӑ самана асӑрхануллӑ пулма хистенипе ҫыхӑннӑ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев Республика кунне уявлассипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Йӑлана кӗнӗ ытти мероприяти пулӗ. Ӗҫ программи Шупашкарта иртекен экономика форумӗпе уҫӑлӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
obrazov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем 5-7-мӗш классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ регионти истори учебникӗсен ал ҫырӑвӗсене хатӗрленӗ. Учебниксене хатӗрленин тӗп тӗллевӗ – патритотизм туйӑмне аталантарма пулӑшасси, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ӑс-хакӑл, истори, культура аталанӑвне кӑтартса парасси. Учебник калӑпӑшне вӗренӳ предметне миҫе сехет ӑша хывмаллине шута илсе хатӗрленӗ: 5 класра – 34 сехет, 6 класра – 17 сехет, 7 класра – 17 сехет. Ал ҫырусене (https://cloud.mail.ru/public/Ejny/VugTgYnAs) ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗччен хаклама май панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Запарожье облаҫӗнчи Бердянск районӗнчеи Азовское ялӗнче пурӑнакан Дарья Беспалова ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн портретне кӑранташпа ӳкрнӗ. Халӗ хӗрача «Бригантина» уйлӑхра канать. Унпа пӗрле – тепӗр 42 ача. Олег Алексеевич куншӑн питӗ савӑннӑ. «Ку хаклӑ та кӑмӑллӑ парне! Ҫамрӑк ӳнерҫе тав тӑватӑп, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп!» - тесе ҫырнӑ Элтепер. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Бригантинӑра» Запорожье облаҫӗнчи 300 ача канӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ утӑ уйӑӗнчи пек шӑрӑ ҫанталӑк тӑрать – климат норминчен 5 градус ытларах. Паян республикӑра ҫумӑр ҫума пултарать. Канмалли кунсенче типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах питӗ вӑйлӑ шӑрӑх мар, каҫсерен 15-17 градус ӑшӑ пулӗ. Тунтикун каллех ӑшӑ фрончӗ иртӗ. Ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Унтан тропика сывлӑшӗ килӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче 30 градус шӑрӑх пулӗ. Ҫумӑр ҫусан та уҫӑлтармӗ. Эрне вӗҫӗнче кӑна кӑштахлӑха сивӗтсе илме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Алина Петрован халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Альбина Юрату страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Нумаях пулмасть ча́ваш хала́х поэчӗн Раиса Сарпин ҫӗнӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки эпир Альбина Юрату сӑвӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр. «Тӑван аппана, тин ҫеҫ пиҫсе тухнӑ «Ҫӑлтӑрпи хӳхлевӗ» сӑвӑ кӗнекипе чун-чӗререн саламлатӑп», — тесе шӑрҫаланӑ унта. Кӗнекене Николай Мордяков (Мӑрчк Кули) художник илемлетнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑма юрату ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"На связи" форумри сӑн Ӗнер 16 сехет тӗлнелле Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ - 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Вӑл унта амӑшӗпе, тӑванӗсемпе шыва кӗме килнӗ. Ача ытлашши шала та ишсе кӗмен - вӑл буйкӑсем патӗнче путнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медиксем ӑна реанимаци тума хӑтланнӑ, анчах, шел те, усӑсӑр. Халӗ Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет. Ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче 43-ри арҫын путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере вара 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыв айне анса кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар округӗн тӗп пульницинче, Кӳкеҫ поселокӗнче, часавай туса лартнӑ. Ӑна Лука ҫветтуйӑн, Симферополь тата Крым архиепископӗн, ятне панӑ. Ахальтен мар. Крымри Керчь хулинче 1877 ҫулта ҫуралнӑ Лука Киеври медицина унивеситетӗнчен вӗренсе тухсан чухӑнсене сиплеме пулӑшнӑ. Вӑл медицинӑра ҫӗнӗ енсем шутласа кӑларнӑ. 1923 ҫулта Лука ятпа манаха тухнӑ. 1946 ҫулта ӑна Симферополь тата Крым архиепископне лартнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вӑл йывӑр аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |