Раҫҫейре
dzen.ru сайтри сӑн Раҫҫей Ӗҫлев министерстви раштав уйӑхӗн 31-мӗшне официаллӑ майпа канмалли кун тӑвасшӑн. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, нумай ҫын кун пирки ыйтать. Анчах кӑҫалах пулмӗ ку. Ӗҫлев министерстви канмалли куна 2025 ҫулта кӗртме сӗнет. Ун чухне раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ юнкуна лекет. Кӑҫал Раҫҫей ҫыннисем раштавӑн 31-мӗшӗнче ахаль те канӗҫ. Раштавӑн 29-31-мӗшӗсем ӗҫлемелли кунсем пулмӗҫ. Раштавӑн 28-мӗшӗнче, шӑматкун, ӗҫлӗпӗр. Ун вырӑнне раштавӑн 30-мӗшӗнче канӑпӑр. Раштавӑн 31-мӗшӗнче вырсарникуна лекнӗ кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн канӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ен урлӑ сивӗ фрончӗ иртсе кайӗ. Ҫавна май аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта – пӑр та. Шӑматкун ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, пӑчӑ ҫанталӑк вӑхӑтлӑха сирӗлӗ. Вырсарникун ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх чакӗ, антициклон килӗ. Каллех шӑрӑх ҫитӗ, чи ӑшӑ кун ҫӗртмен 12-мӗшӗнче пулӗ – 30 градус ытла шӑрӑх тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк сивӗтме пултарать. Ун чухне ҫумӑр та ытларах ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шӑмӑршӑри вӑрманта ача ҫапнине пула пушар пулнӑ. Унта йывӑҫа аҫа ҫапнӑ, ун хыҫҫӑн вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма 25 ҫын, 2 трактор, 1 автоцистерна сӳнтернӗ. 16 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,19 гектар ҫинче алхаснӑ. Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта – 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ 2023 ҫулччен ЧР строительство министрӗ пулнӑ, кайран вице-премьер тилхепине тытнӑ Павел Данилова Мускавра тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Павел Данилов сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗнчен Алексей Антоновран 32 миллион тенкӗлӗх сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑш-пӗр организаципе патшалӑх контрактне йӗркелеме пулӑшнӑ имӗш. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд Павел Даниловпа Алексей Антонова арестленӗ. Павел Данилов преступленилле ытти ӗҫе те тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫӗн фигуранчӗсен пурӑннӑ вырӑнта ухтарнӑ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ япаласемпе документсене туртса илнӗ, вӗсен банк счёчӗсене, куҫман пурлӑхне, автомобилӗсемпе мототранспортне пурӗ 74,7 миллион тенкӗлӗх арестленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Ку уйӑхра хушма 2 кун канмалли пулӗ. Ку уявсемпе ҫыхӑннӑ. Ҫитес эрнере, юнкун, канӑпӑр. Ун чухне Раҫҫей кунӗ пулӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗн уяв умӗнхи кун пулнӑран ӗҫ кунне 1 сехет кӗскетӗҫ. Канмалли тепӗр кун ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, пулӗ. Ун чухне Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ тӑвать. Анчах уявра пирӗн регионти организацисем кӑна канӗҫ. Предприятин ертӳлӗхӗ урӑх регионта та тӑк, ахӑртнех, вӗсем ахаль чухнехи пекех ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
9111.ru сайтри сӑн Пульницӑра ӗҫлекен тирпейлӳҫӗ патне палламан ҫын шӑнкӑравласа сим-карттӑн килӗшӗвне тӑсмалли пирки пӗлтернӗ. 59 ҫулти хӗрарӑм ӗненнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Палламан ҫын ӑна килӗшӗве дистанци мелӗпех тӑсма сӗннӗ. Ҫапла вӑл смс-ҫырупа килнӗ кода калама ыйтнӑ. Вӑл вара Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗмелли пароль пулнӑ. Унтан хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫисем», «банк ӗҫченӗсем» шӑнкӑравланӑ, кредитсем илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла вӑл 1 миллион та 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
vyvoz-piter.ru сайтри сӑн Ӗнер ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов Тарифсемпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Егоровпа брифинг ирттернӗ. Унта ҫӳп-ҫапа илсе тухмалли тариф ҫинчен калаҫнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫӗнӗ нормативсем йышӑнать, ҫавна май ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн хак улшӑнать. Унччен ял ҫыннисем 57,23 тенкӗ тӳленӗ, хула ҫыннисем – 71,81 тенкӗ. Малашне, утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем /ялтисем те, хуларисем те/ 52,02 тенкӗ тӳлӗҫ. Хулара харпӑр ҫуртра пурӑнакансен – 60,67 тенкӗ, ялта харпӑр ҫуртра пурӑнакансен 57,23 тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти кӳлмекре, Анне монуменчӗ патӗнче, Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пулассине пӗлтернӗччӗ. Ӑна халӗ тума тытӑннӑ. Нумаях пулмасть унта ҫӗре сухаласа кӑпкалатнӑ. Халӗ «Зеленстрой» ӗҫченӗсем унта чечексене лартма пуҫланӑ. Хальхи вахӑтра карттӑ ҫинче регионсен чиккисем курӑнаҫҫӗ. Чечекӗсене ҫӗршыври регионсем ярса панӑ. Сӑмах май, унтан инҫех мар матрӳшкесем вырнаҫтарнӑ. Хальхи вӑхӑтра ӳнерҫӗсем, Ксения Кокельпе Василий Чапай, вӗсене сӑрласа илемлетеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче Аристарх Орлов-Шуҫӑм композиторӑн палӑкне уҫнӑ. Палӑка Апакасси ялӗнче туса лартнӑ. Асӑннӑ ялтан ҫухрӑм ҫурӑра, Уйкасси ялӗнче, чӑваш музыкинче тарӑн йӗр хӑварнӑ композитор ҫут тӗнчене килнӗ. Ку вӑл 1914 ҫулта пулнӑ. Пӗчӗк чӑваш ялӗн арӗ паллӑ хор дирижёрӗ, композитор пулса тӑнӑ. Чӑваш АССРӗн телевиденийӗпе радивовещанин патшалӑх комитечӗн хорне пуҫарса янӑ. Вӑл коллектив паян Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли пулса ырӑ ӗҫе малалла тӑсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.. Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципалллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ. Суд арҫынна тӗрмене хупса ухмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |