Республикӑра
"Контактри" сӑн Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене халалланӑ палӑка ишсе антарни, юлашкисене ҫырмана персе тӑпрапа хуплани, пуҫӗ айккинче йӑваланса выртни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫак хыпар тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерме хушнӑ. Палӑка пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, Элӗк округӗн администрацийӗ йышӑннипе ишсе антарма йышӑну тунӑ. Тӳре-шара каланӑ тӑрӑх, палӑк кивелнӗ, никӗсӗ ҫурӑлнӑ, ӑна ҫӗнетме май ҫук. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, палӑка гипсран тунӑ. Ял ҫыннисем вара вӑл бетонран пулнине ӗнентереҫҫӗ. Палӑртмалла: Паллӑ мар салтак палӑкне 1970 ҫулта халӑх укҫпе ҫӗклесе лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Мускавра чӑваш тумне кӑтартнӑ. Унпа республикипе паллӑ «Паха тӗрӗ» фабрика паллаштарнӑ. Мускаври этноподиума фабрика чӑваш тӗрриллӗ сцена тумне илсе кайнӑ. Куракансем умне тухнӑ пикесен ҫипуҫӗ пӗри тепринчен шукӑльрех те илӗртӳллӗрех пулнӑ. «Эпир Мускава илсе кайнӑ тум-тир пирӗн асаннесемпе ватӑ асаннесем епле тӑхӑннине кӑтартса парать. Ку вӑл тӗрлӗ ӑрури модӑпа стиле хаклама май парать», — теҫҫӗ «Паха тӗрӗре». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Сӗнтӗрвӑрринчи спирт завочӗн ача пахчи пулнӑ ҫурта сутса ярасшӑн. Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, ача пахчин ҫурчӗпе тата котельнӑйпа никам та усӑ курман. Ҫавӑнпа вӗсене аукцион урлӑ сутлӑха кӑларасшӑн. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкне те сутасшӑн. Ун валли халӗ кирлӗ документсене хатӗрлеҫҫӗ. Маларах асӑннӑ пурлӑха вырӑнти тӳре-шара муниципалитет пурлӑхӗн приватизацин прогноз планне кӗтнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш кӗнеке издательствин сӑнӳкерчӗкӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче чӑваш писателӗн Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла — пичетленсе тухнӑ. «Чӗвӗлпи. Щебетунья» ят панӑ кӑларӑма авторӑн сӑввисем кӗнӗ. Вӗсене чӑвашлран вырӑсла Светлана Гордеева поэт тата прозаик куҫарнӑ. Кӗнекене илемлӗ ӳкерчӗксемпе Екатерина Васильева капӑрлатнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова. «Чӗвӗлпи. Щебетунья» кӗнекене кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kingisepp.ru сайтри сӑн Шупашкарти банкра ӗҫлекен 53 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Малтан палалман ҫын шӑнкӑравласа сим-картта килӗшӗвне тӑсма тесе код калама ыйтнӑ. Унтан унӑн Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета такам кӗнӗ иккен. Ултавҫӑсем ӑна пӗтӗм укҫине «резерв счет» ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ, кайран тавӑрса пама шантарнӑ. Арҫын хӑйӗн пӗтӗм укҫине счет ҫинчен хывнӑ, кредит илнӗ, унсӑр пуҫне икӗ машинине йӳнӗ хакпа сутса янӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулмашкӑн Михаил Шпакова ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ. Михаил Шпаков – Ростов облаҫӗнчен, вӑл Вешенская станцӑра 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Питерти ШӖМ университетне пӗтернӗ. Прокуратура органӗсенче вӑл 2008 ҫултанпа ӗҫлет. Михаи Шпаков юлашки икӗ ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Тихвин хула прокурорӗнче ӗҫленӗ. Сӑмах май, унччен ЧР прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Илья Жилин пулнӑ. Вӑл пӗлтӗр кӗркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Патаккассинче пушар алхаснӑ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ. Пушар пирки ҫур ҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман. Шел те, 44 ҫулти кил хуҫи инкекрен ҫӑлӑнайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл, ахӑртнех, пирус туртнӑ, ҫулӑм ҫавӑнран тухма пултарнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 549 пушар пулнӑ, вӗсенче 32 ҫын вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Кӑҫал Вӑрнарти 1-мӗш шкул ҫумӗнче хушма ҫурт тума тытӑнӗҫ. Унта тепӗр 400 ача валли вырӑн пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ку шкулта 863 ача вӗренет. Пӗлӳ ҫуртне 1920 ҫулта хута янӑ. Ӑна пысӑклатасси пирки 2021 ҫултах калаҫу пулнӑ. Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑҫал утӑ уйӑхӗнче хушма ҫурт тума тытӑнасси пирки пӗлтернӗ. Ку ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлемелле. Сӑмах май, ҫак шкула 2020 ҫулта тӗплӗ юсама тытӑнӑ. Анчах авӑнӑн 1-мӗшӗччен ӗлкӗреймен. Ҫавна май район администрацийӗн пуҫлӑхне отставкӑна янӑ. Элтепер хушша-хуппа кӗрсен шкула юпа уйӑхӗн валли уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӗҫӗр 4,5 градус кӑна ӑшӑ пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӑм ӳкнӗ. Паян ҫӗрле те сивӗрех пулӗ. Ыран, ытларикун, кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкунран ҫуллахи пек ӑшӑ пуҫланӗ, кӑнтӑрла сывлӑш 20-25 градус таран ӑшӑнӗ, ҫӗрле – 10-15 градус таран. Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче 28 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртмен пӗрремӗш декадинче ҫуллахи пек ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
t.me/chuv_kray сӑнӳкерчӗкӗ Ӗпхӳ хулинче иртнӗ наци театрӗсен «Туганлык» фестивалӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Куккук куҫҫулӗ» спектакльне пысӑка хурса хакланӑ тесе пӗлтернӗ асӑннӑ учрежденин пресс-служби. Спектакльте Эльза сӑнарне калӑпланӑ Венера Пайгильдинӑна «За своеобразие актёрского воплощения» номинацире палӑртнӑ. «Кун пек пӗлтерӗшлӗ те сумлӑ фестивальте ҫавӑн пек хака тивӗҫни кирек епле артистшӑн та паха», — тенӗ артистка. «Куккук куҫҫулӗнчи» Венера Пайгильдина ӗҫне пӗлтӗр республикӑри «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире палӑртнӑ, 2022 ҫулта ӑна Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине панӑ, унсӑр пуҫне вӑл «Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ» пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |