Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: прокурорсем

Республикӑра
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Вӑрнарта пурӑнакансем такам пӑшалтан пенӗ сасса илтнӗ те кун пирки полицие пӗлтернӗ. Вӗсем пӑшал евӗр япала йӑтнӑ арҫынна та курнӑ.

Вырӑна полицейскисем тата район прокурорӗ ҫитнӗ. Пӑшаллӑ арҫын вара алӑка уҫма хирӗҫленӗ. Ҫавӑнпа йӗрке хуралҫисем ҫурта чӳрече урлӑ кӗрсе арҫыннӑн пӑшалне туртса илнӗ.

Перекенни – Хусанти 42 ҫулти арҫын, вӑл больницӑра шутра тӑрать. Халӗ тӗрӗслев пырать. Ӑна район прокурорӗ хӑй тӗрӗслесе тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/5450
 

Политика

Чӑваш Республикин прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулмашкӑн Михаил Шпакова ҫирӗплетнӗ. Ку хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ.

Михаил Шпаков – Ростов облаҫӗнчен, вӑл Вешенская станцӑра 1980 ҫулта ҫуралнӑ, Питерти ШӖМ университетне пӗтернӗ. Прокуратура органӗсенче вӑл 2008 ҫултанпа ӗҫлет.

Михаи Шпаков юлашки икӗ ҫулта Ленинград облаҫӗнчи Тихвин хула прокурорӗнче ӗҫленӗ. Сӑмах май, унччен ЧР прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Илья Жилин пулнӑ. Вӑл пӗлтӗр кӗркунне тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Пӑрачкав муниципаллӑ округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку тивӗҫе Алексей Мочалова шаннӑ. Унччен вӑл Элӗк муниципаллӑ округӗн прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.

Алексей Валерьевич 1982 ҫулта Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ. 2005 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне пӗтернӗ. Ҫавӑн чухнех вӑл прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ.

Сӑмах май, Пӑрачкав тӑрӑхӗнче унччен Сергей Парамонов прокурор пулнӑ. Кӑҫал ҫулла ӑна Вӑрнар муниципалитет округӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарӑн ҫӗнӗ прокурорне ҫирӗплетни пирки пӗлтернӗччӗ.

 

Сывлӑх
astanatv.kz сӑнӳкерчӗкӗ
astanatv.kz сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен прокурорӗ Андрей Фомин шывра ишнӗ чухне вилнӗ. Вӑл Атӑл урлӑ ишсе каҫакансен мероприятине ҫулсерен хутшӑннӑ. Кӑҫал та вӑл 2200 метра ишес тенӗ.

Прокурор ҫыран хӗрне 150 метр ишсе ҫитеймен. Арҫынна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗрне илсе тухнӑ вӑхӑта вӑл тӑнне ҫухатма ӗлкӗрнӗ. Унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн тухтӑрсем нумай тӑрӑшнӑ. Анчах пулӑшма май килмен. Унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.

Чӑваш Ен прокурорӗ сарӑмсӑр вилсе кайнӑшӑн Раҫҫей генпрокурорӗ Игорь Краснов хурланнине пӗлтернӗ.

Андрей Фомин 1965 ҫулта Владимир облаҫӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Ен прокуратурине ертсе пыма ӑна 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шаннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://astanatv.kz/ru/news/87996/
 

Республикӑра

Ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Атӑлҫи транспорт прокуратурин Чӑваш Енри прокурорӗпе Чӑваш Республикин Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Ку должноҫе Александр Кудряшов йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ прокурор ҫинчен Атӑлҫи транспорт прокурорӗ Дмитрий Конош каласа кӑтартнӑ. Вӑл Кудряшов пирки профессионал, прокуратура умӗнчи тӗллевсене тивӗҫлипе пурнӑҫлама пӗлекен ҫын тесе ырланӑ.

Александр Кудряшов Чӑваш Енри Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 2003 ҫултанпа тӑрӑшать. Карьерӑна Чӑваш Енри транспорт прокурорӗн ҫумӗнчен тытӑннӑ. 2016 ҫулта ӑна Мари Элти транспорт прокурорӗ пулма шаннӑ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 17

1926
99
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
91
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
91
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
24
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть