Хулара
vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьелти бульдозерист программист профессине алла илет. Ҫамрӑк арҫын пӗр вӑхӑт ӗҫсӗр пурӑннӑ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен вырӑнти службӑра ӑна чуна ҫывӑх курс суйласа илме пулӑшнӑ, ҫапла вара Василий Кошкин «1С Программист» профессине кӑмӑлланӑ. Василий чылай ҫул Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче ӗҫленӗ, анчах кайран тӑван тӑрӑхра тӗпленме тӗв тунӑ. «Хальхи вӑхӑтра программӑлас ӗҫӗн никӗсне ӑша хыватӑп, даннӑйсен базипе ӗҫлетӗп. IT- специальноҫа ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫре усӑ курма пуҫлӑп», – хавхаланать Василий. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцалливӗҫтерекен комплекслӑ центрӑ стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан ватӑсем кашни тунтикун ал ӑсталӑхӗпе аппаланаҫҫӗ. Занятие Валентина Никитина инструктор ирттерет. «Ватӑ ҫынсем ӗҫе пуҫӑниччен хумханаҫҫӗ. Мантан пулмасть, эпӗ ӳкерсе курман текелесе именеҫҫӗ. Анчах эпӗ вӗсене туса пӑхма сӗнетӗп. Хам вара кирлӗ таран пулӑшса-кӑтартса пыратӑп, — тет Валентина Михайловна. — Пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланни ҫынна хавхалантарать, ватӑ ҫын та кун пек чухне маттур туять, хӑй пултарнине кура хавасланать». Ватӑсем тӗрлӗ сӑрӑпа ӳкереҫҫӗ, чустаран тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Тӗрленӗ картта музейӗ пулассине унчченех пӗлтернӗччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ун строительстви кӗҫех пуҫланассине хыпарланӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ. Музей картта вырнаҫмалӑх пулӗ - 250 тӑваткал метр. «Промсвязьбанк» спонсор пулӑшӑвӗ парӗ. Аса илтерер: Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑтланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
smartik.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вырӑс чӗлхипе ППЭ пулнӑ чухне Елчӗкре хӑйне евӗр лару-тӑру сиксе тухнӑ. Кун пекки унччен Воронеж облаҫӗнче те пулнӑ. Елчӗкри вӑтам шкулта 18 ҫул тултарман хӗрсен экзамена кӗрес умӗн хывӑнма тивнӗ-мӗн. Вӗсем аялти кӗпе таранах хывнӑ имӗш. Ку йӑлтах – экзамена кӗрес тесе. Ҫапла ытлашши япала йӑтса кӗресрен тӗрӗсленӗ. Кун хыҫҫӑн ачасен ашшӗ-амӑшӗ, 3 ҫын, прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Анчах шар курнисен йышӗ ытларах та пулма пултарать теҫҫӗ. Заявленире палӑртнӑ тӑрӑх, Рособрнадзор ӗҫченӗ ачасене ремень хывма, кӗпесене ҫӗклеме ыйтнӑ, туалетра 30 ҫеккунтран ытларах пулма ирӗк паман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Ҫӗмӗрле хулинче Октябрь урамӗнчи 10-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушара сӳнтерсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ. Палӑртмалла: иртнӗ эрнере Чӑваш Енре 46 пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр ҫын аманнӑ. Ытларах чухне пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Республикӑра 5 кун ӗнтӗ термометр 25 градус ытларах кӑтартать. Анчах хальлӗхе ҫумӑр дефицит. Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен йӗркеллӗ ҫумӑр ҫуман. Шел те, синоптиксем ҫывӑх вӑхӑтра та ҫумӑр пулмасса систереҫҫӗ. Вӑл вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫума пултарать. Ку эрнере республикӑра 23-28 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрлесерен 14-16 градус пулӗ. Ку нормӑран 3 градус ӑшӑрах. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк сивӗтмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
dobro.press сайтри сӑн Ҫак канмалли кунсенче Тӑвай округӗнче «Ялта чи лайӑххисем» агрослет иртнӗ. Кун пирки хыпарланӑччӗ. Кӑҫалхи агрослет ҫамрӑксен асӗнче чылайлӑха юлӑ ахӑртнех. Тӑвай округӗнче пурӑнакан Даниил Кириллов савнине Викторийӑна агрослетра качча тухма ыйтнӑ. Хӗр хирӗҫлемен. Пулас ҫамрӑк мӑшӑра ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче саламланӑ. «Туй сирӗн пӗрлехи пурнӑҫра ҫутӑ та паллӑ кун пулса тӑтӑр, кил вучахӗ ӑшӑлӑхпа тултӑр», - тесе ҫырнӑ Олег Алексеевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
narod-dok.ru сайтри сӑн Пӗтӗмлетӳ кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр Раҫҫейри 33 регион эрех ӗҫессипе «палӑрнӑ». Вӗсенче кӑтарту ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулнӑ. Ҫак йыша Чӑваш Ен те лекнӗ. Пирӗн регионта кӑтарту 2-2,5 хут пысӑкрах. Чи пысӑк кӑтартусем - Алтай, Красноярск крайӗсенче, Архангельск, Липецк, Новосибирск облаҫӗсенче. Ҫынсем ытларах этанолпа наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех денатурат, парфюмери, одеколон, чӳрече тасатмалли шӗвек, тормоз шӗвекӗ, тосол, этиленгликоль, метанол, 2-пропанол ӗҫсе аптӑраҫҫӗ-мӗн. Юлашки 10 ҫулта ҫӗршывра 116 пин ҫын эрех ӗҫсе вилнӗ. Ҫулсерен ҫак кӑтарту пӗчӗкленсе пынине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта общежитири пӳлӗм ҫуннӑ. Ку Кривов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсене пушар тухни пирки ирхи 5 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле чӳречерен ҫӑра тӗтӗм палкаса тухнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳлӗмри шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Телее, пушарта вилекен пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
«Химпром» сӑнӳкерчӗкӗ Ку инкек кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчех пулса иртнӗ-ха. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн инспекцийӗнче ҫак эрнере пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятири инкекре виҫӗ рабочи сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен пӗри вилнӗ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шар курнисем – Тутарстанри «Паколь» предприяти ӗҫченӗсем. Вӗсем гидроизоляци ӗҫӗпе аппаланнӑ чухне инкек тӳссе ирттернӗ. Техника шывне уҫласа кӑларнӑ чухне ҫавсем мотопомпа сӗрӗмӗпе наркӑшланнӑ. Вӗсенчен пӗри – вилмеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |