Республикӑра
"Контактри" сӑн «Ырӑ кун. Элӗк округӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче Паллӑ мар салтака халалласа лартнӑ палӑка ишсе антарнӑ. Вӑл 50 ҫул ытла ларнӑ. Юнтапа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ халӑха ӑна гипсран тунӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ асӑну комплексӗ тумалла тесе ишсе антармалла терӗ (экспертиза пулман). Курӑр-ха, палӑкран мӗнле мӑшкӑланӑ. Палӑкпа юнашар ҫырма пур, йӑлт ҫавӑнта кайса тӑкнӑ та тӑпрапа хупланӑ. Палӑк пуҫӗ, ытти пайӗ уйрӑм выртать. Эпир ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта фашистсене ҫӗнтернӗ паттӑрсене пуҫ тайма ҫӳренӗ, чечек хунӑ. Ҫакӑн пек тискерлӗхе курсан чун юнпа тулать. Палӑк юлашкисене пӑхсан ӑна гипсран туманни паллӑ. Ахӑртнех, бетонран. Ӑна юсаса ҫӗнетнӗ тӗк вӑл нумай ҫул ларӗччӗ», - ҫапла ҫырна «Контактри» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑнра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, ЧР Элтеперӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн лашапа чупса ӑмӑртӗҫ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тупӑшу иккӗмӗш хут пулӗ. Ӑмӑрту Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн ача-пӑча спорт шкулӗ ҫумӗнче иртӗ. Лапама 10 пин ытла куракан вырнаҫма пуларать. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти лашапа чупакан спортсменсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян кӑнтӑрла Ҫӗмӗрле округӗнчи Мисчӗ ялӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫуннӑ. Пушарнӑйсем ҫитнӗ тӗле ҫулӑм пӗрремӗш хутри отделкана тата иккӗмӗш хута хӑпармалли картлашкана ярса илнӗ. Пушара сӳнтерекенсем иккӗмӗш хутра 15 ҫулти хӗрачана тупнӑ, ӑна тухтӑрсен аллине панӑ. Анчах, шел те, ӑна ҫӑлма май килмен - вӑл вилнӗ. 13 сехет те 2 минутра пушара сӳнтернӗ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
www.zp21rus.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн, «Хыпарӑн», никӗслевҫи ҫуралнӑранпа 146 ҫул ҫитнине халалласа Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Купӑрля ялӗнче митинг иртнӗ. Николай Никольский — чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, историк, этнограф, общество ӗҫченӗ. Купӑрляри Н.В. Никольский ячӗллӗ паркри уява вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Муркаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов, пырса ҫитнӗ. Хӑнасен йышӗнче Никольский эткерлӗхне тӗпчесе кӗнеке кӑларнӑ Алексей Леонтьев та (вӑл халӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ) пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
www.zp21ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ патӗнчи уҫланкӑра Акатуй иртӗ. Уява муркашсем ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ уява ҫурхи ака-суха ӗҫне вӗҫлесен ирттереҫҫӗ. Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ, 12 сехет те 30 минутра уҫланкӑра концерт пуҫланӗ. Сцена ҫине малтан округри пӗрлештернӗ хор тухӗ, унтан – тӗрлӗ коллектив. Спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Канаш» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Севок сухана республикӑри кӑнтӑр енче районсем ҫеҫ мар, Канаш тӑрӑхӗнче те ӳстереҫҫӗ. «Канаш» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «сухан туса илесси халӗ канашсемшӗн те ҫӗнӗлӗх мар. Ҫак пахча-ҫимӗҫпе пирӗн тӑрӑхра «Канмаш» агрофирма ӗҫлет. Севок сухана ҫӗр ӗҫченӗсем пӗлтӗр вӑрӑран пуҫласа акнӑ. Унӑн лаптӑкӗ Катек ялӗ ҫывӑхӗн-чи уйра 10 гектар йышӑннӑ». Сухана ҫумласа тата шӑварса тӑнӑ. Кашни гектартан 120 центнер сухан пуҫтарса кӗртнӗ. Пӗлтӗр вӑрӑран туса илнӗ севок суханӑн вӑрлӑхне ҫак кунсенче лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кандинский бот ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хаҫатра ӗҫлекенсем «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята час-часах тивӗҫеҫҫӗ. Олег Николаев Элтепер ҫак эрнере республикӑри тата тепӗр икӗ хаҫатҫӑна ҫав ята парас тенӗ. Вӗсенчен пӗри — «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Валентина Багадерова, тепри – Канаш районӗнчи «Канаш» хаҫата кӑларакан редактор Артемий Мясников. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Тӗплӗ юсав фончӗн» директорне Светлана Барановӑна хушупа ӗҫрен кӑларнӑ. 56 ҫулти Светлана Баранова ку должноҫре 2022 ҫулхи кӑрлачранпа ӗҫленӗ. Кунта киличчен вӑл ҫакнашкал тытӑмрах Севастопольте вӑй хунӑ, анчах ертӳҫӗсен асӑрхаттарӑвӗсем хыҫҫӑн ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Тӗплӗ юсав фондӗнче» ухтарусем пулнӑ. Пӳлӗмсенче документсене тӗрӗсленӗ. Светлана Барановӑна ун чухне допроса та илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
елеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналти сӑнӳкерчӗк Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑ ялӗнче тавра пӗлӳпе этнографи музейӗ пур. Ӑна вырӑнти Елена Васильева йӗркеленӗ. Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн ашшӗ-амӑшӗ лартнӑ ампара пӑсас килмен. Унта упранакан япаласене пӑрахас килмен. Ялти хастар хӗрарӑмсем ӑна музей тума сӗннӗ. Кайран унта ялӗпех экспонат йӑтса пыма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
t.me/nikamran каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ «ТНТ» телеканалӑн «Титаны» реалити-шоуне хутшӑнать. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, «унта Раҫҫейри чи вӑйлӑ 99 ҫын чӑн мар ӑс-хакӑл хатӗрленӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫлӗ, ҫав йышра – пирӗн ентешӗмӗр Дарья Нагорная та. Пур хӑнӑхтарӑва та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ атлет чи вӑйли ятне тивӗҫӗ тата 10 млн тенкӗллӗ пулӗ». Дарья Нагорная – Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионки тата спорт гимнастики енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |