Ҫутҫанталӑк
Паян ӑшӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран тата ӑшӑрах пулӗ. Анчах каҫ енне сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑр округсенче юнкун та ҫума пултарать. Кӗҫнерникун кӑнтӑрла 13-15 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрле – 3 градус. Хӗвел пӑхӗ. Ҫитес канмалли кунсенче 22-27 градус таран ӑшӑтӗ, уяр пулӗ, ҫил кӑштах вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче сивӗтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
"На связи" форумри сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Пӗчӗк Маклашки тата Пысӑк Маклашки ялӗсенче пурӑнакансене ҫул япӑххи кулянтарать. Вӗсем ку ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ирттернӗ тӳрӗ линие те янӑ. Сӑмах май, ун чухне Сӗнтӗрвӑррисенчен 55 ыйту килнӗ, 30 ытларахӑшӗ - ҫак ялсен ҫулӗпе ҫыхӑннисем. Тӳрӗ лини хыҫҫӑн вырӑнти администраци ҫак ҫулсене юсас тӗлӗшпе проектпа смета документацине хатӗрленине, вӗсене 2024 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче юсама палӑртнине пӗлтереӗ. Паянхи кун ӗҫсем мӗнлерех унта? «Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем ятарласа ҫав вырӑна ҫитнӗ. Нимӗн те улшӑнман, ҫул тата япӑхланнӑ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Лира Смирнова архивӗнче сӑнӳкерчӗксем Калининградри Светлогорск хулинче ҫу уйӑхӗн 17-18-мӗшӗсенче Раҫҫейри халӑхсен наци культурин ҫулсерен иртекен форумӗ пулнӑ. Унта Мускаври чӑваш культурин обществин делегацийӗ хутшӑннӑ. «Ентеш» фольклор ансамблӗ те кайнӑ. Делегацие маларах асӑннӑ обществин председателӗ Лира Смирнова ертсе пынӑ. Калининградри чӑвашсен «Туслӑх» организацийӗ илемлӗ экспозици хатӗрленӗ, чӑваш наци апат-ҫимӗҫне ас тивтерсе кӑтартнӑ, чӑваш сувенерине хатӗрлессипе ӑсталӑх сехечӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫур ҫӗрте М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл пушӑ пулман. Фура Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унти тиеве урӑх машина ҫине куҫарнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире никам та шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ Канаш, Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисене округсемпе пӗрлештересси пирки йышӑну тунӑ. Улатӑр тата Ҫӗмӗрле округӗсенче 20-шер депутат пулӗ, Канаш округӗнче - 31. Вӗсене пӗр мандатлӑ округсемпе виҫӗ ҫуллӑха суйлӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ - 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен. Ҫапла халӗ республикӑра уйрӑм статуслӑ икӗ хула ҫеҫ юлнӑ: Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть ӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ пӗр тӑван пӗр кунта 1,5 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав укҫан ытларах пайне вӗсем кивҫен илнӗ. Ултавҫӑсемпе ватӑсем пӗр хваттерте, юнашар пӳлӗмсенче, калаҫса ларнӑ. Йӗрке хуралҫисенчен 68 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен текен арҫын шӑнкӑравланӑ. Кинемее вӑл ун ячӗпе такам кредит илесшӗн тесе хӑратса ӳкернӗ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑм хӑйӗн 72 ҫулти аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫынна шанакан хӗрарӑм хӑйӗн телефонӗ ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ. Ултавҫӑсем кӗҫех аппӑшӗ патне те шӑнкӑравланӑ. Вӑл тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Вӑл та ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Ултавҫӑсене иккӗшӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫан пысӑк пайне кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Улатӑр округӗнчи Алтышево ялӗнче упӑшкипе арӑмне вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Кайран ҫав ҫынсем вӗсен машинипе тарнӑ, ӑна хула хӗррине лартса хӑварнӑ. Упӑшки - усламҫӑ, арӑмӗ кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене персе вӗлернӗ, унтан ҫуртне чӗртсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм, бухгалтерта ӗҫлекенскер, ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл палламан ҫынсем каласа тӑнипе темиҫе кредит илнӗ. Пӗтӗмпе - 905 пин тенкӗ. Ҫак укҫана вӑл йӑлтах темӗнле счетсем ҫине куҫарнӑ. Ун патне малтае пуҫлӑхӗнчен смс-ҫыру килнӗ, лешӗ палламан ҫынсем шӑнкӑравласан итлеме хушнӑ. Чӑннипе вара вӑл ултавҫӑ пулнӑ. Банксенчен кредит илнӗ чухне хӗрарӑм укҫа машина тата гараж илме кирлӗ тесе каланӑ. Унтан ултавҫӑсем амӑшӗн счечӗ те хӑрушлӑхра пулнине пӗлтернӗ. Хӗрӗ амӑшӗ патне кайнӑ. Амӑшӗ вара ӑна ултавҫӑсем пирки ӑнлантарнӑ, полицие кайма хушнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти кинемейсем илемлӗ сумкӑсемпе клатчсем ҫыхаҫҫӗ тата ҫӗлеҫҫӗ. Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ. Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сумкӑсем ҫӗлеме тата ҫыхма кӑҫалхи ҫуркунне тытӑннӑ. Ал ӗҫне ватӑсене Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ. «Тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпӗ машиностроени сферинче ӗҫленӗ. Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен. Пӳрнесене вылятни пуҫ мимимшӗн те усӑллӑ», — тет 63 ҫулти Светлана Романова ал ӑсти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта «ГолосА» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Культура мероприятийӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче пулӗ. Унӑн формачӗ хӑйне евӗр: музыка, вокал, тӗрлӗ хускану, живопись, сӑвӑсем, поэзире пирвайхи утӑмӗсене тӑвакансемпе тӗлпулусем. Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ – поэзи спектаклӗсем. Вӗсене поэтӑн хӗрӗ, актриса, режиссер, поэт, Вероника Айги хатӗрленӗ. Ӑна унӑн «Хористки» проектне (Мускав) хутшӑнакансем кӑтартӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 16.00–18.00 сехетсенче, «День присутствия всех и всего» музыкӑпа поэзи перформансӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. 19.00-20.30 сехетсенче Камера театрӗнче «Хористки» ушкӑн «Т.Ч.К.» спектакль кӑтартӗ. Режиссёрӗ – Вероника Айги. Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ вулавӑшра 14.00-15.00 сехетсенче «Поклон – пению» спектакль пулӗ. Ӑна Геннадий Айхи хайлавӗпе Вероника Айги режиссер хатӗрленӗ. Куракансем умне «Хористки» ушкӑн тухӗ. 15.00-16.00 сехетсенче «ГолосА» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, Г. Айги ячӗллӗ преми парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |