Культура
culture.cap.ru сӑӳкерчӗкӗ Мускаври Б.В. Щукин ячӗллӗ Театр институчӗ 2025 ҫулта чӑваш ҫамрӑкӗсене артист пулма тӗллевлӗ вӗрентсе кӑларма йышӑнӗ. Актёр пулас ӗмӗтлисене чӑваш сценин ӑстисем театр студийӗнче пултарулӑха туптама хӑнӑхтарӗҫ. «Тӗллевлӗ вӗренме илесси пирки нумаях пулмасть институт ректорӗпе, Раҫҫей халӑх артисчӗпе Евгений Князевпа тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ», — пӗлтернӗ республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова. Мускаври Театр институчӗ 12 ҫынна тӳлевсӗр вӗренме илме хатӗр. Актёр пулас ӗмӗтлисене кунти артистсем конкурс витӗр суйласа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Телеграмри t.me/SergeyKolyasnikov каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Раҫҫей Правительствине отставкӑна янӑ. Ку вӑл Владимир Путинӑн инаугурацийӗ хыҫҫӑн пулнӑ. Пӗлтерер: паян Владимир Путин черетлӗ 5 ҫуллӑха Президент тилхепине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тытрӗ. Ун хыҫҫӑн кивӗ Правительсьтвӑна отставкӑна янӑ. Ҫӗнӗ йыша кӗмелли министрсен кандидатурисене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑвай районӗнче М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫула тунӑ чухне ваннӑ ҫула юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ ӗҫе «Энӗш» тата «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫулӑн Тӑвай районӗнчи пайӗнче пурнӑҫлаҫҫӗ. «Энӗш» ҫул ҫинчи 5 пин тӑваткал метр ытла лаптӑк ҫинчи кивӗ асфальта илсе ҫӗнннине сарӗҫ, «Тӑвай-Чутей-Аслӑ Кайбицы» ҫул ҫинче – 35 пин тӑваткал метр. Юсав ӗҫне пурнӑҫлаканни — «Автодор» предприяти. ӖҪе пурнӑҫланине саплаштармалли тӑкака «М-12» ҫулӑн проектне тунӑ чухне пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Чапаев музейӗ 1974 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хута кайнӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ. Ыран музей юбилейне паллӑ тӑвать. Уява Василий Чапаевӑн мӑнукӗн мӑнукӗ ҫемйипе пӗрле килӗ. Александр Чапаев музея парне парассине пӗлтернӗ. Вӑл кӗтмен парне пулӗ, ун пирки ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑна паллӑ пулӗ. Ҫакна кӑна систернӗ: парне Василий Чапаевӑн аслӑ ывӑлӗпе Александр Чапаевпа, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Чапаев музейӗнче юсав тата реэкспозици тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ медальсене пама тытӑннӑ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тивӗҫнӗ. Медале 27 ветерана панӑ. Вӗсен йышӗнче – Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пурӑнакан 97-ри Аркадий Еремеев. Вӑл фронта 1944 ҫулта кайнӑ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Георгий Александров та медале тивӗҫнӗ. Вӑл – 96 ҫулта. Михаил Сорокин ҫитес ҫул юпа уйӑхӗнче 100 ҫул тултарать. Вӑл 16 ҫулта чухне Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Икӗ ҫултан ӑна ҫара илнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Михаил Григорьевича II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Ҫӗнтерӳ ҫурти» акци иртӗ. Шупашкарта вӑл каҫхи 9 сехетре Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ умӗнче пулӗ. Ҫак акци Раҫҫейӗпех иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен те унта хутшанӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче ҫынсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене асра тытса ҫурта ҫутӗҫ. Ҫунакан ҫурта – хӑйне евӗр «астӑвӑм кӗперӗ». Вӑл иртнипе хальхине ҫыхӑнтарать, истори астӑвӑмне ӑруран ӑрӑва парасси пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Пӳлӗмсенче кӑштах перепланировка тума палӑртнӑ. Пӗрремӗш хутра коворкинг-зона, виртуаллӑ музей, игротека, апатланмалли вырӑн тата буфет пулӗҫ. Палӑртмалла: ҫак ҫурта 1954 ҫулта Барташевич архитекторӑн проекчӗпе неоклассицизм стилӗпе тунӑ. Малтанах ӑна Ҫӗмӗрлери хими савучӗн клубӗ пек ҫӗкленӗ. Унтан ӑна хула фондне панӑ, 1963 ҫулта унта Пионерсен керменӗ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
flectone.ru сайтри сӑн ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарать. Ҫак ятпа банкет ирттересшӗн, унтан 500 ҫынна чӗнесшӗн. Ӑна ирттермешкӗн аукцион йӗркелеҫҫӗ. Малтан палӑртнӑ хак – 1 миллион та 314 пин те 200 тенкӗ. Аукциона ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хака мӗн кӗрӗ-ха? 500 бейдж, чӗнӳ хучӗ, сувенир ручкӑсемпе блокнотсем, фотограф, концерт программине йӗркелесе ирттересси, меню. Хӑнасене виҫӗ тӗрлӗ ассортипе, чӑвашсен икӗ ҫимӗҫӗпе /шӑрттан тата чӑкӑт/, такаран пӗҫӗрнӗ шӳрпепе, соусри буженинӑпа, пӗҫернӗ ҫӗрулмипе, ҫырларан янтӑланӑ вӗтӗ кукӑльсемпе, хуплупа, шывпа, кваспа, чейпе, кофӗпе, ҫыртмӑшсемпе хӑналасшӑн. Хальлӗхе банкет хӑҫан иртессине палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫанталӑк ака уйӑхӗнчи пек сивӗ тӑрать. Ӗнер кӑштах ӑшӑтнӑ-ха, анчах паян ав Атлантика циклонӗ килнӗ – кӑнтӑр районӗсенче ҫумӑр ҫунӑ, ҫурҫӗр енче – йӗпе юр. Ҫил вӑйланнӑ, вӑл кӑштахлӑха ӑшӑ илсе килӗ. Юнкун ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи районсенче йӗпе юр ҫӑвӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӗвеллӗ, анчах сивӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Юр вӑхӑтлӑха ирӗлмесен те пултарать. Ҫил ҫурҫӗр енчен ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ку эрнере питех ӑшӑтмӗ. Эрне вӗҫнелле кӑна 10-15 градус таран ӑшӑ пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче ҫӗрле шӑнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Геннадий Исаков сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫут ҫанталӑк тӗнчине тата уйрӑмах хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорийӗсене сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекци ӗҫченӗ сайра тӗл пулакан кайӑка ӳкерсе илме пултарнӑ. Геннадий Исаков куҫӗ тӗлне Хӗрлӗ кӗнекери хура аист лекнӗ. Ку кайӑк Чӑваш Енре кӑна мар, Раҫҫейӗн Европа пайӗнче те питех те сайра тӗл пулать. Аист Чӑваш Енре йӑва ҫавӑрнине юлашки хутчен иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче асӑрханӑ. Юлашки ҫулсенче ҫав кайӑка пирӗн тӑрӑхра каллех куркалама пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |