Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш тӑрӑхӗ" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем
Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш тӑрӑхӗ" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енри Светлана Ярандайкина стюардесса чи хитре стюардессӑсен шутне лекнӗ. Хӗр «Топ стюардесс – 2024» илем конкурсӗн ҫурма финалне кӗнӗ.

Светлана 20 ҫултанпа борт проводника ӗҫлет. Унтанпа вӑл 4 пине яхӑн сехет вӗҫнӗ. Халӗ вӑл тӗнчери авиакомпанисен чи хитре те чи профессионал бортпроводникӗсен конкурсне хутшӑнать.

«Конкурса эпӗ тӑван Шупашкар хулин ячӗпе хутшӑнатӑп. Хам вара чылай ҫул ӗнтӗ Мускавра пурӑнатӑп. Тӑван тӑрӑха вӗҫнӗ чух чун хумханать, чӑвашша калаҫнине илтсен ачалӑха аса илетӗп», – тет чипер пике.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_14042
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗ «Культура» наци проекчӗпе ҫӗнӗ музыка оборудованийӗ туяннӑ. Федераци укҫисӗр пуҫне республикӑн Культура министерстви те укҫа уйӑрса пулӑшнӑ иккен.

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ҫавсен хӑтлавӗ иртнӗ.

Музыка инструменчӗ, оборудовани тата вӗренӳ материалӗ туянма 3,4 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Ҫав укҫапа 10 единица музыка инструменчӗ (пианино, баритон, тенор, туба, тромбон, саксофон, труба, флейта), 1 ноутбук тата 75 вӗренӳпе меслет пособийӗ илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар тӑрӑхӗнче пурӑнакан 63 ҫулти сунарҫӑна 40 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

Ҫав арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 318-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн суд тенкелӗ ҫине лартнӑ.

Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх,  пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче арҫын Ишлей патӗнчи сунар ҫӗрӗ ҫинче ҫӳренӗ. Унӑн автомобиль салонӗнче авӑрланӑ пӑшал (вӑл ятарлӑ сумкӑра выртман) пулнӑ. Ку вӑл саккуна административлӑ майпа пӑсни пулать.

Сунарҫӑна Чӗрчунсен тӗнчине тата ятарласа хӳтӗлемелли ҫутҫанталӑк территорине сыхлас тата упрас енӗпе ӗҫлекен дирекци инспекторӗ тытса чарнӑ. Хӑйне административлӑ майпа явап тыттарассине пӗлсен 63 ҫулти арҫын инспектора хирӗҫ тӑнӑ. Апла пулин те инспектор парӑнман.

 

Республикӑра

Паян 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене суйламалли юлашки кун. Сасӑлав онлайн мелпе пырать: https://21.gorodsreda.ru/. Сасӑласа юлӑр!

Шупашкарта пурӑнакансене Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварне е Максимов аллейине суйлама сӗннӗ. Хальлӗхе 51,4 пин ҫын сасӑланӑ. Хӑшӗ ҫӗнтерни паллӑ мар.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ытларах Собор лапамне илем кӳрессишӗн сасӑланӑ.

Кӑҫал сасӑлава 55 объектпа дизайн-проекта сасӑлава тӑратнӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра республикӑри муниципалитетсем те хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ. Хальхи вӑхӑтра унта Патӑрьел округӗ ӗҫлет.

Ҫу уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче - Улатӑр округӗ, ҫу уйӑхӗн 10-12-мӗшӗсенче - Улатӑр хули, ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 2-мӗшӗччен - Шупашкар хули, ҫӗртмен 3-9-мӗшӗсенче - Ҫӗрпӳ округӗ, ҫӗртмен 11-13-мӗшӗсенче - Сӗнтӗрвӑрри округӗ, ҫӗртмен 14-16-мӗшӗсенче - Куславкка округӗ, ҫӗртмен 17-23-мӗшӗсенче - Ҫӗнӗ Шупашкар хули, ҫӗртмен 24-30-мӗшӗсенче - Етӗрне округӗ, утӑ уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче Вӑрнар округӗ хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_375429
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер ирхине Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пулнӑ аварие мӗнле тӗпченине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ. Авари ирхи 5 сехетре «Атӑл - Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче пулнӑ.

ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ. Унӑн спидометрӗ 170 ҫинче чарӑннӑ. Апла вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Хӑй водитель чӗрӗ юлнӑ, вӑйлӑ аманнӑ. Унӑн пассажирӗ тата «Лада Калина» водителӗ вырӑнта вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Кӗҫех «Раҫҫей мисӗ - 2024» илем конкурсӗ иртӗ. Кам хӳтӗлӗ-ха пирӗн республика чысне?

Нумаях пулмасть регион шайӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен мисӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта Шупашкарта пурӑнакан Алла Кадеева ҫӗнтернӗ. Вӑл - 17 ҫулта. Шӑпах вӑл Раҫҫей шайӗнче иртекен илем конкурсне пирӗн республика чысне хӳтӗлеме кайӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_375307
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ лартнӑ «Король Лир» спектакль «Атӑлҫи театр сезонӗ» фестивальте икӗ награда ҫӗнсе илнӗ. Вӑл ҫак кунсенче Самар облаҫӗнче иртнӗ.

«Пукане театрӗнчи чи лайӑх арҫын ролӗ» номинацире Лир король рольне вылянӑ Юрий Филиппов тивӗҫнӗ. «Пукане театрӗнчи чи лайӑх ҫамрӑк актриса» номинацире Корделия рольне калӑпланӑ Эльвира Соколова мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_375317
 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарта пурӑнакан пӗчӗк Аделина Ертмакова ҫӗнӗрен ҫуралнӑ темелле. Остеопетрозпа чирлӗ ачана ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Израильти тухтӑрсем операци тунӑ, шӑмӑ мимине куҫарса ларнӑ.

Паллах, операци тӳлевсӗр. Ертмаковсене ырӑ ҫынсем пулӑшнӑ. Ҫапла операци валли 23 миллион тенкӗ пухнӑ.

«Ҫӗнӗ клеткӑсем хӑвӑрт вӑй илессе, Адель сывӑ пуласса шанапӑр. Тавах сире хавхалантарнӑшӑн, пулӑшнӑшӑн», -тенӗ Аделинӑн амӑшӗ.

Ҫак операци ачана малалла тулли пурнӑҫпа пурӑнма май парать. Халӗ малта - нумая тӑсӑлакан реабилитаци.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_66837
 

Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Шупашкарта «Йытӑсен парачӗ» иртнӗ. Хуҫисем вӗсенк регистрациленӗ те «Каскад» суту-илӳ центрӗ патне пынӑ, унтан кӳлмекри юрӑ уйӗ патне утнӑ. Унта вара концерт пулнӑ.

Пнтӗмпе 600 ытла йытӑ параа хутлӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ хуларан, тӗрлӗ ӑратлӑ пулнӑ. Йытӑсене уяв тумӗ тӑхӑнтартнӑ.

Кунашкал парад кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫӗсем вӑл ҫулсеренех пуласса шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/95905
 

Страницӑсем: 1 ... 170, 171, 172, 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, [180], 181, 182, 183, 184, 185, 186, 187, 188, 189, 190, ... 3798
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 29

1885
139
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...