Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Килес ҫул пирӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулипе Мари Элти Юрино хушшинче «Метеор» ҫӳреме пуҫлӗ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов «ТАСС» информаци агентствине пӗлтернӗ.
Чулхулари «Водолет» компани Шупашкартан Мари Элти Юринӑна илсе ҫӳреме тытӑнӗ. Унта Шереметев замокӗ вырнаҫнӑ.
«Метеор» асӑннӑ маршутпа ҫеҫ хутлӗ-и е Чулхуларан Хусана кайнӑ чухне ҫула май чарӑнӗ-и — министр кун пирки пӗлтермен.
Пӗлтӗртен пирӗн республикӑран шыв тӑрӑх Хусана тата Свияжска «Валдайсем» хутлаҫҫӗ. Вӗсемпе халӑх йышлӑ ҫӳрет.
Чӑваш Енре юханшыв транспорчӗпе ҫула тухакансем йышлӑ. Кӑҫал унпа 90 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Кун пирки республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫынсем юханшыв транспорчӗпе уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кун пек пулӑшупа 38 пин ытла ҫын усӑ курнӑ. Регионсем хушшинчи маршрутсемпе хутлакан хӑвӑрт ҫӳрекен карапсемпе 26 пин ытла пассажир ҫула тухнӑ.
«Шупашкар — Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗ» маршрута ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче хупнӑ, «Шупашкар — Хусан» тата «Шупашкар — Свияжск» маршрутсене — авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче.
Ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме илсе каякан пӑрахутсем авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫӳрӗҫ.
Шыв айӗнчи ҫунатсемлӗ «Валдай45Р» хӑвӑпт ҫӳрекен катерсем кӑҫал та ҫӳрӗҫ. Вӗсем паян Шупашкара килсе ҫитнӗ. Катерсем ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫула тухӗҫ.
Шупашкартан Хусана ҫитме билет хакӗ 630 тенкӗ тӑрӗ, 6-10 ҫулсенчи ачасемшӗн 315 тенкӗ тӳлемелле.
Катерсем Шупашкартан Хусана кашни кунах ирхи 8 сехетре тата кӑнтӑрла иртни 16 сехетре хускалӗҫ. Хусантан та ҫав вӑхӑтрах тухса килӗҫ.
Катерсем Свияжска та ҫӳрӗҫ.Унта ҫитме те блет хакӗ Хусана кайнӑ чухлех. Анчах ҫула шӑматкунпа вырсарникунсерен тухӗҫ. Шупашкартан 8 сехетре тапранса кайӗ, Свияжскран — 14 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма май пур. Свияжска каяс тесе онлайн илме май килмӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен «Валдай» карапсен расписанийӗ ылмашӗ. Вӗсен каҫхи рейсӗсем пӗр сехет иртерех пулӗҫ.
Аса илтерер: хальхи вӑхӑтра карапсем Шупашкартан Хусана тата Хусантан Шупашкара килме 8 сехетре тата 16 сехетре тухаҫҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн «Валдайсен» каҫхи рейсӗсем улшӑнӗҫ, карапсем пӗр сехет маларах (хальхи 16 сехет вырӑнне 15 сехетре) хускалӗҫ.
Сӑмах май каласан, вырсарникунсерен ҫӳрекен «Свияжск–Шупашкар» маршрутра та улшӑну пулса иртӗ.
«Шупашкар – Хусан – Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен шыв транспортӗнче ырантан, утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен, улшӑну пулса иртӗ. Халӑх ҫул ҫӳреме питӗ юратнине кура пӗр вӑхӑтра икӗ «Валдай-45Р» карап ҫӳрӗ.
Маршрут расписанийӗ улшӑнмӗ. Карапсем Шупашкартан кашни кунах 8 сехетре тапранса кайӗҫ, Хусантан – 16 сехетре.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче сутаҫҫӗ.
«Шупашкар – Свияжск – Шупашкар» маршрутпа карапсем вырсарникунсерен ҫӳреҫҫӗ.
Ытти маршрутпа карапсем вӑхӑтлӑха ҫӳремӗҫ.
Шупашкартан ҫитес кунсенче «Валдай» карапсем ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнӗҫ.
«Ҫывӑх вӑхӑтра, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче, тата тепӗр 4 направленипе маршрутсем уҫӑлӗҫ: Шупашкар — Козьмодемьянск — Макарьев мӑнастирӗ, Шупашкар — Юрино, Шупашкар — Чулхула, Шупашкар — Сӗнтӗрвӑрри — Свияжск.
Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш карапӑн экипажӗ ҫула тухма хатӗрленет», — тенӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов.
Хальлӗхе «Валдай» Хусана ҫӳрет. Пилӗк кунта вӑл 403 пассажира турттарнӑ.
Аса илтерер: карап Шупашкартан 8 сехетре ҫула тухать те Хусана 11 сехете ҫитет, Хусантан 16 сехетре хускалса Шупашкара 19 сехет валли ҫаврӑнса ҫитет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |