Шупашкартан ҫитес кунсенче «Валдай» карапсем ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнӗҫ.
«Ҫывӑх вӑхӑтра, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче, тата тепӗр 4 направленипе маршрутсем уҫӑлӗҫ: Шупашкар — Козьмодемьянск — Макарьев мӑнастирӗ, Шупашкар — Юрино, Шупашкар — Чулхула, Шупашкар — Сӗнтӗрвӑрри — Свияжск.
Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш карапӑн экипажӗ ҫула тухма хатӗрленет», — тенӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов.
Хальлӗхе «Валдай» Хусана ҫӳрет. Пилӗк кунта вӑл 403 пассажира турттарнӑ.
Аса илтерер: карап Шупашкартан 8 сехетре ҫула тухать те Хусана 11 сехете ҫитет, Хусантан 16 сехетре хускалса Шупашкара 19 сехет валли ҫаврӑнса ҫитет.