Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ спортсмен Даурен Куруглиев Парижра иртекен Олимп вӑййисенче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл университетран 2016 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Пӗлтӗртенпе Даурен ӑмӑртусенче Греци чысне хӳтӗлет. Ҫурлан 9-мӗшӗнче вӑл Сан-Маринӑри спортсменпа кӗрешсе ӑна ҫӗнтернӗ.

Даурен Дербентра ҫуралнӑ. Национальноҫпе вӑл — лезгин. Ашшӗ амӑшӗпе чылай вӑхӑт Казахстанра пурӑннӑ.

 

Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Етӗрне хулинче пурӑнакан ветеран Иван Ермолаев 105 ҫул тултарнӑ. Иван Васильевич Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1939 ҫулта ӑна салтака илнӗ. Киле таврӑнма ӗлкӗреймен - вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Вӑл Чехословакие ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӗве Хемниц хулинче кӗтсе илнӗ. 1946 ҫулта аслӑ старшинана демобилизациленӗ.

Иван Васильевича I степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе, «Паттӑрлӑхшӑн» медальпе чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-197770755_13037
 

Персона
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Шупашкар округӗнчи Чаканарта пурӑнакан Николай Фомиряков ОТР телеканалти кӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Вӑл тӗрлӗ япаларан инструментсем ӑсталать. Ҫав шутра - пултӑранран, тростникран, тӗкрен. Унӑн хӑйӗн музыка пӗлӗвӗ ҫук, анчах республикӑра палӑрнӑ.

Николай Фомиряков - таврапӗлӳҫӗ, чӑваш историйӗпе культурин тӗпчевҫи, велоҫулҫӳревҫӗ, чылай кӗнеке авторӗ.

Сюжетпа аяларах кӑтартнӑ каҫӑпа кайса паллашма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16059
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Етӗрне муниципаллӑ округӗнче арҫын путса вилнӗ. Вӑл 33 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыранӑ.

Арҫын Ҫимеккасси ҫывӑхӗнчи пӗвере шыва кӗнӗ. Вӑл путни пирки ҫынсем пӗлтернӗ. Арҫынна ӗнер ҫӗрлечченех шыранӑ, паян ирхине ӗҫе малалла тӑснӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра чи лайӑх троллейбус водительне палӑртнӑ. Ҫак ята Самар хулинчи водитель Сергей Василенко тивӗҫнӗ.

Иккӗмӗш вырӑна Санкт-Петербургри Игорь Корнилов тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пирӗн ентеш, Эдуард Арсентьев, йышӑннӑ. Вӑл троллейбус водителӗнче 28 ҫул ӗҫлет. Унӑн «Аварисӗр ӗҫленӗшӗн» кӑкӑр палли те пур. Ҫӗнтерӳҫе - 300 пин, 2-мӗш, 3-мӗш вырӑнсене йышӑннисене 150 тата 50 пин тенкӗ панӑ.

 

Хулара

Паян Шупашкарти депутатсем хисеплӗ ята кама парассине палӑртнӑ. Унчченех пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сасӑлавра чи нумай сасӑ пухнӑ.

Паян депутатсем сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: Анатолий Аксакова ҫак хисеплӗ ята памаллах.

Палӑртмалла: Анатолий Аксаков 2022 ҫулта Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян республикӑра ҫумӑрлӑ ҫанталӑк хуҫаланать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫумӑр ҫӑвӗ, анчах паянхинчен сивӗрех пулӗ: аслатиллӗ ҫумӑр та ҫӑвӗ.

Вырсарникун уяртӗ, сывлӑш 19-24 градус таран ӑшӑнӗ. Анчах тунтикун каллех циклон килӗ, каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Шупашкарта 5 кунра пӗр тӑваткал метр лаптӑк ҫине 35 литр шыв ӳкме пултарать.

Эрне варринче хушӑран кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ, хӗвел пӑхӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗрен кӑнтӑрласерен 18-23 градус кӑна ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 10 градус.

 

Республикӑра
ria56.ru сайтри сӑн
ria56.ru сайтри сӑн

Паян япӑх ҫанталӑка пула тӑватӑ округри 9 ялта ҫутӑ сӳннӗ. Пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын электроэнергисӗр юлнӑ.

Ҫутӑ Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш тата Элӗк округӗсенчи 1187 кил-ҫуртра ҫук. Ҫынсене электроэнерги парас тӗлӗшпе 8 бригада, 25 ҫын, 8 техника ӗҫлет. Ку ӗҫене ҫитес вӑхӑтра вӗҫлеме шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/GKCHS
 

Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекенсене хавхалантарӗҫ. Вӗрентекен кунӗ тӗлне вӗсене 200 пин тенкӗ парӗҫ.

Вӗсен йышӗнче - Чӑваш Енри 11 педагог.

200 пин тенке Шупашкарти Татьяна Андреева, Михаил Зыков, Александр Григорьев, Елена Михайлова, Алевтина Калинина, Ирина Диарова, Анжелика Панкратова, Ҫӗмӗрле округӗнчи Татьяна Надеева, Йӗпреҫ округӗнчи Алена Ядрицова, Элӗк округӗнчи Альжбета Краснова, Ҫӗнӗ Шупашкарти Екатерина Владимирова тивӗҫӗҫ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушӑва алӑ пусса Сергей Лекарева промышленноҫ министрне ҫирӗплетнӗ. Вӑл унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе, ҫак ведомство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ. Паянтан вара - официаллӑ майпа министр.

Сергей Лекарев малтан патшалӑх службинче ӗҫленӗ, унтан усламҫӑ пулнӑ, каярахпа «Чӑвашавтодор» тӗп директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. 2020 ҫулта пуш уйӑхӗнче вӑл тин кӑна йӗркеленӗ Промышленноҫ министерствине ӗҫлеме килнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, 173, 174, 175, [176], 177, 178, 179, 180, 181, 182, 183, 184, 185, 186, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...