Раҫҫейре
vk.com/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан ултӑ ҫулти хӗрача тӗнчери FASHION модель пулса тӑнӑ. «Тӗнчери модель» илем конкурсӗ Мускавра иртнӗ. Унта Ксения Кудряшова «Тӗнчери FASHION модель 2024» ята тивӗҫнӗ. Хӗрача каланӑ тӑрӑх, виҫӗ кун сисӗнмесӗр иртнӗ. «Эпир fashion фотографсемпе тата видеографсемпе, педагогсемпе ӗҫлерӗмӗр, тӗрлӗ ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ ҫынсемпе ӗҫлерӗмӗр», — каласа кӑтартнӑ ача. Ксения — Шупашкарти 28-мӗш ача пахчине ҫӳрет. Спорт гимнастикипе, вокалпа кӑсӑкланать, фортепианӑпа калама вӗпенет, модель шкулне ҫӳрет. Ӳссен хӑйӗн салонне уҫасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
wkchr.rchuv.ru сайтри сӑн Элӗк округӗнчи Чулкаҫ ялӗнче пурӑнакан ветерана Андрей Аркадьева килӗ умне пырса Ҫӗнтерӳпе саламланӑ, концерт лартса панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнтерӳ ялавӗн копине, 30 метр тӑршшӗскере, ветеран патне илсе ҫитернӗ. «Священная война» юрӑ шӑраннӑ май инспекторсем ялава сарса хунӑ, Андрей Аркадьевича тата унӑн мӑшӑрне Нонна Семеновнӑна ҫапла каланӑ: «Равнение на середину!» Ветеран вӑрҫӑ вӑхӑтне аса илнӗ, Новороссийск патӗнче аманни ҫинчен каласа панӑ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑрсан та пултарулӑх коллективӗ ватӑсене патриотлӑх юррисемпе савӑнтарнӑ. Куракансем ял ҫыннисем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Маклашки ялӗнче «Аквакультура Марпосад» хуҫалӑхра форель ӗрчетме пуҫлӗҫ. Ҫӗнӗ производствӑна нумаях пулмасть хута янӑ. Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Обрядин пӗве пуллисене тахҫанах ӗрчетет. «Фермер шкулӗнче» вӗреннӗ хыҫҫӑн унӑн хуҫалӑхри ассортимента пуянлатас шухӑш ҫуралнӑ. Вӑл бизнес-план хатӗрлесе ЧР Ял хуҫалӑх министерствин 8 миллион тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Халӗ ав пулӑ цехӗ хута кайнӑ та. Ку хуҫалӑхра ҫулталӑкне 30 пин тонна пулӑ туса илесшӗн. Ку – малтан палӑртнинчен 5 хут ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти банксенчен пӗринче ӗҫлекен Людмила Симакова ултӑ ҫынна ултавҫӑсен капкӑнне лекессинчен сыхласа хӑварнӑ. Ҫапла майпа вара хайхисен 2 миллион та 300 пин тенки ют алла куҫса каяйман. Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче хӗр Шалти ӗсен министерствин Шупашкарти управленийӗ пуҫлӑхӗ Александр Темнов хӑй тав тунӑ. Людмила Симакова аслӑ менеджер хирурга ултавҫӑсене 460 пин тенкӗ куҫарса парассинчен тытса чарнӑ. Врач ялтан ятарласа хулана килнӗ, банка кайнӑ. Банкра ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ вӑхӑтра хӗр ултӑ ҫынна ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Вырӑс драма театрӗн артистки Лариса Родик паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 65 ҫул тултарнӑ. Лариса Родик 1959 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Хабаровск тӑрӑхӗнчи Вяземский хулинче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта вӑл Инҫетхӗвелтухӑҫ ӳнер институтӗнчен «Драма театрӗн тата кино артисчӗ» специальноҫлӑ дипломпа вӗренсе тухнӑ. Дипломлӑ актер Амур ҫинчи Комсомольск, Кинешма, Иваново, Норильск, Хабаровск хулисенчи театрсен сцени ҫинче вылянӑ. Шупашкара Лариса Родик 1997 ҫулта куҫса килнӗ. Вӑл вӑхӑтра Родик сцена ӑсти ятне илнӗ актриса пулнӑ ӗнтӗ. 2020 ҫулта сцена ӑсти «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнтерӳ кунӗнче ырӑ йӑлана малалла тӑсӗҫ – ретро-троллейбус хула урамӗсемпе ҫула тухӗ. 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорта 9-11 тата 14-17 сехетсенче ларма май пур. Ретро-троллейбуса «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра «Р» саспаллипе паллӑ тунӑ. Ӑна buscheb.ru сайтра та курма пулать. ЗИУ-5 троллейбус рейса 1964 ҫулта пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. Ӑна 2019 ҫулта юсанӑ. Унтанпа ӑна уявсенче маршрута кӑлараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
kingisepp.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри хӗрарӑм пая кӗрсе хваттер туяннӑ. Унта пурӑнма куҫнӑ та ҫакна асӑрханӑ: кӳршӗсен сассисем илтӗнеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл строительство компанийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ӗҫе пӑхса тухнӑ чухне хӗрарӑм калани тӳрре тухнӑ: хваттерте сасӑ изоляцийӗ япӑх пулнӑ, шав шайӗ нормӑран ытларах икенни те палӑрнӑ. Компание кун пирки асӑрхаттарнӑ, анчах вал хӑнк та туман. Суд хӗрарӑмӑн ӗҫне пӑхса тухсан ун майлӑ тӑнӑ: строительство компанине 202100 тенкӗ компенсаци тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
cap.ru сайтри сӑн ЧР Патшалӑх Канашӗ 30 ҫул тултарасси пирки кӑшт маларах пӗлтертӗмӗр. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн депутатсем Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче 30 ҫӑка лартнӑ. Ҫапла унта аллея ӳсӗ. «Аллея республикӑпа пӗрле ӳсӗ, ҫирӗпленӗ, эпир вара тӑрӑшӑпӑр», - тенӗ чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов. Сӑмах май, Патшалӑх Кнашӗ йӗркеленнӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалласа ун чухне республика Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевпа Правительство ҫурчӗ хыҫӗнчи велоҫул ҫинче Туслӑх аллейи пуҫарса янӑ. Ун чухне 33 вӗрене тата 9 чӑрӑш лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Река памяти» (чӑв. Астӑвӑм юханшывӗ) концерт пулчӗ. Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 79 ҫул ҫитнине халалланӑ. Концертра вӑрҫӑ ҫулӗсенчи юрӑсем янӑрарӗҫ, илемлӗ хореографи композицийӗсем кӑтартрӗҫ. Сцена ҫине «Суварята» халӑх ташшин ача-пӑча ансамблӗ, «ART NOVA» халӑх пултарулӑх студийӗ, «Этуаль» халӑх хореографи студийӗ, «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ, «Солнцеклеш» эстрада ташшин халӑх шкулӗ, «Тайны Востока» ташӑ шкулӗ, «Фантом» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ, «Бэби-шлягер» вокал студийӗн халӑх эстрада студийӗ тухрӗҫ. Чӗннӗ хӑнасем те пулчӗҫ: «Радость» ташӑ ансамблӗ, «Каприс» вокал ансамблӗ, «Мадригал» камера академи халӑх хорӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Маргарита Мельникова сӑнӳкерчӗкӗ Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 65 ветеран пурӑнать. Вӗсенчен чи асли – Етӗрнери Иван Ермолаев. Иван Васильевич кӑҫал 105 ҫултарӗ. Вӑрҫа хутшӑннисен арӑмӗсем республикӑра — 968-ӑн; 2,5 пине яхӑн тыл ӗҫченӗ, концлагерсенче ачалла пулнӑ 26 ҫын, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем 24-ӑн. Хальхи вӑхӑтра хулари тӳре-шара вӑрҫӑ ветеранӗсене киле ҫитсе саламлать. Паян ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова тата Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Аркадий Скворцов Агриппина Янукович патӗнче пулнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |