Персона
![]() Телеграмри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Республикин ҫар комиссарне Бахтиёр Холикова должноҫран хӑтарнӑ. Ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Сергей Сергеев подполковник пурнӑҫлӗ. Бахтиёр Холикова ҫак тивӗҫе 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе пурнӑҫланӑ. Унччен Чӑваш Республикин ҫар комиссариатне Александр Мокрушин ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Шуркасси ялӗнче пурӑнакан Анастасия Троицкая патшалӑх укҫипе усӑ курса чечек лавкки уҫнӑ. Хайпӑр ӗҫне хутшӑнакансене патшалӑх укҫа парса пулӑшассине илтсен вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул тытнӑ. Унта ӑна мӗн тумаллине ӑнлантарса панӑ. Хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ. Патшалӑх тата ҫемйи пулӑшнипе чечек лавкки уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Cap.ru видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен пӗтӗм тӗнчери ҫутӗҫ акцине хутшӑнса Географи диктанчӗ ҫырӗ. Унта хутшӑнакансем ҫӗршыв географийӗпе унӑн халӑхӗ, наци пуянлӑхӗ, кунта пурӑнакан чӗрчунсем, кунта ӳсекен ӳсентӑран ҫинчен хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартса пама пултарӗҫ. 40 задание 45 минутра пурнӑҫлӗҫ. Географи диктантне И. Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра (Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт) 12 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Антонина Андреева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейне поэзие юратакансене «Чун сасси» музыкӑпа поэзи каҫне йыхравлаҫҫӗ. Кун пирки учреждени ертӳҫи Антонина Андреева халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 14:00 сехетре пуҫланӗ. Музей Шупашкарти Ҫеҫпӗл урамӗ, 8-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() "Контактри" сӑн Паян Ҫӗмӗрле округӗн администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйланӑ. Ӑна округри депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче палӑртнӑ. Округ пуҫлӑхне суйласси пирки ыйтӑва пӑхса тухнӑ чухне конкурс комиссийӗ икӗ кандидата малалла кӗрешме ирӗк панӑ. Вӗсем – Эдуард Васильев тата Ольга Краснова. Сасӑлав иртнӗ хыҫҫӑн округ администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку пукана Эдуард Васильев йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Республикӑра ҫӗре шурӑ юр хупланӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ. Уйрӑмах чӳкӗн 7-8-мӗшӗсенче ӳкӗ. Эрнекун юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ, термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, 5-7 градус ӑшӑ пулӗ. Ахӑртнех, юр ирӗлсе пӗтӗ. Анчах сивӗ хӑвӑртах таврӑнӗ. Тунтикун тӑрук сивӗтӗ. Юнкун вара каллех ӑшӑтӗ, ҫил вӑйланӗ, юрпа ҫумӑр хутӑш ҫӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/chuvashiya_capru сайтри сӑн Шупашкар транспорт управленийӗнче водительсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май предприяти унта ӗҫлеме килекенсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, ача ҫуралсан 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ача 18 ҫул тултарман, вӑл вӗренет пулсан авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 5 пин тенкӗ илме пулать. Ҫавӑн пекех «Тусна илсе кил» акци пуҫарнӑ. Юлташне ӗҫлеме илсе килнӗ ӗҫчене 10 пин тенкӗ премипе хавхалантараҫҫӗ. Предприяти ӗҫченӗсен ипотекӑн пӗр пайнӗ саплаштарас мая, пӑхса тухать. Ку мерӑна ҫитес ҫултан йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Чӳк, уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар округӗнчи Анаткас-Марги ялӗнче 86 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Христина Васильева килтен ҫӑмӑл тумпах тухса, кайнӑ. Вӑл ӑҫта ҫӳренине унччен хӑй те ӑнланманни паллӑ. Кинемее тупнӑ. Шел те, вӑл чӗрӗ мар. Ӗнер унӑн виллине тупнине пӗлтернӗ. Кинемее Тутарстанри, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи нимеҫӗсем те шыранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта джаз музыкин фестивалӗ вӗҫленнӗ. Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх симфони капелли «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивальне джаз музыкине халалланӑ. Ҫав вӑхӑтра концертсене 1000 ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче джаз музыкин 5 концерчӗ иртнӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев «Великие имена джаза» программа хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паянхи уявпа саламланӑ. «Паян пирӗн ҫӗршывӑмӑр авалхи пысӑк пӗлтерӗшлӗ уява – Халӑх пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тӑвать. Ҫак кунсенче 412 ҫул каялла халӑх ополченийӗ Мускава поляк интервенчӗсенчен ирӗке кӑларнӑ. Халӑхӑн хӑватлӑ вӑйӗ Раҫҫей пӗрлӗхне тавӑрнӑ тата унӑн никама пӑхӑнманлӑхне упраса хӑварнӑ. Эпир хамӑрӑн йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыратпӑр, паян та пирӗн ентешсем алла хӗҫ-пӑшал тытса Тӑван ҫӗршыв чиккисене паттӑррӑн хӳтӗлеҫҫӗ. «Пурте пӗр ҫын пек – пурте пӗр шухӑшлӑ» – ҫакӑн пек пулнӑ 400 ҫул каярахри халӑх ополченийӗн йыхравӗ. «Эпир пӗрле», «Пӗрле» – тетпӗр эпир паян. Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн, яваплӑхӑршӑн тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнӑшӑн тав тӑватӑп», – тенӗ саламра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |