Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -9.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн

Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери чукун ҫул ҫинче 1997 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑма тиев турттаракан пуйӑс ҫапса кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.

Машинист ӑна таптаса каяс мар тесе пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Юрать-ха, хӗрарӑм чӗрех юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Спорт
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шӑматкун республикӑра йӑлана кӗнӗ «Нацисен кросӗ» иртӗ. Ҫавӑн чухнех Сывлӑхпа спорт кунӗ пулӗ. Ҫавна май спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех кӗме май пур. Анчах малтан спорт шкулӗсен, ФОКсен сайчӗсенче ҫырӑнмалла.

«Нацисен кросӗн» тӗп старчӗ 12 сехетре Шупашкарти Мускав ҫыранӗнче пулӗ. Унта хутшӑнакансем 1, 4, 6, 8 тата 12 ҫухрӑмсене парӑнтарӗҫ. Регистраци паян вӗҫленет. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче те регистрациленме пулать.

Чупакансен тухтӑртан илнӗ справка пулмалла.

 

Республикӑра
nalog.gov.ru сайтри сӑн
nalog.gov.ru сайтри сӑн

Вӑрнар округӗнче Ҫӗнӗ ҫул тӗлне тивӗҫлӗ канури 6 ҫын пенси укҫине илеймен. Мӗншӗн тесен ӑна почта уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ /халӗ вӑл ӗҫлемест/ хӑйен кӗсйине чикнӗ.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2023 ҫулхи раштавран пуҫласа 2024 ҫулхи кӑрлаччен ҫак пуҫлӑх вӗсемшӗн хӑй алӑ пусса укҫине хӑй илнӗ. Пӗтӗмпе – 197 пине яхӑн тенкӗ.

50 ҫултискер ҫапла тунине прокуратура палӑртнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Судра вал айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4615
 

Персона

Чӑваш Енри пике Светлана Ярандайкина Пӗтӗм тӗнчери «Стюардессӑсен топӗ» конкурс финалне лекнӗ. Пӗтӗмпе 2586 заявка килнӗ, Светлана – вӗсен йышӗнче.

Вӑл 20 ҫултанпа бортпроводникре ӗҫлет. Хальччен вӑл 4 пине яхӑн вӗҫеве тухнӑ. Светлана – Хӗрлӗ Чутай округӗнчен. Вӑл тахҫанах Мускавра пурӑнать.

Хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ене вӑл хаваспах вӗҫет, чӑвашла калаҫнине илтсен ачалӑха аса илет.

 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарта Президент бульварӗнче унччен банк пулнӑ вырӑнта ҫӗнӗ арт-объект лартнӑ. Вӑл кукша пуҫ евӗрскер, анчах унта - алӑ тупанӗсем. Тӗпӗ - гранитран. Ун ҫине ырӑлӑх пирки чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ.

Арт-объект авторӗ - Мускаври скульптор, Пӗтӗм тӗнчери ырӑлӑх академийӗн президенчӗ Григорий Потопцкий. Унашкал арт-объектсене 35 ҫӗршывра вырнаҫтарнӑ.

 

Хулара
Сӑнӳкерчӗкре - Савелий Иванов. «Контактри» сӑн
Сӑнӳкерчӗкре - Савелий Иванов. «Контактри» сӑн

Раҫҫейри паллӑ телеертӳҫӗ Дмитрий Хаустов Ҫӗнӗ Шупашкарта шкул ачисем валли ӑсталӑх класӗ йӗркеленӗ. Ӑна ҫынсем «Спокойной ночи, малыши!» кӑларӑмри Степашка тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.

Паллӑ телеертӳҫӗсен сӑн-сӑпатне епле тӑваҫҫӗ? Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче суяна епле пӗлмелле? Телекуравҫӑсем валли сюжета епле майпа ӗнентерӳллӗн кӑтартмалла? Нумай ыйтӑва сӳтсе явнӑ вӗсем.

Юлашкинчен ачасем Дмитрий Хаустовпа сӑн ӳкерӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuv_kray
 

Чӑваш чӗлхи
«Конактри» сӑн
«Конактри» сӑн

Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Николаева Хусанта иртекен «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне хутшӑнать.

Людмила Петровна – ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ педагог. Вӑл унӑн урокӗсем ачасене савӑнӑҫ кӳччӗр тесе тӑрӑшать.

Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ.

 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Тӑвай округӗнчи Татьяна Юркина сыр пӗҫерес енӗпе чӑн-чӑн ӑста. Качотта, сулугуни, халуми, ламбер… Тӗрлӗрен сыр хатӗрлет вӑл.

Татьяна Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗҫ ҫыннисем» конкурса хутшӑнма заявка панӑ. Вӑл «Ӗҫлӗ хӗрарӑм» номинацире тупӑшӗ.

Татьяна Юркина хӑйӗн ӗҫне аталантарма патшалӑхран пулӑшу илнӗ. 2023 ҫулта унӑн предприятийӗнче 800 килограма яхӑн сыр тунӑ. Кӑҫал вара ку кӑтартӑва тата пысӑклатасшӑн. Унӑн сырӗсене Вӑрмар, Тӑвай, Канаш Ҫӗрпӳ, Патӑрьел округӗсенче, Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем юратса ҫиеҫҫӗ.

 

Чӑвашлӑх
«На связи» форумри сӑн
«На связи» форумри сӑн

Шупашкарти кӳлмекре чӑваш кӗпине тӑхӑннӑ хӗрӗн мини-скульптури вырӑн тупнӑ. Хула 555 тултарнине халалласа ултӑ кӳлепе вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку – вӗсенчен пӗри.

Статуэтка тӗп пляж ҫывӑхӗнче ларать. Ӑна бетон карта ҫумне ҫирӗплетнӗ. Вӑл «Чиперук Пӑлаки» (вырӑсла «Красавица Плаги») ятлӑ. Ун ҫумӗнче QR-код пур, ун ҫине телефон камерипе тӗллесен вӑл чӑваш юмахӗнчи сӑнар пулнине пӗлме май пур.

Кӳлмекре мини-статуэткӑсем татах пур: Уйӑх ҫинчи хӗр, Нарспи тата Сетнер, Тилӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
"Подслушано Новый город" пабликири сӑн
"Подслушано Новый город" пабликири сӑн

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хӗр 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, 16 ҫултискер вилнӗ.

Ку инкек Шупашкар проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче каҫхи 10 сехетре пулнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 99, 100, 101, 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, [109], 110, 111, 112, 113, 114, 115, 116, 117, 118, 119, ... 3837
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 25

1913
112
Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ.
1970
55
Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...