Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрнере пурӑнакан ветеран Надежда Танина 100 ҫул тултарнӑ. 18 ҫул тултарсанах ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ, хӗр зенитчицӑна вӗреннӗ хыҫҫӑн Мускаври фронта лекнӗ. Вӑрҫӑ пӗтсен кӑна киле таврӑннӑ вӑл. Унӑн мӑшӑрӗ те Федор Танин Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, Берлина ҫитнӗ. Вӗсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн пӗрлешнӗ, икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Надежда Танина II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденне, «Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Росгварди тунӑ сӑн Атӑл леш енче Сосновка поселокӗпе юнашар вӑрманта тутӑхнӑ виҫӗ мина тупнӑ. Кун пирки Росгвардин дежурнӑй чаҫне авӑнӑн 13-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна ОМОН тухнӑ. Вӗсем кусем 82 миллиметрлӑ миномет минисем пулнине палӑртнӑ. Минӑсем тутӑхнӑ. Йӗрке хуралҫисемпе пӗрле ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа кинолог та пулнӑ. Йытӑ сирпӗнекен хатӗр пуррине систернӗ. Росгварди ӗҫченӗсем минӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() takt-tv.ru сайтри сӑн Шупашкарти косметолог Патшалӑх пулашӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗпе калаҫатӑп тесе ӗненнӗ. Ҫапла вӑл пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Хайхискер 50-ри хӗрарӑма страхлав полисне пластикпа ылмаштарма сӗннӗ. Калаҫнӑ вӑхӑтра Шупашкар хӗрарӑмӗ телефон ҫине килнӗ кода пӗлтернӗ, ҫапла ултавҫӑ порталти унӑн харпӑр кабинетне кӗнӗ. Кайран ӑна ултавҫӑсем унӑн счетне хапсӑннине, кредит илме хатӗрленнине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма пухнӑ укҫине йӑлтах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫапла туса вӑл 7,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чӑваш Енӗн парабадминтон енӗпе пӗрлештернӗ команди Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл Пермь хулинче хусканупа тӗрев енчен сусӑр спорсменсен хушшинче иртнӗ. Татьяна Гуреева уйрӑмах палӑрнӑ. Вӑл тӳрех виҫӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Павел Попов кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ. Антон Иванов – кӗмӗл медаль, Илья Прагеев ылтӑн медаль илнӗ. Вита Вимба та икӗ медальлӗ пулнӑ: ылтӑн тата пӑхӑр ҫӗнсе илнӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта полицейскисен служба йытти велосипед вӑррине тытса чарма пулӑшнӑ. Йытӑ Порш-Кайен ятлӑ. Алексей Пятаков кинолог унпа велосипед ҫухалнӑ вырӑна килнӗ. Йытӑ варӑ йӗрӗ ҫине ӳксе преступление тума пултарнӑ ҫыннӑн автомобилӗ чарӑннӑ ҫӗре илсе ҫитернӗ. Вӑрра тытнӑ. Вӑл – Чӗмпӗрте пурӑнакан 52 ҫулти арҫын. Вӑл Шупашкара пӗлӗшӗ патне пахчара пулӑшма килнӗ. Велосипеда ҫул укҫине саплаштарас тесе вӑрланӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Музей эскизн Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине тума 52 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма хатӗр. Аукционра малтанхи хака палӑртнӑ: 51 миллион та 934,9 пин тенкӗ. Саккас параканни - Чӑваш наци музейӗ. Аукционра ҫӗнтернӗ подрядчикӑн музея чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Унӑн лаптӑкӗ 250 тӑваткал метр пулӗ. Сӑмах май, чӳкӗн 26-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш тӗррин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 63valentina.ru сайтри сӑн Паян ирхине Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӑлавҫӑсем хӑйӗн пахчинче ҫухалса кайнӑ ватӑ арҫынна пулӑшнӑ. Унӑн куҫӗ япӑх курнӑ. 112 номерпе 1942 ҫулта ҫуралнӑ арҫын килтен тухса кайнӑ чухне пӳртне питӗрни пирки пӗлтернӗ. Хӑй килелле ҫул тупайман. Ватӑскер уҫҫине ҫухатнӑ, анкартинче килелле ҫул тупаймасӑр аташса ҫӳренӗ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тупнӑ, киле илсе ҫитернӗ. Пӳрт алӑкне вара «Умелец» пулӑшнипе уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тарӑх, ӑшӑ кунсем шутлӑ кӑна юлчӗҫ. Юнкунччен хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус. Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ. Ҫак кунран термометр 20 градусран ытларах хӑпармӗ. Вырсарникун сывлӑш температури климат норминчен пӗчӗкрех пулӗ. Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче шӑнтма тытӑнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑх вӗҫӗччен ҫанталӑк аван пек туйӑнӗ, кӗрхи ҫумӑрсем хальлӗхе ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкавра та ҫурт стенине муралпа илемлетнӗ. Вӑл - Ульянов тата Коопераци урамӗсем хӗресленекен вырӑнта ларакан ҫурт ҫинче. Ӳкерчӗкре пасар лапамне ӳкернӗ, унта хӗрсех суту-илӳ пырать. Палӑртмалла: кун пек мурал Пӑрачкавра - пӗрремӗш. Сӑмах май, 2017 ҫулта ҫав вырӑнта йывӑҫран касса кӑларас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ун чухнехи юмахри сӑнарсем унтах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Ӗнер Тӑвай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтернӗ. Пушар тухнӑ вӑхӑтра килте виҫӗ ача тата вӗсен асламӑшӗ(е кукамӑшӗ) пулнӑ. Хӗрарӑм икӗ мӑнукӗпе, 3-ри тата 4-ри хӗрачасемпе, ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайна. Шел те, 2 ҫулти арҫые ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |