Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял хуҫалӑхӗ
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн
Кирил Степанов архивӗнчи сӑн

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк, фермер Кирилл Степанов «Манӑн Ҫӗр – Раҫҫей» конкурсра ҫӗнтернӗ. Чыслав ӗнер Мускавра иртнӗ.

Кирилл «Блогосфера» номинацире палӑрнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхне аталантарать, видеоблог ертсе пырать. Унта хӑйӗн ферминчи ӗҫ-хӗл пирки шӳтлесе каласа парать. Палӑртмаллла: унӑн телеграм-каналӗнче – 7 пин, «Контактри» страницинче 30 пин ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18214
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пӗр автобуса Яков Липкин ятне панӑ. Вӑл Чӑвашавторансӑн тӗп директорӗ пулнӑ, ӑна чӗрӗк ӗмӗр ертсе пынӑ. Автобус маршрут ҫине чӳк, уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухӗ.

Сӑмах май, чӳк, уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан икӗ троллейбуса ят панӑ. Вӗсем Геннадий Устинов Виталий Орешников ятлӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкекӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкекӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Кӗҫӗр Вӑрнар округӗнчи Кӗҫӗн Кипек ялӗнче пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине те куҫнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула пушар 120 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ, вӑл кӳршӗ ҫурсем ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ.

Пушара 1 сехет ҫурӑран сӳнтернӗ. Шел те, ҫулӑм ҫынсен пурнӑҫне татнӑ. Кӑвара сӳнтерсен 3 арҫын виллине тупнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/7340
 

Республикӑра
«Чеб.ру» сайтри сӑн
«Чеб.ру» сайтри сӑн

Кӗҫӗр республикӑра ҫил вӑйланнӑран темиҫе округри ялсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ: Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Красноармейски районӗсенче. Пӗтӗмпе 8,2 пин ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ку – ирхи 6 сехет тӗлне. Хальхи вӑхӑтра 6 бригада, 18 ҫын, 6 техника ӗҫлеҫҫӗ.

«Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине ҫил каллех вӑйланӗ. Тунтикун кӑна лӑпланӗ.

 

Республикӑра

Красноармейски округӗнче ЗАГС ӗҫченӗсес хӑйне евӗрлӗ ят регистрациленӗ: Каллиста. Хӗр пӗрчи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ.

Каллиста Пикшик ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Елисейпа Светлана Филипповсен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак ят амӑшне тӗлӗкре тӗлленнӗ-мӗн.

Каллиста авалхи грек чӗлхинчен куҫарсан «чи хитри» тесе куҫать.

 

Республикӑра
freepik.com сайтри сӑн
freepik.com сайтри сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи икӗ тӑван ултавҫӑсен аллине лекнӗ.

45 ҫулти арҫына аферистсем ҫуллах улталанӑ, инвестицие укҫа хывма сӗннӗ. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 1,7 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Кун пирки вӑл полицие пӗлтернӗ.

Нумаях пулмасть ун патне каллех шӑнкӑравланӑ, укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах ку ӗҫе кредитпа ҫыхланман ҫынна явӑҫтармалла-мӗн. Арҫын тӑванне явӑҫтарнӑ. Ҫапла лешӗ 1,5 миллион ытла тенкӗ ҫухатнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Катер штурвалӗ умӗнче пулнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна пула пассажир шар курнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх аванӑн 1-мӗшӗнче вӑл «Амур - 3» катер штурвалӗ умӗнче пулнӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнман. Ҫавна май ҫӑлав жилетне тӑхӑнман пассажир шыва ӳкнӗ.

Пассажир мотор винтне пула пуҫне, питне амантнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, следстви пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-127528397_3708
 

Хулара

Шупашкарти пӗр урам Василий Дмитриев историк ячӗпе хисепленме тытӑнӗ. Ҫапла йышӑну тунӑ Шупашкар хулин администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ.

Хулари пӗр урама историк ятне пама Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 2019 ҫулта сӗннӗ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ.

 

Персона
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Иван Иванова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Кун пек документа республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Ивановчи ҫав театрта чылайранпа ӗҫлет, унсӑр пуҫне вал пулас артистсене сцена ӗҫне сахал мар хӑнӑхтарнӑ.

 

Культура
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Людмила Кадеева. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Культура тытӑмӗнче тӑрӑшакан республикӑри икӗ ҫын тава тивӗҫлӗ ята илнӗ.

«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Улатӑрти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи преподавательне Наталья Артемьевӑна тата Ҫӗмӗрлери ял вулавӑшӗн заведующине Людмила Кадеевӑна парас тенӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, [103], 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, ... 3876
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 20

1874
151
Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1983
42
Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...