Ҫӗнӗ Шупашкарти виҫӗ ача амӑшӗ Анна Аветисян Турцире иртнӗ Ironman триатлона ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ. Вӑл пӗр кунра пысӑк дистанцие парӑнтарнӑ: 2 ҫухрӑма яхӑн ишнӗ, 90 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 21,1 ҫухрӑм тӑршшӗ ҫурмамарафон чупнӑ.
Анна – фитнес-джампинг тренерӗ. Триатлона ӑна мӑшӑрӗ Арсен хатӗрленӗ. Ӑмӑртура ӑна пӗтӗм ҫемйи хавхалантарнӑ.
Канмалли кунсенче Италири Азиаго ятлӑ вырӑнта хӗллехи триатлон енӗпе тӗнче чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри спортсменсем те хутшӑннӑ, лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.
Светлана Соколова 23 ҫул тултарман хӗрсен йышӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Евгений Евграфов вара ҫак ӳсӗмри арҫынсен хушшинче иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Данила Егоров юниорсемпе тупӑшнӑ, вӑл вара виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Палӑртмалла: Евгений Евграфов пӗлтӗр кросс-дуатлон енӗпе иртнӗ Европа первенствинче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл – триатлон енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ.
2019 ҫулта Чӑваш Енре вӗренекенсен хушшинче IX ҫуллахи Спартакиада пулӗ. Пирӗн республикӑра финал тупӑшӑвӗ спортӑн ҫичӗ тӗсӗпе иртӗ. Ҫамрӑксем маунтинбайк, ҫӑмӑл атлетика, сӗтелҫи теннис, триатлон, самбо, тхэквандо-ВТФ, шахмат енӗпе ӑмӑртӗҫ.
Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑна 2013 ҫултанпа ирттерме тытӑннӑ, ӑна икӗ ҫулта пӗр хутчен йӗркелеҫҫӗ. Ӑмӑрту спортӑн 42 тӗсӗпе виҫӗ тапхӑрпа иртет. 17-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем финала лекес тесе малтан регион тата федераци тапхӑрӗсенче тупӑшаҫҫӗ.
ЧР Спорт министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, финала пӗтӗмпе Раҫҫейри 18 пин ытла спортсмен хутшӑнать.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра триатлон енӗпе Раҫҫей чемпионачӗпе ӑмӑртӑвӗ уҫӑлнӑ. Унта ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен 200 ытла спортсмен пуҫтарӑннӑ.
Спортсменсем акватлон енӗпе ӑмӑртнӑ май ишсе тата чупса тупӑшнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, юниорсемпе юниоркӑсем хушшинче медальсен 10 комплектне выляттарнӑ.
Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара та хутшӑннӑ. Спортсменсене Раҫҫейӗн триатлонӑн пӗрлештерни командин аслӑ тренерӗ Андрей Гудалов саламланӑ. Вӑл Раҫҫейӗн аслӑ юхан шывӗ – Атӑл – хӗрринче кун пек ӑмӑрту иртни вырӑнлине палӑртнӑ.
Триатлона хутшӑнакансем малтан 2,5 километр чупса, унтан 1 километр ишсе, кӑштахран каллех 2,5 километр чупса ӑмӑртнӑ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ ята тата Пӗтӗм Раҫҫей категорийӗнчи судья ята тивӗҫнисене те паян чысланӑ.
Республикӑри триатлонистсем Чӑваш Ен чемпионачӗн медалӗсене ҫӗнсе илессишӗн Шӑмӑршӑ районӗнче тупӑшнӑ. Унта ытти регионти спортсмӗнсем те килнӗ.
«Шӑмӑршӑри дуатлон» виҫӗ ҫулта тӗнчипе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Ҫавӑнпа тӗнче ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, Ижевск хулинче пурӑнакан Максим Кузьмин унта килни никама та тӗлӗнтермен.
Максимшӑн ку авӑн уйӑхӗнче Швейцарире иртекен ӑмӑртӑва хатӗрленнипе танах. Тупӑшу таҫти «шӑтӑкра» иртни ӑна пӗрре те шиклентермест. «Европӑра та стартсем тӗп хуласенче иртмеҫҫӗ», — тенӗ спортсмен. Вӑл «Шӑмӑршӑри дуатлонра» ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртӑва Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан, 9-мӗш класра ӑс пухакан Елена Миюхина та килнӗ. Спортӑн ҫак тӗсӗ уншӑн чун киленӗҫӗ. Вӑл ӑмӑртура 6-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Финиша чи малтан Алексей Васильев ҫитнӗ. Шӑмӑршӑ районӗн каччи Илья Хлюкин унран юлса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен «РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ. Кун пирки РФ спорт министрӗ Виталий Мутко хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикинчен ҫав йыша Александр Новиков ҫӑмӑл атлет, Ришат Нигматуллин самбист кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ку ята Павел Вязовпа Дмитрий Ефимов триатлонистсем тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ спортсмен сумлӑ ята илнӗ. Вӗсем «Тӗнче класлӑ спорт мастерӗ» ята тивӗҫнӗ.
Йӗпреҫри спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптанӑ Александр Васильев триатлон енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри тупӑшуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Александр Васильев 16 ҫулта. Апла пулин те ҫамрӑк спортсмен ӑсталӑхӗпе палӑрма ӗлкӗрнӗ. Хӗллехи триатлон енӗпе иртнӗ Раҫҫей Кубокӗн финалӗ Ижевск хулинче пулнӑ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, классика триатлонӗпе танлаштарсан, хӗллехи тӗсӗнче ишессине йӗлтӗрпе тупӑшса чупассипе ылмаштарнӑ.
Пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗнче Раҫҫей первенствин призерӗ Александр Васильев чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Ҫапла майпа вӑл ҫамрӑксен хушшинче Раҫҫей Кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Сӑмах май, Александр Йӗпреҫри спорт шкулӗнчен вӗренсе тухсан Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищине вӗренме кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |