Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хӗсмет
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Шупашкарти Ильбеков урамӗнчи Ҫар комиссариатне юсаса ҫӗнетӗҫ. Аукцион иртнӗ, подрядчике палӑртнӑ.

Малтанхи хак 96 миллион ытла тенкӗ пулнӑ. Аукционра чакнӑ - 85 миллион ытла тенкӗпе юсӗҫ ӑна.

Подрядчикӑн юсав ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлемелле: кӑҫал раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗччен. Ҫар комиссариатӗнче чӳречесене, тӑррине, урайне, шыв тата ӑшӑ тытӑмӗсене, видеосӑнава, электричество системине улӑштарӗҫ.

 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Цветана Софронова - стилист, чылай паллӑ ҫынпа ӗҫлет. Вӑл 14 ҫул ӗнтӗ ҫынсене хитре пулма пулӑшать.

Цветана авӑнӑн 17-мӗшӗнче Миланра иртекен Модӑсен эрнине хутшӑнӗ.

2022 ҫулта вӑл Раҫҫейри чи лайӑх стилист-трансформатор пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех чи лайӑх пилӗк VIP-стилист йышне кӗнӗ.

Нумаях пулмасть вӑл тепӗр ӗмӗтне пурнӑҫланӑ: Music Box Gold каналпа Hot News юра-кӗвӗ хыпарӗсен кӑларӑмне ертсе пыма тытӑннӑ.

Цветана - икӗ ача амӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_16779
 

Хулара
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх театрӗнче ӗҫлеме ҫынсем кирлӗ. Ку хыпара культура учрежденийӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.

Чӑваш академи драма театрне сцена машинисчӗсем тӳрех 4 ҫын кирлӗ. Вӗсене уйӑхсерен 60 пинтен кая мар тӳлеме шантараҫҫӗ. Ҫӗвӗҫ те кирлӗ. Театр костюмӗсене ҫӗлекен ҫак ҫыннӑн уйӑхри ӗҫ укҫи 40 пинтен кая лармӗ.

 

Республикӑра

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫӗрпӳ округӗнче биологи каяшӗсен купи пулни пирки хыпар сарӑлнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те ҫав вырӑнта чӑнах та выльӑх виллисем, шӑммисем йӑваланнине палӑртнӑ.

Вӗсем уҫӑ вырӑнтах выртнӑ. Ку вара – ветеринари саккунӗсене пӑсни. Ведомство ҫӗр харпӑрҫине – Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне – ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ку савут Янсакассинче вырнаҫнӑ.

 

Политика

Шупашкарта тӗп архитектора суйланӑ. Ӑна иккӗмӗш хут конкурс ирттерсен палӑртнӑ.

Ку вырӑна Сергей Стройков йышӑннӑ. Вӑл 2007-2012 ҫулсенче Шупашкар архитекторӗ пулнӑ. Ун чухне «Волгастройгрупп» организаципе шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Вӑл «Финская долина» микрорйонта пая кӗрсе хваттерсем туяннӑ ҫынсене улталанӑ, «Сувар-отеле» туса пӗтермен.

Юлашкинчен Сергей Александрович Чӑваш патшалӑх драма театрӗнгче директор ҫумӗнче ӗҫленӗ.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Валерий Хаталов паян 98 ҫул тултарнӑ. Ӑна ҫав ятпа Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ӑшшӑн саламланӑ, Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламлӑ открыткине ҫитерсе панӑ.

Ивановӑра ҫуралнӑ арҫын Шупашкарти столовӑйсен, ресторансен тата кафесен трестӗнче ӗҫленӗ, унта вӑл чылай ҫул директор пулнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ тахҫанах леш тӗнчене уйрӑлса кайнӑ, виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте вӑл пӗчченех пурӑнать. Анчах ӑна пулӑшма хӗрӗ Галина Валерьевна пырса ҫӳрет.

Арҫын хӑй вӑхӑтӗнче гипсран багетсем ӑсталассипе питӗ пултаруллӑ пулнӑ. Унӑн хваттерӗнче музейри пекех — мӗн чухлӗ картина! 200 литр кӗрекен аквариума та вӑл гипсран ӑсталанӑ. Ҫав япалана тунӑранпа 64 ҫул ӗнтӗ.

Валерий Хаталовӑн чун киленӗҫӗ тата нумай пулнӑ. Пӗринче вӑл вӗсене ҫырсах шутланӑ. 38 таран тупнӑ. Ҫав шутра — йывӑҫ сыпасси те, сунара ҫӳресси те, видеосем ӳкерсе монтажласси те.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb-centr.soc.cap.ru/
 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Владимир хулинче йывӑр атлетика енӗпе «Ылтӑн куполсем» Пӗтӗм Раҫҫейри турнир иртнӗ. Ӑна СССР тава тивӗҫлӗ тренерне Виктор Кузнецова халалласа йӗркеленӗ.

Пирӗн ентеш Алексей Кириллов ҫӑмӑл мар тупӑшура ылтӑн медаль ҫӗнче илнӗ. Вӑл «Август Вурнары» савутра машинистра ӗҫлет.

Ҫак савутрах ӗҫленӗ Андрей Алексеев та лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӑл 55-59 ҫулсенчи спортсменчен йышӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/chuvash_selo
 

Республикӑра

Республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурс иртет. Кӑҫал унта ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлекен 26 ҫын хутшӑнать. Вӗсенчен 6-шӗ - хӗрарӑмсем.

Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 20-мӗшӗччен иртет. Онлайн сасӑлавпа чи лайӑххине палӑртӗҫ. Юпан 7-16-мӗшӗсенче регион шайӗнчи тапхӑр пулӗ. Унта онлайн сасӑлавра ҫӗнтернӗ участковӑй республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ.

Сӑмах май, 2016, 2021 тата 2022 ҫулсенче чи лайӑх участковӑй пулнӑ Сергей Ипатьев кӑҫал та конкурса хутшӑнать.

 

Культура
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем
t.me/chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗксем

Чӑваш Енри ӑста хӑйӗн ӗҫӗсемпе Дагестанра тӗлӗнтерет.

Шупашкарти Александр Яковлев хӑваран хитре тӗрлӗ япала ӑсталать. Вӗсемпе ҫынсем хӑйсен интерьерне капӑрлатаҫҫӗ. Ӑсталӑха арҫын ачасене те вӗрентет. Кун пек пултарулӑха вӑл аслашшӗнчен (тен, кукашшӗнчен-тӗр. Вырӑсла хыпарта «дедушка» тенӗ) алла илнӗ.

Нумаях пулмасть ентешӗмӗр тӗрлӗ чӗрчунпа кайӑк кӳлепине ӑсталама пуҫланӑ. Вӗсене вӑл туристсен комплексӗсем валли тӑвать. Унӑн хальтерех ӑсталанӑ ӗҫӗсем — ӑмӑрткайӑк, ту-сӑрт турӗпе ягуар. Вӗсене Дагестанри ту хысакӗсем ҫине вырнаҫтарнӑ.

Арҫын Шупашкарта хулӑран авса тунӑ чӗрчунсен зоопаркне тӑвас ӗмӗтпе ҫунатланса пурӑнать-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3740
 

Культура
Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче СССР халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн режиссёрӗ Валерий Яковлев 85 ҫул тултарӗ. Ҫак куна культура учрежденийӗнче сумлӑн уявлама палӑртаҫҫӗ. Анчах — ҫитес уйӑхра.

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче театрта «Чӑваш кӗввипе» ятпа юбилей каҫӗ ирттерӗҫ.

Юпан 19-26-мӗшӗсенче Валерий Яковлев лартнӑ спектакльсен фестивалӗ пулӗ. Ҫав вӑхӑтра «Инкеклӗ телей» драма, «Уйрӑлу каҫӗ» мелодрама, «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» драма, «Туя туй пек тӑвар-и?» камит, «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикамит, «Ялта» музыкӑллӑ драма кӑтартӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, 68, 69, [70], 71, 72, 73, 74, 75, 76, 77, 78, 79, 80, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...