Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Галина Григорьева сӑнӳкерчӗкӗ
Галина Григорьева сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен делегацийӗ нумаях пулмасть Кабарда-Балкари Республикинче пулнӑ.

Йӑхташӑмӑрсене Нальчик чӑвашсен общество организацийӗн

председателӗ Алена Чернова ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.

Чӑвашсене «Ҫӑлкуҫ» уйлӑхра

вырнаҫтарнӑ, республика тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ.

Чӑвашсен делегацийӗ Кабарда-Балкари ҫӗрӗ ҫинче Чӳк ирттернӗ, юпа вырнаҫтарнӑ. Ӑна Алексей Казаков скульптор хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall619374432_2085
 

Республикӑра
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Улатӑр округӗнчи Восход поселокӗнче пурӑнакан Юрий Николаевияпа Альбина Борисовна Чистяковсем ҫамрӑк чухне паллашнӑ та паянхи кун та пӗрле. Вӗсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул ҫитнӗ.

Чистяковсем пурнӑҫне Восход поселокӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Халӗ – тивӗҫлӗ канура. Мӑшӑр икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ пӗр мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.

Кирек мӗнле лару-тӑрура та лӑпкӑ пулмалла, компромисс тупмалла – ҫапла шутлаҫҫӗ вӗсем. Ҫавӑнпа вӗсен ҫемйинче ӑнлану хуҫаланать.

 

Политика
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра паянтан ҫӗнӗ ыын ертсе пыма тытӑннӑ. Яваплӑ ҫак тилхепене Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчисенчен пӗрин заведующийӗ пулса тӑрӑшнӑ Светлана Милкинӑна тыттарнӑ.

Светлана Николаевна — пӗлӗвӗпе социаллӑ педагог.

Коллектива ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова паллаштарнӑ май центр пирки нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ, вӑл пултаруллине, ытти ҫавӑн пек учрежденишӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртса хӑварнӑ.

Министр центр директорӗн тивӗҫне явапӑхпа ҫулталӑк ытла ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ Аркадий Скворцова та (учрежденире вӑл — директор ҫумӗ) тав тунӑ.

 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре хутӑш чӑвашсен «Тапӑ» фестивалӗ иртнӗ. Вӑл Тӑвай округӗнче пулнӑ.

Фестивале тӗрлӗ округран килнӗ: Вӑрмар, Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Красноармейски тӑрӑхӗсенчен. Вӗсем историпе, йӑла-йӗркепе, ӳнерпе пайланма пухӑннӑ.

Фестивале хутшӑнакансем тӗрлӗ инструмент каланӑ, юрланӑ, историсем каласа кӑтартнӑ. «Алран кайми аки-сухи» юрлани чи хумхануллӑ самант пулнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Карачура лесничествинче 13 вӗренене, икӗ юмана, пӗр ҫӑкана такам каснине асӑрханӑ. Каярахпа вутта 67 ҫулти арҫыннӑн дачинче тупнӑ.

Арҫын йывӑҫсене мӗншӗн каснине ӑнлантарнӑ: вӗсене пула сулхӑн, ҫавӑнпа пахча ҫимӗҫ ӳсмест-мӗн. Йывӑҫ касмашкӑн ятарласа ирӗк илмеллине пӗлмен имӗш вӑл.

Ҫапах явапне тытмалла. Тивӗҫлӗ канури арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑҫсене касса вӑл ҫур миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти 2-мӗш лицейра ачасене истори предметне вӗрентекен Петр Михеев «Классная тема» телешоуна хутшӑнни пирки пӗлтернӗччӗ. Вӑл финала тухнӑ. Халӗ, авӑнӑн 23-29-мӗшӗсенче, сасӑлав иртет.

Петр Михеев «Святые России» видеурок хатӗрленӗ. Уншӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://vk.com/feed?w=poll-207448939_980197024.

Аса илтерер: проекта хутшӑнма 6,5 пин заявка килнӗ. Чи кӗҫӗнни 21 ҫулта, чи асли 77-ре. Финали сасӑлава халӗ 35 педагог хутшӑнать.

 

Ял пурнӑҫӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи клуба ҫӗнетсе пӗтренпепе пӗрех.

Округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакансем питех те хастар тесе каланӑ май вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑннине, тӗрленине, ҫыхнине, юрлама ӑста пулнине пӗлтернӗ. Кӗмӗл волонтёрсен отрячӗ те пур-мӗн.

Ялта 400 ытла ҫын пурӑнать. Ялти клуб вӗсене питех те кирлӗ. Кивӗ ҫурт юрӑхсӑра тухнӑ, туалет та урамра-мӗн. Малашне те йӑлитах урӑхла пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫурт авӑн уйӑхӗн вӗҫӗнче уҫӑлӗ.

 

Культура

Улатӑрти «Арс» кинотеатр пулна ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ. ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗсем иртнӗ.

Вӑл - Чӑваш Енри пӗрремӗш кинотеатр. Ӑна 1908 ҫулта уҫнӑ. Ун чухне вӑл «Патэ» ятлӑ пулнӑ. Ҫапла Франци фирмине халалласа ят панӑ: унтан оборудовани, фильмсем туяннӑ.

Революци хыҫҫӑн кинотеатра «Свет» ят панӑ, кайран «Арс». Вӑл СССР арканиччен ӗҫленӗ. Халӗ унта - лавкка.

 

Республикӑра
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Мигрантсене экономикӑн пур отраслӗнче ӗҫлеме чаракан саккунсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗнче йышӑннӑ-ха. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра та йышӑнма палартаҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.

Канашлӑва йӗрке хуралҫисем те хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче РФ Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Федоров тата Чӑван Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Иванова.

Мигрантисене экономикӑн хӑш-пӗр отрасленче ӗҫлеме чаракан нормӑна паянхи кун тӗлне ҫӗршывӑн 89 регионӗнчен 41-шӗнче йышӑннӑ. Вӗсенчен пирӗн тарах та юласшӑн мар.

 

Спорт
Телеграмри chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк
Телеграмри chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк

Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3808
 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...