Тӗнчере
behance.net сӑнӳкерчӗкӗ «S7 Airlines» авиакомпани хӑйӗн самолечӗсене Мускавран Дубая вӗҫтерме тытӑннӑ. Кун пирки авиакомпанин пресс-служби пӗлтернӗ. Рейссене икӗ аэропорта уҫнӑ: Дубая тата Аль-Мактума. Самолётсем эрнере тӑватӑ хутчен вӗҫӗҫ. Тунтикунсерен — Дубая, Аль-Мактума — юнкунсерен, эрнекунсерен тата вырсарникунсерен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
Юрий Сиволоб архивӗнчи сӑн «Планета» кондитер производствин заведующийӗ Юрий Сиволоб кулинар пултарулӑхӗнче каллех пысӑк кӑтартусем кӑтартнӑ. GASTRO TUNISIA гастрономи фестивалӗ Тунисра иртнӗ. Сумлӑ мероприятие 20 ытла ҫӗршыври шеф-поварсем, рестораторсем, кулинарсем килнӗ. Юрий Сиволоб «Арт-класс» номинацире ылтӑн медаль тата диплом ҫӗнсе илнӗ. Сӑмах май, вӑл тӗнче шайӗнчи конкурссенчен яланах тӗрлӗ медальпе таврӑнать. 2022 ҫулта, тӗслӗхрен, Мускавра пекарьсен кондитерсен тата поварсен хушшинче тӗнче шайӗнче иртнӗ конкурсран ылтӑн медальпе таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ ҫӑлтӑр Ольга Бузова ҫитнӗ. Вӑл ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа тӗл пулнӑ. Паллӑ ҫӑлтӑр Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче «Ольга Вузова» шоу валли ӳкерӗннӗ. Ку программа Раҫҫейри аслӑ шкулсем пирки каласа кӑтартать. Унта аграри университечӗн студенчӗсемпе пӗрле ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артаманов та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран, паянхипе танлаштарсан, палӑрмаллах сивӗ пулӗ, ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ. Ҫапах термометр 15-20 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Юнкун тата кӑштах сивӗтӗ, ҫӗрлесерен _ пушшех те. Эрне варринче ҫӗр кӑштах шӑнма та пултарать. Кӗҫнерникун 17-22 градус таран ӑшӑтӗ, пӗлӗтленӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек ҫанталӑк пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Анчах каллех сивӗтӗ: 14-19 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сезона кура мар ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн пӗрремӗш декади вӗҫлениччен тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн ӗҫченӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарнӑ. Кӑларӑм ҫинчен вӑл «Чӑваш Ен» наци телерадиокомпанийӗн эфирӗнче, «Ир пулсан» передачара каласа кӑтартнӑ. Филологи наукисен кандидачӗ, гуманитари ӑслӑхӗсен институтчӗн аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Галина Ильина «Ыр-усал халапӗсем. Былички» кӗнекепе туллин паллаштарнӑ. Ӑна институтӑн фольклор ӗҫченӗсем хатерленӗ. Кӗнекене Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетлесе кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Ултавҫӑсен капкӑнне йӗрке хуралҫисем те, усламҫӑсем те ҫакланаҫҫӗ. Ун пек авӑра ватӑ ҫынсем ытларах лекеҫҫӗ тесе шухӑшлас килет пек те, анчах апла мар иккен. РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн 3-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Осокин каланӑ тӑрӑх, такам та ӗненсе лартма пултарать. Ҫынсем хӑйсен хваттерне, машинине салука хывса кредит илеҫҫӗ. Унтан укҫана ултавҫӑҫене куҫарса параҫҫӗ. «Улталамалли меслет нумай. Пӗр-тен пер ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ канаш параймӑн, — тенӗ вӑл. — Эпӗ ҫапах та пӗлмен ҫынсемпе телефона калаҫма тӑхтама сӗннӗ пулӑттӑм». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тверь облаҫӗнчи Васькино яле ҫывӑхӗнче шыравҫӑсем 1941 ҫулта вилнӗ салтакӑн, Чӑваш Енре ҫуралнӑскерӗн, ӳт юлашкисене тупнӑ. Ҫак кунсенче вӗсем унӑн ывӑлӗпе тӗл пулса ашшӗн медальонне панӑ. Ҫак салтак Иван Васильевич Волков Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ялӗнчен пулнӑ, 1910 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл стрелоксен дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ. Ывӑлӗ Владимир Иванович ашшӗне астумасть. Анчах унӑн вӑл 1933 ҫулта ҫырнӑ ҫырӑвӗ пур. Ӑна тата медальон бланкне танлаштарнӑ та – пӗр почерках. Ҫапла салтак унӑн ашшӗ пулнине палӑртма май килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан Нурулла Резяпов авӑнӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл - Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, фронта 17 ҫулта лекнӗ. Кайран Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Нурулла Велиуллович киле 1947 ҫулта кӑна таврӑннӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫленӗ: платникре, колхозра, склад заведующийӗнче. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан ялти туберкулез пульницинче 20 ҫул вӑй хунӑ. Паянхи кун вӑл 23 мӑнукӗпе, 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗпе пӗрле авӑн уйӑхӗн 23-27-мӗшӗсенче ӳнер ӑсталӑхӗпе кӑсӑкланакан пултаруллӑ ачасем валли пултарулӑх сменисем ӗҫленӗ. Ӑна 4 вӗренӳ программипе йӗркеленӗ: «Хореографи», «Музыкӑпа инструмент ӳнерӗ: гитара», «Эстрада оркестрен инструменчӗсем», «Театр ӳнерӗ». Сӑмах май каласан, юлашкинчен асаннӑ икӗ смена унччен пулман, вӗсене хале кӗртнӗ. Пӗр эрнере 60 ача вӗреннӗ. Вӗсем — Чӑваш Енри 15 ӳнер шкулӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кантӑк арфа тата орган янӑрӗ. Вӑл концерта «Музыкальные истории от барокко до классицизма» (чӑв. Бароккӑран классицизм таран) пӗтӗм ҫӗршыври проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ӑна «Ӳнер тӗкӗрӗ» общество пурнӑҫа кӗртет. Программӑра И.С. Бах тата В.А. Моцарт, А. Марчелло тата Л. Боккерини хайлавӗсем янӑрӗҫ. Проекта Шупашкарта ҫеҫ мар, Ленинград облаҫӗнче, Владивосток, Самара, Сарту, Иркутск, Пермь, Челепир, Барнаул, Ярославль хулисенче кӑтартӗҫ. Кантӑк арфӑпа Александр Лемешев, органпа Раҫҫей халӑх артисчӗ Даниэль Зарецкий вылӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |