Персона
«Раҫҫей мисӗ» наци илем конкурсӗ пуҫланнӑ. Лайӑх хыпар: Шупашкарти 18 ҫулти Валентина Алексеева финала тухнӑ. 85 пин чиперккерен финала 50-шӗ кӑна тухнӑ. Вӗсен йышӗнче - пирӗн ентеш те. Валентина хальхи вӑхӑтра Мускавра пурӑнать, унтах вӗренет. Шупашкара хӑнана тӑванӗсем патне килет. Унӑн чун киленӗҫӗ: йога, ташӑ, фитнес, макияж тӑвасси. Халӗ Валентина финала хатӗрленет, Чӑваш Ене тивӗҫлипе хӳтӗлесшӗн. Вӑл юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ Василий Кервен аслӑ вырӑс поэчӗн Александр Пушкинӑн сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадио компанийӗ пӗлтернӗ. Куҫарнӑ ӗҫсене хаклама Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче пуҫтарӑннӑ. Кервен Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене «Асрах асамӗ ҫав самантӑн» ятпа кӗнекене пухса кӑларнӑ. Василий Кервен Александр Пушкин пултарулӑхне шкулта вӗреннӗ чухнех тӗпчеме пуҫланӑ-мӗн. «Вырӑс чӗлхи вӗрентекенӗ вӗсене классике чӑвашла куҫарттарнӑ. Ун хыҫҫӑн сумлӑ поэтӑн сӑввисем патне пӗрре мар таврӑннӑ Василий Гаврилович. Ҫакӑ ӑна каярах Коопераци институтӗнче студентсене вӗрентнӗ чухне те кирлӗ пулнӑ. Пӗлтӗр вара Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем ӑна Пушкин сӑввисене чӑвашла куҫарма ыйтнӑ. Вӑл пысӑк яваплӑха туйса ӗҫе пикеннӗ», — хыпарланӑ телесюжетра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Кандинский нейросеть ӳкерчӗкӗ Шупашкарти Калинин урамӗнчи складсенчен пӗринчен оргтехника вӑрланӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Вӑрӑ чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ иккен. Фирма 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ. Пакунлисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах тухнӑ. Вӑл ҫын Ҫӗнӗ Шупашкарти 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑрланӑ тавара вӑл Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пытарнӑ. Пытарса пӗтерейменнине ҫывӑхри пӗвене янӑ-мӗн. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пушар пулнӑ. Хӗвеллӗ бульварти 10-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте балкон ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 2-10 ҫулсенчи виҫӗ ача тата амӑшӗ ҫывӑрнӑ. Хваттер хуҫисене кӳршисем вӑратнӑ. Алӑк умӗнче тӗтӗм пулнӑран ачасемпе амӑшӗн урама уҫӑ чӳречерен тухма тивнӗ. 10 минутран пушарнӑйсем ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Ӗнер каҫхине 7 сехет те 40 минутра Канашри Ленин проспектӗнче 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта пӗр ҫын вилнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Гранта» рулӗ умӗнче ларн́ӑ 21 ҫулти каччӑ аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Приорӑна» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑнсан «Гранта» водителӗ вырӑнах вилнӗ. Вӑл правана 3 ҫул каялла илни паллӑ. «Приора» рулӗ умӗнче 23-ри хӗрарӑм пулнӑ. Унӑн водитель прави пулман. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм, ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Пиорӑри» 16-ри пассажир аманнӑ. «Грантӑра» икӗ пассажир пулнӑ. Пӗри пульницӑна кайма килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
Видео скринӗ Чӑваш Енри ҫемьене Пӗрремӗш каналпа пыракан «Доброе утро» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Эфир ӗнер, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, пулнӑ. Сюжета Красноармейски округӗнчи Марковсем пирки ӳкернӗ. Виҫҫӗмӗш ача ҫуралсан вӗсем тӳлевсӗр ҫӗр илнӗ. Тӑваттӑмӗш ача ҫуратсан вара вӗсем амӑшӗн капиталӗпе ҫурт тума илнӗ ипотекӑн пӗр пайне татнӑ. Халӗ Марковсем пӳртре ӑшӑ урай хума, хӗлле электроэнерги кӗртме хатӗрленеҫҫӗ. Газне те кӗртнӗ. Сад ӗрчӗтме пуҫланӑ ӗнтӗ: панулми, груша, хӑмла ҫырли… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chttps://cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ. Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Кинемее асӑннӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Татьяна Ильина саламланӑ. Вера Ивановна Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн зоотехникра ӗҫленӗ. Упӑшкипе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кандинский нейросеть ӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкерекен тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалиста ӗҫе илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ енӗпе тӑрӑшас кӑмӑллӑ ҫыннӑн ӗҫ опычӗ 5 ҫултан кая мар пулмалла. Судпа айӑпланнӑ ҫын та унта ӗҫе вырнаҫаймӗ. Информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан пайра ӗҫлес ӗмӗтлӗ ҫыннӑн халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе аслӑ пӗлӳллӗ пулмалла. Ӗҫ укҫи (тупӑшран илекен налука шута илмесен) 26 953 тенкӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем ҫапларах: 8 999 756 00 21, 8 (8352) 24-14-30 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерсенчен пӗринче такам шӑнкӑравланӑ, ҫав вӑхӑтра «поликлиника» тесе ҫырни тухнӑ. Шӑнкӑравлаканни кинемее медицина тӗрӗслевӗ тухма сӗннӗ, ун валли регистрациленмелле тесе ӗнентернӗ. Ют ҫын каланине итлесе хӗрарӑм телефона приложени вырнаҫтарнӑ, вӑл сиенлӗскер пулнӑ май ватӑ ҫыннӑн счёчӗпе усӑ курма май панӑ. Ҫапла вара такамсем хӗрарӑмӑн 800 пине яхӑн тенкине вӑрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, режиссер, сценограф, тӑлмач, профессор, СССР халӑх артисчӗ, патшалӑх премийӗне лауреачӗ, Шупашкар хулин тата Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев 85 ҫул тултарнӑ. Сцена ӑсти Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Актер тата режиссер ӑсталӑхне Мускавра, Театр ӳнерӗн А.В. Луначарский ячӗллӗ патшалӑх институтӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 57 ҫул ытла ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |