Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑнӳкерчӗкӗсем
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сӑнӳкерчӗкӗсем

Шупашкарта археологи шыравӗ вӑхӑтӗнче 1800 ытла артефакт тупнӑ.

Шырав ӗҫне хулан историлле вырӑнӗнче йӗркеленӗ. Ҫав ӗҫпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем Илем галерейин картишӗнче тата Константин Иванов урамӗнчи 17-мӗш ҫурт ҫумӗнчи тротуар ҫинче шырав ирттернӗ.

Тупнӑ япаласен шутӗнче – XVI–XVIII ӗмӗрсенчи керамика фрагменчӗсем, XVI–XVII ӗмӗрсенчи щит ҫинчи акӑш ӳкерчӗклӗ пӑхӑр ҫӗрӗ, тигель, тӑхлан лум, пуля тата ытти кӑсӑклӑ япала.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3905?single
 

Республикӑра
"Чӑваш тӑрӑхӗ" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чӑваш тӑрӑхӗ" каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче пурӑнакан Марина Умерова патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе янӑ.

Марина сӑнанӑ тӑрӑх, илем индустрийӗнче аппарат косметологийӗпе усӑ курма ӑнтӑлакансем йышлӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм бизнес-план хатӗрленӗ, ӑна тухӑҫлӑ хӳтӗленӗ.

Патӑрьел хӗрарӑмӗ ятарласа вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн сертификат илнӗ, социаллӑ контрактпа усӑ курса «Эстетика» илем студийӗ уҫнӑ. Халӗ вӑл юратнӑ ӗҫӗпе чунтан аппаланать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3902
 

Раҫҫейре

Ҫӗнӗҫкл уявӗсенче 11 кун канӑпӑр. Ҫакна РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ҫӗнӗ ҫулхи каникул раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Виҫӗ хутчен 4-шар кун канӑпӑр: ҫу уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-15-мӗшӗсенче. Унсӑр пуҫне чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче ӗҫлемелле мар.

 

Культура
"Чӑваш тӗнчи" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Чӑваш тӗнчи" страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Раҫҫей пики» илем конкурсне хутшӑнакансем наци тумне те кӑтартнӑ.

Аса илтерер: унта Чӑваш Енрен Алла Кадеева тата Валентина Алексеева хӑйсен пултарулӑхне кӑтартма тивӗҫлӗ пулнӑ.

Конкурса хутшӑнакан пикесем валли тума чӑваш эрешне тата тӗсне тӗпе хурса хатӗрленине ӗнентереҫҫӗ.

Сӑмах май каласан, илем конкурсне паян, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, пӗтӗмлетмелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_17242
 

Республикӑра
Олег Николаев страницинче видеоран илнӗ скриншот
Олег Николаев страницинче видеоран илнӗ скриншот

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев вӗрентекенсене уявпа саламланӑ.

«Вӗрентекен пур чухне вӗренсе юл», – тенӗ ваттисем. Чӑваш халӑх ӑс-пурлӑхӗн ҫӳпҫинчи ҫак каларӑш ҫын пурнӑҫӗнчи вӗренӳ тата вӗрентекен пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.

Сирӗнтен кашниех ачасене тӗнчене уҫма тата ӑнланма пулӑшать. Эсир ирттерекен кашни урок – вӗсен ҫутӑ малашлӑхӗ еннелле тунӑ черетлӗ утӑм, регион аталанӑвӗн никӗсӗ. Сирӗн вӗренекенӗрсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн тӗнчене лайӑх еннелле улӑштаракан ҫынсем – ӑсчахсемпе политиксем, строительсемпе врачсем, музыкантсемпе педагогсем  – пулса тӑраҫҫӗ», — ырланӑ вӑл саламра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall363476460_19144
 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти 9 ҫулти Лена Еремеева «Ача-пӑча ҫӗнӗ хумӗ» сумлӑ конкурсӑн ҫурмафиналне лекнӗ. Вӑл унта Чӑваш Енрен - пӗртен-пӗр ача.

Лена 5 ҫулта «Голос. Дети» кӑларӑмӑн ТОП-80 списока лекнӗ, паллӑ ҫынсемпе - Александ Реввӑпа, Владимир Пресняковпа, Наталья Подольскаяпа - пӗр сцена ҫинче пулса курнӑ. Вӑл юрӑсем ҫырать, хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине те кӑларма хатӗрленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_70936
 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Шулю ялӗнче Нина Егоровнӑпа Иван Николаевич Крыцовсем пӗрлешнӗррене 55 ҫул ҫитнӗ. Вӗсем виҫӗ хӗр ӳстернӗ: Светлана, Марина тата Лидия. Паяни кун вӗсем тӑватӑ мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Крыцовсем ӗмӗр тӑршшӗпе колхозра ӗҫленӗ. Иван Николаевич 40 ҫул водительте вӑй хунӑ. Нина Егоровна вара колхозница пулнӑ.

Крыцовсем иккӗшӗ те - Ӗҫ ветеранӗсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_11819
 

Республикӑра
tv.mail.ru сайтри сӑн
tv.mail.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ ҫӑлтӑр Ольга Бузова килсе кайнӑ. Вӑл кунта хӑйӗн «Ольга Вузова» проекчӗ валли сюжет ӳкернӗ. Ку проектра вӑл ҫӗршыври аслӑ шкулсем пирки каласа кӑтартать.

Шупашкарта Ольга Бузовӑна наци символӗсене ӳкернӗ кофта парнеленӗ. Унта «юрат» тесе ҫырнӑ. Паллӑ ҫӑлтӑр ҫав кофтӑпах Мускава вӗҫсе кайнӑ. «Мана хӗрсем питӗ лайӑх кофта парнелерӗҫ. Сивӗ те, вӑл мана шутсӑр кирлӗ пулчӗ. Манӑн ҫӳхе спорт костюмӗсӗр, кӗпесӗр пуҫне нимӗн те ҫукчӗ. Тавах.

 

Республикӑра
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш наци телерадиокомпанийӗ валли директор шыраҫҫӗ. ЧР Цифра министерстви ҫавна май конкурс ирттерет.

Кандидатсен аслӑ пӗлӳ, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫленӗ стаж пулмалла. Документсене паянтан пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс чӳкӗн 8-мӗшӗнче иртӗ.

Аса илтерер: унччен телерадиокомпание Алексей Гурьянов ертсе пынӑ, вӑл ҫу уйӑхӗнче цифра министрӗн ҫумӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян чи ӑшӑ кун: термометр 20 градус пулӗ.

Анчах ыранах сивӗрех пулнине туйӑпӑр. Шӑматкун пӗлӗтлӗ тата самай ҫиллӗ пулӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫукалӗ, сывлӑш 12-17 градус таран ӑшӑнӗ. Вырсарникун каллех уяртӗ, ҫил лӑпланӗ. Анчах ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килӗ, кӑштах сивӗтӗ.

Вырсарникун каҫхине тата тунтикун ирхине ҫумӑр ҫӑвӗ. Кайран ҫанталӑк ӑшӑтӗ. Ытларикун 17-22 градус ӑшӑ пулӗ. Анчах эрне варринче каллех сивӗтӗ, кӑнтӑрласерен 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен шӑнтӗ.

Юпан 12-13-мӗшӗсенче те, канмалли кунсенче, ӑшӑ пулӗ: 17-19 градус.

 

Страницӑсем: 1 ... 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, [55], 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, ... 3794
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...