Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
cheboksary.ru сайтри сӑн
cheboksary.ru сайтри сӑн

Ку канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 13 сехетре «Амазония» этнокомплексра Хӗл мучин ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ патне уяв асамҫин тронне вырнаҫтарӗҫ. Унта кашни ача ларса курма, сӑвӑ каласа, юрласа кӑтартма пултарать. Ҫавӑнтах хитре сӑн ӳкерӗнме май пулӗ.

Чи лайӑх хыпарӗ вара акӑ мӗн: Хӗл мучин ҫуртне тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_18749
 

Ҫутҫанталӑк

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ мӗнле пулӗ? Синоптиксем малтанлӑха пӑлӑртнӑ тӑрӑх, сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Юр ҫумӗ, юр хулӑнӑшӗ ҫав вӑхӑталла 10 сантиметра яхӑн пулӗ.

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫанталӑк нормӑпа килӗшӳллӗн пулӗ. Вӑл вара кӑрлачӑн пӗрремӗш декадинче 9-10 градус сивӗпе танлашать. Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта юрлӑ, питех сивӗ мар ҫанталӑк хуҫаланӗ.

Аса илтерер: пӗлтӗр кӑрлачӑн пӗрремӗш ҫурри сивӗ пулнӑ, ҫӗрлесерен 22-27 градус таран сивӗтнӗ.

 

Сывлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти газорезчик Андрей Антонов чӑн-чӑн паттӑр – вӑл шӑмӑ мимин донорӗ пулса тӑрса ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ.

Валерия операци хыҫҫӑн иккӗмӗш хут ҫуралнӑ тейӗн. Алексейпа унӑн генетики пӗр килни - питӗ сайра тӗл пулакан тӗслӗх: 10 пинрен пӗрре кӑна.

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Валерия хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ ҫынпа тӗл пулнӑ. Ӑна вӑл картина парнеленӗ, унта тав сӑмахӗсем ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_412136
 

Персона
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Куславкка округӗнчи Мушар ялӗнче пурӑнакан Алексей Данилова «Раҫҫейри хисеплӗ донор» кӑкӑр паллипе чысланӑ.

Вӑл 25-ре чухне пӗрремӗш хут юн панӑ. Ун чухне унӑн юлташне операци хыҫҫӑн юн кирлӗ пулнӑ.

Алексей 20 ытла ҫулта 41 хут юн панӑ. Ку ырӑ ӗҫе малалла та тӑвасшӑн.

Палӑртмалла: «Раҫҫейӗн хиеплӗ донорӗн» социаллӑ тӳлев илме май пур. Вӗсене кашни ҫулах тӳлев, параҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 17324 тенкӗпе танлашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/103348
 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра «Ҫулталӑкри ҫемьене» суйланӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Александрпа Елена Максимовсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсем виҫӗ ачана воспитани параҫҫӗ: Мирослав, Сттепан, Мирослава. Максимовсем пӗрлешнӗренпе 28 ҫул ҫитнӗ.

Республика шайӗнче иртнӗ конкурса паян палӑртнӑ, Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне официаллӑ майпа хупнӑ. Максимовсем малтан муниципалитет шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ. Республика конкурсӗнче те вӗсем пултарулӑхӗпе палӑрнӑ.____

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/103348
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Голос сердца. Посвящение Михаилу Сеспелю» (чӑв. Чӗре сасси. Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа) регионсем хушшинчи марафона пӗтӗмлетме пуҫтарӑнӗҫ.

Астӑвӑм-презентацие культура тата ӳнер, вӗрентӳпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, общество хастарӗсем, вулакансем хутшӑнӗҫ.

Марафона Шупашкарта, Мускавра тата Хусанта ирттернӗ.

 

Персона
Канаш районӗнчи вулавӑшӑн сӑнӳкерчӗкӗ
Канаш районӗнчи вулавӑшӑн сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Канаш мунициапллӑ округӗнчи «Ҫеҫпӗл» центрӑн концеренц-залӗнче Ҫеҫпӗл Мишши пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекене хӗтлама пуҫтарӑннӑ.

Асӑнна кӑларӑм авторӗ — Сергей Павлов. Сергей Лукиянович асӑннӑ тӑрӑхри Ушанар ялӗнче ҫуралнӑ.

«Кам-ши вӑл, Ҫеҫпӗл? Кто он, Сеспель?» Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

 

Персона

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чӑваш юрӑҫи, проазикӗ тата куҫаруҫи Валентин Урташ (20.12.1924 — 18.04.1973) ҫуралнӑранпа ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче астӑвӑм каҫӗ иртӗ.

Мероприяти ыран, раштавӑн 18-мӗшӗнче, 14 сехетре пуҫланӗ. Литература музейӗ Ленинград урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Ҫемье архивӗнчи сӑн
Ҫемье архивӗнчи сӑн

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑнкас ялӗнче пурӑнакан Ивановсен ҫемйи кашни ҫулах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кил умне капӑрлатать. Кӑҫал вӗсем Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне хапхи ҫине чӑваш эрешне ӳкернӗччӗ.

Хальхи вӑхӑтра Ивановсен килӗ умӗнче чӑн-чӑн асамлӑх хуҫаланать. Вӗсем Ҫӗлен ҫулталӑкне кӗтсе илме хатӗрленнӗ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12468
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян Ҫӗмӗрле хулинче 13 сехет ҫурӑра Мебельщик тӑкӑрлӑкӗпе Ленин урамӗ хӗресленекен вырӑнта авари пулнӑ. «Шкода» 5-мӗш маршруткӑпа ҫапӑннӑ.

Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 64-ри арҫын ларнӑ. ГАЗельте 14 ҫын пулнӑ. Пиллӗкӗшне медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ: маршруткӑн 34 водителӗ, унӑн икӗ пассажирӗ, иномаркӑри икӗ пассажир (ҫав шутра 13 ҫулти хӗрача та).

Ҫакӑ паллӑ: авари вӑхӑтӗнче икӗ водитель те урӑ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, [46], 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, ... 3836
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Çывăх çынсемпе, туссемпе е ĕçтешсемпе хутшăнура йывăрлăхсем пулма пултараççĕ. Сăлтавĕ - элек. Килĕшÿ нумай вăхăтлăха çухалĕ. Уява е тĕлпулăва такамăн гĕрсĕр шÿчĕ пăсĕ. Тен, сăлтавĕ сирĕнре те пулĕ.

Нарӑс, 24

1991
34
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...