Политика
![]() "На связи" порталти сӑн Малашне Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов пулӗ. Кун пирки паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче пӗлтернӗ. Ку таранччен ҫак тивӗҫе Элтепер хӑйех пурнӑҫласа пынӑ. Сергей Артамонов 2015 ҫултанпа ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. 2017 ҫултанпа вара – вице-премьер. Вӑл – Михаил Игнатьев командинчен юлнӑ пӗртен-пӗр министр халӗ. Палӑртмалла: Сергей Артамонов 1977 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑс ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Регнум" ИА архивӗнчи сӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑвӗпе 80 пин тенкӗ парӗҫ. Ҫак укҫанах вӑрҫӑ участникӗсем, сусӑрӗсем, блокадӑри Ленинградра пурӑннисем, нимӗҫсем ярса илнӗ Сталинградра тата Севастопольте пурӑннисем, концлагере лекнӗ ачасем тивӗҫӗҫ. Тыл ӗҫченӗсене тата 18 ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн концлагере лекнисене 55 пин тенкӗ парӗҫ. Укҫана илес тесен нимӗнле заявлени те ҫырмалла мар. Тӳлеве Ҫӗнтерӳ кунӗччен куҫарса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Этнер Егоров архивӗнчи сӑн Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейне тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче унта вывеска ҫакнӑ. Аса илтерер: пӗрремӗш чула пӗлтӗр ҫӗртмен 21-мӗшӗнче хунӑ. Ун чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев музей ҫав ҫулах Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне (чӳкӗн 26-мӗшӗ) пулассине пӗлтернӗ. Анчах калани чӑна килмен. Кайран Олег Алексеевич ӗҫе ҫулталӑк пӗтиччен вӗҫлеме шантарнӑ. Халӗ вара – нарӑс варри. Строительсем халӗ те объектра ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Наталья Соколова художник-аниматор тата режиссер-постановщик Шупашкарти ҫамрӑксене ӑсталӑх лаҫҫине йыхравланӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене «Пилот», «Аэроплан», «Пластилин» тата «Союзмультфильм» легендарлӑ студисем валли сахал мар хатӗрленӗ. Шупашкара килсен шкул ачисемпе студентсем валли ӑсталӑх лаҫҫисен ярӑмне йӗркеленӗ. Ал айӗнчи япаласенчен сӑнарсем хатӗрлеме те вӗрентнӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тухасси сценӑран нумай килнине те палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() "Контактри" сӑн Чулхула облаҫӗнчи Ворсма хулинче хӗллехи ишевпе «Сивӗ вӑйӑсем» ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн командӑра 15 «морж» пулнӑ. Вӗсем 37 медаль тата 1 кубок ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш кунхине шыв питӗ сивӗ пулнӑ. Ҫапах пирӗннисем 23 ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 3 пӑхӑр медаль илнӗ. Тепӗр кунхине криатлонра Александра Мудрая, Вера Крылова, Николай Артемьев тата Иван Петров хӑйсен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() rg.ru сайтри сӑн Комсомольски округӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче карантин тесе палӑртнӑ. Ку – тилӗ виллине пула. Ӑна экспертизӑна панӑ, унти специалистсем тилӗ урнӑ чирпе чирлӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ветеринарсем чир ан сарӑлтӑр тесе выльӑх-чӗрлӗхе вакцинаци тӑваҫҫӗ. Халӗ ялта чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем ирттерме, суту-илӳ тума икӗ уйӑх юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкара пурӑнакан кинемее Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Таисия Ярцева — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Вӑл Сарту облаҫӗнчи Бурцевка ялӗнче 1923 ҫулта ҫуралнӑ. Хӗрача ҫиччӗре чухне унӑн ҫемйи выҫлӑхран тарса Шупашкара килнӗ. Ашшӗ мастерскойра ӗҫлеме пуҫланӑ, амӑшӗ — ача пахчинче тирпейлӳҫӗре. Таисия Павловна тухтӑр пулма ӗмӗтленсе Хусанти медицина институне вӗренме кӗнӗ. Анчах вӑрҫӑ пуҫлансан унӑн та заводри станок умне тӑма тивнӗ. Заводра ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл телеграфистсен куцрсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ҫапла майпа вӑрҫа лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Александр Мухин-Чебоксарский художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Курава Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн 65 ҫулхине халалланӑ. Автор портрет миниатюрин, натюрморт, пейзаж, кӗнеке иллюстрацийӗн жанрӗсемпе ӗҫлет. Пӗчӗк япаласем ӳкерме калама ҫук чӑтӑмлӑх, пултарулӑх, тимлӗх, асталӑх кирлӗ. Куравра унӑн чи пӗчӗк портречӗ те пулӗ. «Студентка Катя Сидорова» ӗҫӗ калӑпӑшӗ 5,5х5,5 мм калӑпӑшлӑ. Унпа вӑл Раҫҫейри художниксен союзӗн рекордсменӗ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗн тӗп пульницин хирургӗсем ватӑ хӗрарӑма операци туса пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Халӗ вӑл хӑйне аванах туять. Галина Парфеновнӑн ӳт температури хӑпарнӑ, хырӑмӗ ыратнӑ, кӑмӑлӗ пӑтраннӑ. УЗИ тунӑ хыҫҫӑн унӑн ват хӑмпинчен чулсем пулни палӑрнӑ. Пациентӑн ӳсӗмне кура тухтӑрсем малтан ӑна сиплеме йышӑннӑ. Анчах ку пулӑшман, чул ват хӑмпинчех юлнӑ. Теветкеллӗ пулсан та кинемее операци тума тивнӗ. Телее, вӑл ӑна чиперех чӑтса ирттернӗ, майӗпен утса ҫӳреме пуҫланӑ. Тухтӑрсем ӑна кӑшт сӑнанӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сайтри сӑн ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумне Владимир Гладнева ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Владимир Гладнев Мари Элтен килнӗ, вӑл унта Росздравнадзорӑн упарвленине ертсе пынӑ. Сывӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумне ӑна 2022 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартнӑ. Халӗ вара Владимир Степанов министрӑн икӗ ҫум кӑна юлнӑ: Резеда Хуснетдинова тата Олеся Игнатьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |