Пӑтӑрмахсем
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Софья Головина блогер Челепир тӑрӑхӗнчи блогерпа судлашнӑ. Тавӑҫа вӑл асӑннӑ тӑрӑхри Арбитраж судне тӑратнӑ. Софья мобильлӗ телефонпа видеосем ӳкерме вӗрентекен тиктоксем ӳкернӗ. Ӑна миллион ҫын таран пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Катав-Ивановск хулинчи Лилиана Соколовская Шупашкар хӗрӗн тексчӗсене вӑрланӑ, ҫӑвӑн пек видеосем ӳкерсе хӑйӗн тиктокне тытса пынӑ. Челепирти блогерӑн посчӗсене нумаях ҫын пӑхман-ха, 4 пин таран кӑна. Лилиана хӑйӗн «автор» курсне пуҫарса янӑ. Онлайн-марафоншӑн подписчиксенчен вӑл 2,5 пинрен пуҫласа 300 пин тенке таран илнӗ. Софья Лилианӑран 200 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енри страхлакан организацисенчен тата водительсенчен тискер чӗрчунсене таптаса кайнӑшӑн 1 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑра 51 чӗрчуна таптаса кайса вӗлернӗ. Тискер чӗрчунсене ҫул-йӗр ҫинчи инкек вӑхӑтӗнче вӗлерсен штрафлаҫҫӗ. Ун пек приказа Раҫҫейӗн Ҫутҫанталӑк министерстви кӑларнӑ. Штраф виҫи чӗрчунтан килет: пӑши – 80 пин тенкӗ; пархатарлӑ пӑлан – 70 пин тенкӗ; упа (чӑпар пӑлан, лань, сайгак) – 60 пин тенкӗ; косуль – 40 пин тенкӗ; хир сысни – 30 пин тенкӗ; пурӑш – 12 пин тенкӗ; мулкач (песец, корсак, норка, тискер кролик, хур) – 1 000 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Грани» хаҫат сӑнӳкерчӗкӗ Александр Волков ҫӑлавҫӑ пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав службине чылай ҫул ертсе пынӑ. Чӑваш Республикинчи ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Волкова кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче юлашки ҫула ӑсатнӑ. Александр Волков республикӑн тава тивӗҫлӗ ҫӑлавҫи шутланнӑ. Хисепле ҫак ята ӑна 2008 ҫулта панӑ. Хӑй вал Мари Элтан. Унти пел ялта 1956 ҫулта ҫуралнӑ. 1978 ҫулта водолаз пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӑҫалтан республикӑри 3 муниципалитетра туризм налукӗ вӑйра: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Шупашкар округӗнче. Камсем тӳлӗҫ-ха ӑна? Хӑна ҫуртӗнче, отельте, хостелта, санаторире чарӑнакансем. Налук пурӑнмалли хакӑн 1 проценчӗпе танлашать, анчах талӑкра 100 тенкӗрен сахалрах мар. Пухнӑ укҫапа туризм инфраструктурине ҫӗнетӗҫ, ҫӗнӗ обьектсем хута ярӗҫ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑнти хыснана 40 миллион тенкӗ кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() zivil.cap.ru сайтри сӑн Хӗрлӗ Чутай округӗнчи нумай ачалла амӑшне, ултавҫӑ серепине лекнӗскере, прокуратура пулӑшать. Виҫӗм ҫул авӑн уйӑхӗнче палламан ҫын шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн вӑл 42 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав палламан ҫын хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӑна банк карттисене страхлама ӳкӗте кӗртсе харпӑр даннӑйсене пӗлнӗ. Ҫапла палламан ҫын унӑн счечӗ ҫинчен укна вӑрланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче укҫа Чулхула облаҫӗнчи арҫын картти ҫине куҫнине палӑртнӑ. Укҫана тавӑрса пама килӗшмен вӑл. Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Лидия Филиппова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ку хыпара эпир самай кая юлса пӗлтӗмӗр пулин те хыпарласах килчӗ. Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Валентин Урташ (Валентин Андреевич Яковлев) ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна асра тытса маттур чӑвашсем унӑн вил тӑпри ҫине чечек хунӑ. Ку хыпара эпир Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтӗмӗр. Валентин Урташ ӗмӗрлӗх канӑҫне Шупашкарти 2-мӗш масар ҫинче тупнӑ. Валентин Урдаш — поэт, унӑн сӑввисемпе сумлӑ композиторсем юрӑсем кӗвӗленӗ. Унсӑр пуҫне вӑл тӑлмачӑ, прозаик пулнӑ. Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Ен делегацийӗ поэтӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Тутарстанра, пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн Канаш округӗнче ӗнӗр каҫхине 30 ҫулти арҫын фура айне пулса вилнӗ. Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхи 8 сехет тӗлӗнче арҫын «зебрӑпа» каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине фура пырса кӗнӗ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ун чухне чарӑнура автобус тӑнӑ. Арҫын унта васкама пултарнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӗҫӗр Комсомольскинче Тӗп урамра ҫурт ҫуннӑ. Пушар 22 сехетре пуҫланнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн пушарнӑйсем икӗ ҫын виллине тупнӑ. Вӗсем – амӑшӗпе ывӑлӗ. Амӑшӗ 78 ҫулта пулнӑ, ывӑлӗ – 54 ҫулта. Пушар 72 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче полици ӗҫченӗсем ҫуртра пушар тухнине асӑрхаса 5 ҫынна урама илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан Алла Поздеева 95 ҫул тултарнӑ. Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Кристина Вахтеркина пӑхса пулӑшать. Алла Григорьевна Курск хулинче ҫуралнӑ. 1965 ҫулта Шупашкара пурӑнма куҫса килнӗ. Качча кайса икӗ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратнӑ. Халӗ кинемейӗн тӑхӑр мӑнук тата мӑнукӗн виҫӗ ачи пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчен пӗринче бухгалтера лаборант укҫине тӳлесе пурӑннӑ. Ӗҫлемесӗр укҫа илсе пурӑнаканни — Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи бухгалтер учёчӗн ертсе пыракан бухгалтерӗ. Ӑна шкулта ӗҫленӗҫи тума пулӑшаканни — пӗлӗшӗ, шкулта директорта тӑрӑшакан ҫын. Укҫана куҫарса параканни вара хайхи бухгалтер хӑй пулнӑ. 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗччен пурӗ 1 миллион та 611 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ. Пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пӗрле тупса палӑртнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |