Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те. Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ❗️«Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн кӗнекине пахаланӑ «Варкӑш» литература клубӗнче Олеся Михайловӑн «Пӗрремӗш ҫӗнтерӳ» кӗнекине хӑтланӑ. Вӑл – унӑн пӗрремӗш кӗнеки. Кӑларӑм 2024 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. «Кӗнеке ҫырасси – питӗ йывӑр ӗҫ. Пӗрре ларсах пулмасть. Тен, марафон чупса тухасси ҫӑмӑлрах та пуль», – тенӗ ҫамрӑк ҫыравҫӑ. Палӑртмалла: Олеся – армрестлинг енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗ, Европа чемпионӗ. Кӗнекене сӳтсе явнӑ чухне автор яка ҫырнине, лайӑх ӳкерчӗксем тума пултарнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gryazoveckij-r19.gosweb.gosuslugi.ru сайтри сӑн Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ашшӗ-амӑше пуйма пулӑшас тенӗ те... ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӗрача мессенджер урлӑ интернет-аукциона хутшӑннӑ. Унта ҫапла пӗлтернӗ: кам укна нумайрах хывать, ҫавӑ нумайрах укҫа илет. Вӑл унӑн ячӗпе уҫнӑ вкладри укҫана, 170 пин тенке, куҫарса панӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хушӑран вклада укҫа хурса тӑнӑ, хӗрне ӑна никама та куҫарса памалли пирки ӑнлантарнӑ. Апла пулсан та ҫапла пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 37 султи хӗрарӑма пуйӑспа пырса ҫапӑннӑшӑн суд тӑвӗҫ. Ун тӗлӗшпӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 264-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе ӗс пуҫарнӑ. Хӗрарӑм-водитель ҫул ҫинче асӑрханманнипе пулса иртне инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пӗлтерхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл «LADA KALINA» машина рулӗ умӗнче пулнӑ, салонта виҫӗ пассажир ларса пынӑ. Ҫав шутра 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача та пулнӑ. «Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Шуршал проездӗнче вӑл пуйас килнине курса тӑрсан та чарӑнман, пуйӑҫпа ҫапӑннӑ. Инкекре салонти пӗр хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илне сӑнӳкерчӗк Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗ 55 ҫул тултарнине халалласа Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер музейӗнче Наталия Нагорнова ӳнерҫӗн, педагогӑн куравӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Марина Карягина пӗлтернӗ тӑрӑх, курава Наталия хӑйне пӗчӗкрен ӳнер тӗнчине илсе кӗнӗ ашшӗ-амӑшне халалланӑ. «Юлашки ҫулсенче сӑрӑ ӑсти чирлӗ амӑшне пӑхса пурӑннӑ, киҫчӗк тытма та питех вӑхӑчӗ тупӑнман-тӑр. Виҫӗм ҫул Наталия ҫӗнӗ туйӑмпа хавхаланса Владимир Нагорнов паллӑ скульпторпа ҫемье ҫавӑрнӑ, вара унӑн пирӗсем ҫинче урӑх тӗссем ҫуталса кайнӑ», — тесе пӗлтернӗ пултаруллӑ журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() opchr21.ru сайтри сӑн ЧР Элтеперӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен управленине халӗ урӑх ҫын ертсе пырать. Вӑл – Кирилл Лукин. Унччен ку вырӑнта Иван Филиппов пулнӑ. Вӑл ятарлӑ ҫар операцине тухса кайнӑ, «Каскад» ГРОМ» пилотсӑр авиаци бригадинче ҫар тивӗҫне пурнӑҫлать. Кирилл унӑн ҫумӗ пулнӑ. Вӑл ку дожноҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗнче ӗҫлеме килнӗ. Кирилл Лукин «Сывӑ наци» общество организацийӗн председателӗ те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн сивӗ тата юрлӑ пулӗ. Ҫапах 2008 тата 2013 ҫулсенчи пекех сивӗ пулмӗ. Ун чухне вӑтам температура 8-9 градус сивӗ пулӗ. Пуш уйӑхӗнче вӑтам температура 6,5 градуспа танлашӗ. Нӳрӗк ытти чухнехинчен кӑшт нумайрах пулӗ. Ҫил ытларах ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Пӗрремӗш декадӑра циклон хуҫаланӗ. Шупашкарта юр хулӑнӑшӗ 20 сантиметртан иртӗ. Пушӑн юлашки кунӗсенче ҫуркуннехи ҫанталӑк ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн Канаш хулинче нарӑсӑн 15-мӗшӗнче ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Унтанпа вӑл киле таврӑнман. Ефимов Александр Ефимович 1953 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл 167 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫав кун мӗн тӑхӑнни паллӑ мар. Ҫак арҫынна куракансене пӗр тӑхтамасӑр шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр). Е шырав инфоргӗпе Викторийӑпа (Искрич) ҫыхӑнмалла: 89876687081. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта куҫ микрохирургийӗн музейне уҫасшӑн. Вӑл С.Н. Фёдоров академикӑн «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн Шупашкарти филиалӗнче пулӗ. Музея уйрӑм вырнаҫнӑ нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫуртра уҫӗҫ. Музей уҫас пирки Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов телеграм-каналта пӗлтернӗ. Асӑнна филиал — пысӑк шайри офтальмологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫӗршыври тӗп центрсенчен пӗри. Пӗлтӗр унта 38 пин ытла операци тунӑ. Филиал 37 ҫул хушши ӗҫленӗ вӑхӑтра филиал тухтӑрӗсем пулӑшнипе 900 пин ытла ҫын лайӑхрах курма пуҫланӑ. Дмитрий Краснов шухӑшланӑ тӑрӑх, микрохирурги музейӗ туристсене те илӗртме пултарӗ. Космонавтика тата трактор историйӗн музейӗсенчен халӑх татӑлмасть-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш академи драма театрӗнче Василиса Петрован юбилей каҫӗ иртӗ. Мероприяти 18 сехетре пуҫланӗ. Василиса Петрова — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл 1960 ҫулхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври Пӗчӗк театр ҫумӗнчи М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Унтанпа Чӑваш патшалӑх академи драма тетарӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |