Персона
![]() Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Столярова паян 105 ҫул тултарнӑ. Мария Михайловна 1920 ҫулта Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранах вӗренме ӑнтӑлнӑскер Горькинчи (халӗ — Чулхула) педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1940 ҫулта вӑл Етӗрне районӗнчи Янӑм шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче шкул ачисемпе пӗрле вырӑнти колхозра нумай тӑрӑшнӑ. 1948-1970 ҫулсенче вӑл маларах асӑннӑ районти Урпаш шкулӗнче ачасене нимӗҫ чӗлхи вӗрентнӗ. 1970-1972 ҫулсенче Шупашкарти 6-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Мария Михайловнӑн ача-пӑча пулман, анчах чун юратӑвне вӑл хӑй вӗрентнӗ ачасене панӑ. Паян ӑна тӑванӗн хӗрӗ Нина Петровна пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Кӑҫал Шупашкар округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлмалла. Ӑна «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута ярӗҫ. ФАП тума 30 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтра аукцион иртет. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ФАПа кӑҫал юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫавӑн пекех унӑн инженери тытӑмне хута ямалла, ҫывӑхри территорие хӑтлӑлатмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫынна орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Патӑрьел тӑрӑхӗнчи «Исток» агрофирма генеральнӑй директорне Александр Илюткина тата Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхне Евгений Лебедева (сӑнӳкерчӗкре) чысланӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра «ШупашкАРТ-2025» курав-конкурс уҫӑлӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ӗҫлӗ. Дизайн, архитектура тата декораципе прикладной ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери куравӗ кӑҫалхипе 11-мӗш хут уҫӑлать. Ӑна йӗркелекенни – Чӑваш Енри дизайнерсен пӗрлешӗвӗ. Мероприяти тӗллевӗ — пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, пултарулӑх пӗрлешӗвӗсем хушшинче туслӑ ҫыхӑну йӗркелесе ярасси. Фестиваль «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра 16 сехетре уҫӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал та сӑра фестивальне иритерӗҫ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» хальхинче утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче пулӗ. Фестивале йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑна тата та чаплӑрах, ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене» пӗлтӗрхинчен ытларах чӗнмелле. Республика Элтеперӗ Олег Николаев та сӑра фестивалӗ питех кирлӗ мероприяти тесе каланӑ май фестиваль аграрисене, влаҫа тата усламҫӑсене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Елчӗк округӗнчи Аслӑ Таяпа ялӗнче хальхи йышши тухтӑр амбулаторийӗ уҫӑлнӑ. Ӑна «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Амбулатори 11 ялти 1800 ҫын сывлӑхне тӗрӗслесе тӑрать. Унта терапевт, педиатр ӗҫлеҫҫӗ, диспансеризаци тӑваҫҫӗ, вакцинацилеҫҫӗ. «Кунта питӗ хӑтлӑ», – тет ял старости Елена Еникова. Сӑмах май, юлашки ҫулсенче Елчӗк округӗнче 16 ФАП тата 2 тухтӑр амбулаторийӗ хута кайнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вера Архипова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк И.В. Данилова музыкҫӑ «Союз композиторов Чувашии: вчера и сегодня» (чӑв. Чӑваш Енри композиторсен союзӗ: ӗнер тата паян) ятра лекци ирттернӗ. Кун пирки Вера Архипова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Чӑваш Енри композиторсен союзӗ кӑҫал 85 ҫул тултарать. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Мерчен» тӗпелте лекци ирттернӗ. Ку мероприятие вулавӑшсӑр пуҫне Чӑваш патшалӑх университечӗ, маларах асӑннӑ пӗрлешӳ йӗркеленӗ. Лекторӗ - ученӑй-музыковед,Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫейри Композиторсен союзӗн членӗ, 50 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ Ирина Данилова. |
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта ача пахчинче тӳлевсене ӳстернӗ. Хушӑва Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗн 1-3 ҫулсенчи ачасемшӗн кунне 167 тенкӗ тӳлемелле, 3-7 ҫуленчисемшӗн – 184 тенкӗ. Унччен хаксем 149,8 тата 150 тенкӗ пулнӑ. Сывлӑх енчен хавшак ачасене пӑхнӑшӑн та тӳлев ӳснӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() 35babushkinskij.gosuslugi.ru сайтри сӑн Ултавҫӑсенчен хӳтӗленмелли ҫӗнӗ мел шухӑшласа тупнӑ. Android телефонпа усӑ куракансем сӑнпа ҫирӗплетсен кӑна укҫа куҫарнине, тӳленине тата ытти операцие пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Кӗҫех ку функци чылай операци тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫламалла. Ку ултавҫӑсем харпӑр кабинетпа усӑ курассинчен сыхлӗ. Ку функципе усӑ курас тесен банк уйрӑмне ҫитсе е «Госуслуги» сарӑм урлӑ Пӗрлехи биометри тытӑмне биометрие памалла. Ултавҫӑсенчен хӳтӗлекен ӑслӑ платформа хӑех операцие биометрипе ҫирӗплетме ыйтать. Тӗслӗхрен, пысӑк укҫа куҫарнӑ чухне. ӑна нимӗнле дип-фейк та, сӑн ӳкерчӗк те улталаймасть. Малашне кредит илнӗ тата банк карттипе операци тунӑ чухне те биометрипе ҫирӗплетмелле тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Шӑмаршӑра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунма тытӑннӑ. Ӑна паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монументӗнчен ятарласа илсе килнӗ. Сӑмах май, Шӑмӑршӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалланӑ мемориала пӗлтӗр тунӑ. ӑна кивӗ палӑк вырӑнӗнче хута янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |